ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçсене пĕтĕмлетрĕç, çĕнĕ тĕллевсем палăртрĕç

01 февраля 2014 г.

Кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнче культурăпа кану центрĕнче район активĕпе пысăк канашлу иртрĕ. Унта Комсомольски районĕн 2013 çулти экономика тата социаллă аталанăвне пĕтĕмлетрĕç, 2014 çул валли тĕллевсем лартрĕç. Канашлăва район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕн çумĕ Х.С.Идиатуллин ертсе пычĕ.

Пуху ĕçне Патшалăх Канашĕн ертÿçи Ю.А.Попов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем П.С.Красновпа К.С.Мифтахутдинов, районти предприятисемпе организацисен пуçлăхĕсем, ĕç ветеранĕсем хутшăнчĕç.

Чи малтанах Комсомольски район депутачĕсен Пухăвĕн ертÿçин çумĕ Х.С.Идиатуллин сăмах илчĕ. Вăл депутатсен Пухăвĕн иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетсе тата малашлăх плансене палăртса отчет туса пачĕ.

Иккĕмĕш ыйтупа район администрацийĕн пуçлăхĕ М.Р. Афанасьев сăмах илчĕ. Вăл Комсомольски районĕнче 2013 çулта пурнăçланă ĕç-хĕл пирки тĕплĕн каласа пачĕ, малашлăх тĕллевсене палăртрĕ. Михаил Романовичăн отчетне сÿтсе явма ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем П.С.Красновпа К.С.Мифтахутдинов хутшăнчĕç. Района пулăшма яланах хатĕррине, халиччен тăван ен аталанăвĕшĕн пĕрле мĕнле вăй хунă, малашне те çаплах пуласса палăртрĕç, сĕнÿсем пачĕç. Çавăнпа пĕрлех Петр Степанович районăн хăй илекен тупăш пайне ÿстермеллине, çураласлăх кăтартăвĕсене лайăхлатмаллине те асăнчĕ.

РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» пайĕн полици начальникĕн ĕçĕсене тăваканĕ С.А.Кокорев районта иртнĕ çулхи преступноç шайĕпе паллаштарчĕ, обществăлла йĕркелĕхе çирĕплетес тĕлĕшпе полицейскисем мĕнле утăмсем туни çинче чарăнса тăчĕ. Пухăва хутшăнакансен ыйтăвĕсем çине те çийĕнчех хуравсем пачĕ С.Кокорев.

Лару ĕçне Ю.А.Попов пĕтĕмлетрĕ. Паянхи кун Комсомольски районĕ республика шайĕнче аван ĕçлесе пынине, курăмлă кăтартусем кунта пурăнакансен пысăк тăрăшулăхĕнчен килнине каларĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Патшалăх Канашĕн ертÿçи ĕçре хисепе тивĕçнисене наградăсем, пултаруллă çамрăксене Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине пани çинчен калакан свидетельствăсем пачĕç. Иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачисене çуратнă çемьесем вара çав кун Амăш капиталĕн сертификачĕллĕ пулчĕç.

Лару хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕ М.Р.Афанасьев тата Шупашкартан килнĕ хăнасем Тукай Мишерне çитрĕç, унта Ибрагимовсен фермер хуçалăхĕнче сурăх фермине уçнă çĕре хутшăнчĕç. Ун пирки тĕплĕнрех — çитес номерте.

Л.ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика