Кудеснерский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канашларес, ессене палартрес

08 февраля 2014 г.

08-3

Канашларĕç, ĕçсене палăртрĕç 


 

Кăçал Культура çулталăкĕ. Çавна халалласа Вăрмар районĕнчи тавра пĕлÿçĕсен «Тăван ен - тăван кил» клубĕ кăçал пĕрремĕш ларăвне ирттерчĕ.

Ку йышра - музейçăсем, ялсен, шкулсен, предприятисемпе организацисен кун-çулĕсене сăнлакан кĕнекесен авторĕсем. Культура çулталăкĕнче пурнăçламалли ĕçсем чылай: ялсен историйĕсене малалла тĕпчемелле те кĕнекелесе кăлармалла, «И.Я.Яковлев тата Вăрмар тăрăхĕ» темăпа тарăнрах шыравсем ирттермелле, тăван çĕршыва паттăррăн хÿтĕленĕ ентешсем çинчен пĕлмелле, халăха пĕлтермелле, çапла майпа кашни ялăнах Астăвăм кĕнеки пулмалла (6 томпа тухнă Астăвăм кĕнекинче нумай ят çукки пирки пăшăрханса каланине темиçе те илтнĕ ĕнтĕ), тавра пĕлÿçĕсен çĕнĕ ĕçĕсене хакламалла, вулакан патне çитермелле. ... Ку енĕпе тĕпчевçĕсем шкулсенче, ялти вулавăшсенче пулаççĕ, тĕл пулусем йĕркелеççĕ.

Çак кунсенче Ленинград блокадине татнăранпа 70 çул çитнине палăртрĕç. Музей фондĕнче Б. Денисов ÿкернĕ (сăвап ăна уншăн) кинофильмсем упранаççĕ. Тавра пĕлÿçĕсем Ленинграда хÿтĕлекенсене сăнланисене курчĕç. Май килтерсе Мухтав орденĕн тулли кавалерне П.П.Порфирьева тата ытти паттăрсене халалланă кинофильмсене цифрăласа диск çине çыртарса шкулсене çитерме кирлине палăртрĕç.

Кĕркунне Чăваш халăх писателĕ Василий Алентей çуралнăранпа 95 çул çитет. Халиччен те, çулленех, октябрĕн 16-мĕшĕнче писатель пултарулăхне юратакансем Кĕтеснере пухăннă-ха, ял-йышпа пĕрле литература уявĕ ирттернĕ. Вăрмарти музейре çыравçа халалласа Асăну кĕтесне йĕркелес ĕçе те пуçăннă. «Ку енĕпе районти писательсен пĕрлĕхĕ пулăшу кÿретех пулĕ тетпĕр», - палăртать музей директорĕ В.Цыфаркин. Сăмах май, А.Иванова, тавра пĕлÿçе, сăвăçа Чăваш писателĕсен Союзне илнине ĕнентерекен кĕнекене РФ тата ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.Иванов-Пархатар пачĕ. Алентейĕн кăçалхи юбилейне сумлăрах йĕркелесшĕн. Районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ, тавра пĕлÿçĕсен «Тăван ен - тăван кил» клубĕпе «Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕ» обществăлла организаци Василий Алентей ячĕллĕ литература премине илме конкурс йĕркеленĕ. Паянхи кун тĕлне 11 çын лауреат ятне тивĕçнĕ те ĕнтĕ. Вĕсене Диплом тата кăкăр çине çакмалли паллă параççĕ. Шел, укçан хавхалантармалли майсем çукрах. Лауреатсем хушшинче ытларах пенси çулĕнчисем пулни те шухăшлаттарать. Тата хăш-пĕр критиксем «Алентей кĕнекисенче тенденцилĕх кăна. Ял хуçалăх темипе çырнă хайлавĕсем паянхи вулакана пачах та тивĕçтермеççĕ» тенипе тавра пĕлÿçĕсем пĕрре те килĕшмеççĕ. Çавăнпа Халăх писателĕн ятне-сумне çĕклес тĕллевпе кăçалхи конкурса шкулсенче аслă класра вĕренекенсене те явăçтарасшăн. Илемлĕ хайлама пĕлекенсем, тăван чĕлхепе сăмахлăха юратакансем лауреат ятне илччĕр, ВУЗсене чăваш чĕлхипе литератури уйрăмĕсене, журналистика енĕпе вĕренме кайма хавхаланччăр, теççĕ. Ку тĕлĕшпе шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен те тăрăшмалла. Çапла, Вăрмар тавра пĕлÿçисем Культура çулталăкне уçрĕç, пурнăçламалли ĕçсене палăртрĕç.

А.НИКОЛАЕВА.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика