Шихабыловский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сочири çĕнтерÿсем патне ăнтăлар

10 февраля 2014 г.

Сочири çĕнтерÿсем патне ăнтăлар

05 февраля 2014 г.

Сочири çĕнтерÿсем патне ăнтăлар

Çакăн пек ятпа февралĕн 2-мĕшĕнче Олимп вăййисене халалласа поселокри тĕп стадионта «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2014» ăмăрту иртрĕ. Çакна палăртмалла: Олимп вăййисене халалланă ăмăртусем республикăра, çавăн пекех çĕршывĕпех пулса иртрĕç.

Пирĕн республикăра вăл «Шупашкар: 500 çул» культурăпа кану паркĕнче пулнă. Йĕлтĕрçĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев саламланă «Сывă ÿтре - сывă чун», теççĕ. Çавăнпа та Чăваш Енре пурăнакан кашни çын спортпа туслă пултăр. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан ĕçре те, вĕренÿре те хастар, пур йывăрлăха та çĕнтерме пултарать. Йĕлтĕрпе ярăнасси яланах спортăн хĕллехи тĕп тĕсĕ шутланнă. Вăл çултан-çул вăй илсе пырать», - палăртнă М.Игнатьев.

Çак кун Шупашкарта тата республикăри тĕрлĕ район-хуласенче пурăнакан 49 пин çын йĕлтĕр чупăвне тухнă. Çав шутра Вăрмарсем те çак ăмăртăва пур активлăхпа 800 яхăн çын хутшăнчĕç.

Спорт уявне пухăннисене Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев саламларĕç, ăнăçлă стартсем сунчĕç.

Чи малтанах старта VIP-йĕлтĕрçĕсем - райадминистрацин ĕçченĕсем, организацисемпе предприятисен, хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тухрĕç. VIP-дистанцире арçынсем хушшинче пĕрремĕш вырăна Н.Павлов (райадминистраци), иккĕмĕшне Г.Боредский (Пинер ял тăрăхĕ), виççĕмĕшне О.Иванов (Энĕшпуç ял тăрăхĕ) тивĕçрĕç. Хĕрарăмсенчен пĕрремĕш - М.Петрова (Вăрмарти 32 номерлĕ аптека), иккĕмĕш - Н.Краснова (райадминистраци), виççĕмĕш И.Дмитриева (райадминистраци) пулчĕç.

Районти шкулсенче 8-9 классенче вĕренекен хĕр ачасенчен Т.Кузьмина (Кĕлкеш шкулĕ) - пĕрремĕш, С.Матвеева (Кĕлкеш шкулĕ) - иккĕмĕш, В.Петрова (Кĕлкеш шкулĕ) виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Çавăн пекех арçын ачасем те лайăх результатсемпе палăрчĕç. А.Петров (Кĕлкеш шкулĕ) - пĕрремĕш, Н.Кондаков (Тикаш шкулĕ) - иккĕмĕш, В.Иванов (Энĕшпуç шкулĕ) виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕç.

10-11 класра вĕренекен яшсенчен пĕрремĕш - Н.Васильев (Энĕшпуç шкулĕ), иккĕмĕш - В.Сергеев (Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкул), виççĕмĕш С.Сергеев (Энĕшпуç шкулĕ), хĕр-упраçсенчен пĕрремĕш В.Петрова (Энĕшпуç шкулĕ), иккĕмĕш - А.Яковлева (Энĕшпуç шкулĕ), виççĕмĕш В.Алексеева (Кивĕ Вăрмар шкулĕ) пулчĕç.

18-29 çулхи арçынсенчен малти вырăнсене Н.Артемьев (Чупай ялĕ), С.Иванов (Энĕшпуç ялĕ), С.Елаков (Чупай ялĕ), хĕрсемпе хĕрарăмсен ушкăнĕнчен малти вырăнсене А.Иванова (Энĕшпуç ялĕ), А.Павлова (Кивĕ Вăрмар ялĕ) йышăнчĕç.

30-39 çулхи хĕрарăмсенчен С.Хованская, А.Петрова, И.Никонорова малти вырăнсене тивĕçрĕç.

40-49 çулхи арçынсенчен малтисен йышĕнче О.Мефодьев (Мăнçырма ялĕ), Ю.Захаров (Чупай ялĕ), В.Петров (Вăрмар), хĕрарăмсенчен С.Егорова (Чупай ялĕ), Л.Горшкова (Кавал ялĕ) пулчĕç.

50-59 çулхи арçынсенчен М.Степанов , А.Егоров, Н.Павлов, хĕрарăмсенчен З.Маркова, Г.Алексеева, Л.Данилова малти вырăнсене тивĕçрĕç. 60 тата унран ытларах çулхисенчен Н.Андреев, Н.Михайлов, В.Лирзай, К.Иванов малти вырăнсене йышăнчĕç.

Палăртма кăмăллă: ăмăртăва хутшăннă спортсменсем пурте пултарулăхпа палăрчĕç, вĕсенчен кашни мала тухассишĕн ăнăçлă ăмăртрĕç. Чи вăйлисемпе хастаррисене Хисеп грамотисемпе чысларĕç.

Пултаруллă спортсменсемпе спорта юратакансене Вăрмар райповĕн обществăлла апатлану предприятийĕн ĕçченĕсем вĕри чейпе, техĕмлĕ апат-çимĕçпе сăйларĕç.

«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2014» массăллă чупу вĕçленчĕ. Çанталăк çак кун сивĕ тăнине пăхмасăрах районта пурăнакансем пурте пысăк активлăхпа хутшăнчĕç. Пирĕн районта оборонăпа массăллă уйăхлăх пынă вăхăтра йĕлтĕрпе чупмалли ăмăртусем малалла та пулĕç.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: З.ПАВЛОВА

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика