Алдиаровский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыр кăмăллăх ан иксĕлтĕр

28 января 2014 г.

Ыр кăмăллăх ан иксĕлтĕрЧăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура çамрăксене патриотла воспитани парас тĕлĕшпе волонтерсен юхăмне анлăрах сарасси çинчен каланă.

Паянхи кун асăннă юхăм ĕçне 42 пин ытла çамрăк хутшăнать. Çакă республикăра пурăнакан пĕтĕм çамрăксен йышĕн 15 процентне яхăн. Волонтерсем Элпуçĕнчи вăтам шкулта та пĕчĕкех мар. Вăтам ушкăнра – 6, 7 классенче, аслинче вара – 9, 10 классенче вĕренекенсем. Хăйсен пуçарăвĕпе ыр кăмăллăх акцийĕсем йĕркелесе тавралăха тирпей-илем кĕртеççĕ вĕсем, ялсенчи ватăсене пулăшса ырă тăваççĕ. Çак кунсенче акă Элпуçĕнче пурăнакан ачасен пĕр ушкăнĕ вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăк таврашĕнчи юра хырса тасатрĕç. Ĕçе вĕçленĕ хыççăн та килĕсене васкамарĕç-ха пĕчĕк хастарсем. Ушкăнĕпех Нина Егоровна Иванова учитель-пенсионер килне çул тытрĕç. Кунта та вĕсем валли ĕç тупăнчĕ. Ара, юлашки вăхăтра юрĕ самаях çурĕ-çке. Кил-çурт таврашне, çулсемпе сукмаксене хупласах лартрĕ. Ватă çынсене юр хырса тасатма пĕрре те çăмăл мар. Волонтерсен аллисенче вара кĕреçесем вылянса кăна тăчĕç. Настя Борисова, Лена Кириллова, Маша Гаврилова, Настя Моисеева, Дима Ашмаев, Настя Иванова пек маттур ачасем ытларах пулсан пурнăç та илемлĕрех пулĕччĕ. Вĕсен ырă кăмăлĕ, ĕçченлĕхĕ ан иксĕлтĕрччĕ, хушăнсах пытăрччĕ.

П.НИКИФОРОВ. Элпуç шкулĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: волонтерсен пĕр ушкăнĕ Н.Е.Иванова патĕнче.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика