Шихабыловский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 2014 çулхи февралĕн 7-мĕшĕнче, Сочире хĕллехи XXII Олимп вăййисем уçăлаççĕ. Кăçал унта Чăваш Енрен фристайл енĕпе Елена Муратова

10 февраля 2014 г.

2014 çулхи февралĕн 7-мĕшĕнче, Сочире хĕллехи XXII Олимп вăййисем уçăлаççĕ. Кăçал унта Чăваш Енрен фристайл енĕпе Елена Муратова хутшăнать.

Вăрмар районĕн спортсменĕсем тĕнче шайĕнчи чи сумлă ăмăртусенче пĕрремĕш çитĕнÿсем тунă. 1968 çулта Мехикăри XIX Олимп вăййисенче Пинерте çуралса ÿснĕ Валериан Сергеевич Соколов боксер чăваш спортсменĕсенчен чемпион ята тивĕçнĕ. Унăн эстафетине малалла Шăхаль ялĕнче çуралса ÿснĕ Н.Пуклаков çăмăл атлет тăснă. Вăл Федеративлă Германи Республикинчи Мюнхен хулинче ирттернĕ XX Олимп вăййисенче (1972 çул) хутшăннă, 5000 метрлă дистанцире улттăмĕш вырăн йышăннă.

2008 çул Вăрмар спортсменĕсемшĕн чи тухăçли пулнă. Пекинра иртнĕ XXIX çуллахи Олимп вăййисене пирĕн районтан тăваттăн: Светлана Захарова (марафон, Атайкасси), Татьяна Петрова (халĕ Архипова), (çăмăл атлет, Карăкçырма), Вера Андреева (маунтинбайк, Çĕнĕ Шулхан), Сергей Иванов (шоссе, Кĕтеснер) велосипедистсем хутшăннă. 2012 çулта Лондонра иртнĕ çуллахи XXX Олимп вăййисенче Татьяна Архипова (Петрова) çăмăл атлет бронза медале тивĕçнĕ. Çав çулах Лондонра иртнĕ Паралимп вăййисенче Карăкçырмапа хăйĕн пурнăçне çыхăнтарнă 24 çулхи Елена Иванова çăмăл атлет 3 ылтăн çĕнсе илнĕ. Кăçал пирĕн районтан Сочири хĕллехи Олимпиадăна спортсменсем хутшăнмаççĕ, анчах сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан çамрăксем тĕрлĕ шайри ăмăртусенче çитĕнÿсем тăваççĕ. Малалли материалсем вĕсем çинчен.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика