Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăтартуллă вĕренекенсене – стипенди

26 декабря 2012 г.

Вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пыракан, районти тата республикăри олимпиадăсемпе конкурссене активлă хутшăнакан шкул ачисене çулсерен район администрацийĕн пуçлăхĕн Александр Башкировăн тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн Николай Маловăн стипендийĕсене парса чысласси районта ырă йăлана кĕчĕ.

Декабрĕн 21-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта районти 30 вĕренекене асăннă стипендисене тивĕçнине ĕнентерекен сертификатсем пачĕç. Вĕсенчен 10-шĕ – Атнар шкулĕнчи Наталья Никифоровапа Светлана Долгова, Мăн Этмен шкулĕнчи Татьяна Логиновапа Анастасия Ильина, Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи Андрей Хораськин, Екатерина Мурайкина тата Анастасия Элеменкина, Çĕн Атикасси шкулĕнчи Эльвира Андреевапа Андрей Петрейкин, Питĕркасси шкулĕнчи Ольга Вазина – 2012 çулхи сентябрьтен пуçласа 2013 çулхи майччен уйăхсерен ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Малов уйăракан 500 тенкĕлĕх стипендие илсе тăрĕ.

Çак чыса тивĕçнисенчен пĕри – Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта 11-мĕш класра ăс пухакан Андрей Хораськин. Каччă шкулта аван вĕренет, район шайĕнчи олимпиадăсене хутшăнса кăçал экономика, экологи, математика, биологи, обществоведени предмечĕсемпе малти вырăнсене тухнă. Андрей шкулта иртекен тĕрлĕ мероприятисене те активлă хутшăнать. Çамрăкăн чун киленĕçĕ – компьютерпа тĕрлĕ программăсем хатĕрлесси тата шывра ишесси. Шкултан вĕренсе тухсан Андрей инженер пулма ĕмĕтленет.

Депутат стипендине илсе тăни Андрей Хораськина малашне тата тăрăшарах вĕренме, пысăкрах çитĕнÿсем тума хавхалантарать.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн Александр Башкировăн 100 тенкĕпе танлашакан стипендине вара уйăхсерен Атнар шкулĕнчи Нина Куропаткинапа Алексей Долгов, Мăн Этмен шкулĕнчи Валентина Михеева, Геннадий Мерзлайкин тата Наталья Васильева, Çĕн Атикасси шкулĕнчи Анастасия Смирнова, Николай Зотов тата Евгений Алексеев, Питĕркасси шкулĕнчи Надежда Вазина, Кристина Фадеева тата Николай Мидушкин, Мишеркасси шкулĕнчи Анастасия Журавлева, Штанаш шкулĕнчи Ирина Сатлайкина, Хусанушкăнь шкулĕнчи Анастасия Орлова, Тури Çĕрпÿкассинчи Яна Владимирова, Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи Елена Музякова, Ксения Гусельщикова, Кирилл Ярайкин, Николай Аливанкин тата Константин Савельев илсе тăрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика