Алдиаровский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лайăх пурнăçшăн хамăрăн тăрăшмалла

05 февраля 2014 г.

Тин кăна пуçланнăччĕ 2013 çул. Элпуç ял тăрăхĕн администрацийĕ çулталăк хушшинче чылай ĕç тума палăртнăччĕ. Çĕнçырмари Пушкин урамĕнчи çула вĕтĕ чул сармаллаччĕ, Ураскассинче тăлăх çамрăк, Нÿшкассинче нумай ачаллă çемье валли çуртсем тумаллаччĕ. Хамăр тавралăх илемлĕ курăнтăр, хăтлă пултăр тесе тата нумай ĕç пурнăçламаллаччĕ.

Тăлăх валли çурт тăвассине вĕçленĕ, унăн докуменчĕсене хатĕрлесе çитеретпĕр.

Йышлă çемье валли пысăк пÿрт тума пуçлас умĕн вара нумай ыйту татса пама тиврĕ. Нÿшкассинче пушă çĕр вырăнĕ çукки чăрмав кăларса тăратрĕ. Тăвайри тата Шупашкарти çĕр ыйтăвĕсемпе тăрăшакан кадастр палатисен специалисчĕсем пулăшрĕç, тавах вĕсене уншăн.

Çĕнçырма ялĕнчи Пушкин урамĕнчи çула подрядчиксен купаласа якатса, çиелтен вĕтĕ чул сарса хăвармаллаччĕ. Çумăрлă кунсем тăнă пирки пылчăкпа хутшăнса кайма пуçларĕ вĕтĕ чул. Юлашки кунсенче унти вырăна майласа çитерме пултартăмăр.

Хамăр вăйпа ял тăрăхĕн администрацийĕн çуртĕнче юсав ĕçĕсене вĕçлерĕмĕр. 1973 çултанпа чылай юхăннă çурта шалтан çĕнетрĕмĕр. Кĕркунне ун çывăхĕнчи çĕре америка вĕренисемпе ытти тĕмсенчен тасатрăмăр, çулĕсене тирпейлерĕмĕр, картине, юпасем çĕнĕрен лартса, юсарăмăр.

Элпуçĕнчи вăтам шкулпа ял тăрăхĕн администрацийĕн çурчĕсем хушшинче парк тăвас тĕллевпе 2000 хунав лартса хăварнăччĕ. Шăрăх кунсенче чылайăшĕ хăрчĕ. Кĕркунне ял тăрăхĕн администрацийĕнче, культура çуртĕнче ĕçлекенсем, вĕренекенсем тепĕр хут ĕçлерĕç асăннă вырăнта.

Ял тăрăхĕн администрацийĕн çурчĕ çумĕнчи чарăну павильонĕн тăррине юсарăмăр, Нÿшкассинчи Гагарин урамĕнче вырнаçнă тăвайккине чул сартăмăр, ял ячĕсен вывескисене çĕннисемпе улăштартăмăр.

Лайăх пурăнас тесен, хамăрăн çанă тавăрса ĕçлемелле. Айккинчен килсе туса параççĕ-ха, тесе лармалла мар.

Пуçаруллă çынсем кашни ялтах пур, вĕсене вара ятранах асăнса хăварас килет. Виталий Трифонович Иванов, Михаил Сергеевич Иванов, Анатолий Петрович Крылов, Валерий Александрович Викторов (Нÿшкасси), Юрий Николаевич Алексеев, Тимур Николаевич Кириллов, Евгений Михайлович Дмитриев (Элпуç), Петр Николаевичпа Федор Григорьевич Максимовсем (Çĕнçырма), Владимир Николаевич Никифоров, Анатолий Ильичпа Татьяна Алексеевна, Валентина Михайловна Григорьевсем, Галина Васильевна Ильина (Ураскасси) тата ыттисем те мухтава тивĕçлĕ.

В.Иванов çÿп-çап илсе тухма, ял тăрăхне илем кĕртме, М.Иванов Нÿшкасси ялĕ валли шыв башни илсе килме, А.Крылов валашкасем, павильон тума, кĕпер юсама пулăшрĕç. В.Викторов, М.Иванов, пĕр тăван Гурьевсем Горький урамĕнчи çырмара ÿкнĕ йывăçсене касса тирпейлерĕç. Ю.Алексеев йĕркелесе пынипе Элпуçĕнче шыв пăрăхĕсемпе кранĕсене юсарĕç.

Ураскассинчи В.Никифоров пек хастарсем ытларах пултăрччĕç. Владимир Николаевич хĕлле йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне йĕркелет, çемйипе тĕрлĕ конкурссене хутшăнать. Вăл ырă тĕслĕх кăтартнипе Ураскассинчи Лесная, Ильич ячĕллĕ, Киров урамĕнчи çулсене, вĕтĕ чул турттарса, сарса-майласа тухрĕç. Григорьевсем ял клубĕ йĕри-тавра тирпейлерĕç. Ураскассинчи пуçаруллă çынсем икĕ кун хушшинче ферма çумĕнчи шыв башнин скважинине çĕнĕ насус антарса лартрĕç, кабельне юсарĕç. Ял тăрăхĕн администрацийĕ çÿп-çап тăкакан икĕ пысăк вырăна тасаттарчĕ, Ураскассинчи Нил Сергеевич Тимофеев пулăшрĕ кунта. Тирпей-илем кÿрессипе чылай ĕçлерĕмĕр.

Халăха курăнман ĕçсем пирки асăнмăпăр та.

Пĕр çын çĕр çынна юраймасть, тенĕ ватăсем. Хăшĕсем урамри картисене те тÿрлетеймеççĕ, çурт умĕсенче пиçен, вĕлтрен тата ытти çум курăк ашкăрать. Хапхи кăна мар, ашшĕ-амăшĕ лартнă пÿрчĕ те тÿнет кĕçех. Теприсем çын куççулĕпе инкекĕ çинче ырă курасшăн, закона пăсса эрех сутаççĕ. Тĕрлĕ налуксене тÿлеме васкаманнисем те пур. Айăпне хăйсенче курмаççĕ, урăххисем çинче шыраççĕ.

Ырă кăмăллă, ĕçчен çынсем нумайрах пулни, вĕсем пулăшсах тăни, сăмахпа хавхалантарни чăрмавсене сирме, малашлăха шанма вăй-хал парать.

В.КОЗЛОВ, Элпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика