Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен уявĕ

26 декабря 2012 г.

Чăваш Республикинче ирĕклĕ майпа кĕрешессине аталантарас, çамрăксене спорт ăмăртăвĕсене хутшăнтарас ĕç пырать. Çак тĕллевпе декабрĕн 22-мĕшĕнче "Хастар" спорт комплексра район администрацийĕн пуçлăхĕн А.В.Башкировăн парнисене çĕнсе илессишĕн республикăри турнир иртнĕ.

Турнира республикăри районсенчен тата хуласенчен пилĕк команда хутшăннă. Çамрăк кĕрешекенсем хăйсен ÿсĕм ушкăнĕсенче тата виçе категорийĕсенче тупăшнă.

2000-2003 çулсенче çуралнă яшсем (35 килограмм таран таяканнисем) хушшинче пирĕн район каччи Никита Ульянов иккĕмĕш вырăн çĕнсе илме пултарнă.

2000-2002 çулсенчи яшсем (38 килограмм таран таяканнисем) хушшинче пирĕн район çамрăкĕсем – чи маттуррисем: Николай Елизаркин çĕнтерÿçĕ ятне илме пултарнă, Иван Семенов – иккĕмĕш, Дмитрий Елизаркинпа Денис Кодяков – виççĕмĕшсем.

1998-1999 çулсенче çуралнă яшсем (46 килограмм таран таяканнисем) хушшинче Григорий Карпов палăрнă, вăл пĕрремĕш вырăн çĕнсе илме пултарнă, иккĕмĕш вырăна та вĕçертмен хĕрлĕчутайсем – ăна Иван Петров тивĕçнĕ.

1996-1999 çулсенчи çамрăксем (50 килограмм таран таяканнисем) хушшинче пирĕн район каччи Константин Пашкуртов иккĕмĕш вырăна тухма пултарнă. Стас Федотов – виççĕмĕш.

1996-1997çулсенче çуралнă каччăсем (54 килограмм таран таяканнисем) хушшинче те палăрнă хĕрлĕчутайсем: Денис Триковский – пĕрремĕш, Дмитрий Почейкин – иккĕмĕш.

1998-1999 çулсенче çуралнă пикесем (58 килограмм таран таяканнисем) хушшинче Зоя Трофимова малти вырăна тухма пултарнă, Наталья Самышкина – иккĕмĕш.

1999-2000 çулсенче çуралнă хĕрсем (50 килограмм таран таяканнисем) хушшинче Хĕрлĕ Чутай пики Екатерина Елизаркина çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ.

Малти вырăнсене йышăннисене грамотăсемпе чысланă, медальсемпе наградăланă. Турнирта палăрнă çамрăксене кубоксем парса чысланă. Уйрăм çитĕнÿ тунăшăн, чăтăмлăх çитернĕшĕн Хĕрлĕ Чутай каччине Максим Мерескина ятарлă кубокпа тата грамотăпа наградăланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика