Чукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăмăршăсем – балра

28 января 2014 г.

Шăмăршăсем – балра

Январĕн 20-мĕшĕнче Шупашкарти ачасемпе яшсен пултарулăх керменĕнче бал ташшисен конкурсĕ иртнĕ. Унта республикăри кадет класĕсенче вĕренекен 20 команда хутшăннă. Асăннă конкурсра пирĕн район чысне Шăмăршăри вăтам шкулти 6-А кадет класĕ чыслăн хÿтĕленĕ.

Вĕсем виçĕ номинацире призерсем пулса Дипломсене тивĕçнĕ. Ташă мăшăрĕсен хушшинче Булат Ефремовпа Влада Родионова виççĕмĕш вырăн йышăнма пултарнă. Ушкăнпа ташласа та пирĕн кадетсем пултаруллă пулни палăрнă. Вĕсен ирĕклĕ майпа хатĕрленĕ композицине те (формейшен), палăртнă стандарта пăхăнса йĕркеленĕ ташшине те жюри членĕсем тивĕçлипе хакланă – виççĕмĕш степеньлĕ Дипломсем парса чысланă.

Калас пулать: çамрăк кадетсен çитĕнĕвĕсем çулсерен хутшăнсах пыраççĕ. Пĕлтĕр вĕсем Çĕнĕ Шупашкарта иртнĕ «Строевая поверка» тупăшуран çĕнтерÿçĕсем пулса таврăннăччĕ.

Пур çĕрте те хастар, маттур кĕçĕн кадетсем. Вĕренÿре те лайăх ĕлкĕрсе пыраççĕ, спорт вăййисенче те палăрсах тăраççĕ, тĕрлĕ конкурссенче активлă хутшăнаççĕ. Çак çитĕнÿсенче класс ертÿçин Е.В.Убасеван та, хореограф тивĕçне пурнăçласа пыракан В.П.Кузьминан та, ОБЖ предметне вĕрентекен А.С.Еремеев организатор-преподавателĕн тÿпи те пурах. Шкулти воспитани ĕçне тивĕçлĕ шайра йĕркелесе тăракан В.В.Хорькова вара чăннипех те пысăк опытлă талантлă ертÿçĕ.

Татах та çĕнĕ çитĕнÿсем сунатпăр сире, пултаруллă кадетсем!

Г.ИВАНОВА.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика