Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Звено ĕçре

28 января 2014 г.

Звено ĕçре

Ял çынни хĕлле те ахаль лармасть. Çĕр ĕçченĕ хĕл кунĕсенче те пулас тухăç пирки шухăшлать, уншăн канăçа çухатать.

Çакна “Красная Чувашия” ял хуçалăх кооперативĕн тĕслĕхĕпе те çирĕплетме пулать. Кунти йĕтемре пикенсех çитес çуркунне акса хăвармалли тĕш тырă культурисен вăрлăхĕсене тасатса хатĕрлеççĕ. Çак ĕçе 20 çул ĕнтĕ складсен заведующийĕнче тăрăшакан Антонина Дмитриевна Николаева йĕркелесе пырать. Унпа пĕрле Юлия Геннадьевна Майраслова, Ирина Петровна Спиридонова, Елена Ивановна Андреева, Альбина Михайловна Моисеева, Петр Иванович Алексеев ĕçлеççĕ. Машиновечĕ – Василий Егорович Иванов. Вăл чылайранпа ĕнтĕ ку ĕçре. Вăрлăхсене Петкус-Гигант сортировкăпа сортлаççĕ. “Кашни культура хăйне уйрăм складра упранать. Склачĕсем таса. Вĕсем патне пырса çÿреме çулсем уçнă,“ – каласа парать “Россельхозцентрăн” Тăвайри филиалĕн тĕп специалист-агрономĕ Вячеслав Николаевич Сорокин. Вăл унта Ольга Леонтьева тата Татьяна Кайсарова лаборанткăсемпе пĕрле пулнă, енĕшнăрвашсен тăрăшулăхне ырлать. Вĕсем çурхи тулăпа урпа, викăпа сĕлĕ вăрлăхĕсен пахалăхне тĕрĕслеме лабораторие пробăсем илсе килнĕ.

Çурхи тулăпа урпа вăрлăхĕсене сортласа пĕтернине каларĕ складсен заведующийĕ Антонина Дмитриевна. “Халĕ викăпа сĕлле пĕр-пĕринчен уйăратпăр”, – терĕ. Каярахпа сĕлĕпе пăрçана та уйăрса хатĕрлесшĕн. Паллах, çум курăк вăррисемпе ванчăксенчен те тасатĕç. Ака кондицине тивĕçтерекен паха вăрлăхсем типтерлесе хатĕрлеме ăнтăлаççĕ-çке вĕсем. Юлия Майраслова манăн тăванах пулать-ха. Ăна, Ирина Спиридонована тата ыттисене те мухтаса калаçать складсен заведующийĕ. “Ÿркенсе тăман, харсăр çынсемпе ĕç ÿсĕнет, кал-кал пулать”, – тет вăл. Çапла ырă тĕллевпе хĕмленсе ĕçе ăнтарса пыма тăрăшать звено.

И.ГЛАДКОВ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика