Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Çурçĕр" тата "Кăнтăр" командăсен тĕл пулăвĕ

14 ноября 2012 г.

Октябрĕн 10-мĕшĕнче икĕ команда хушшинче 10 вăйăран тăракан мини-футбол ăмăртăвĕ пуçланчĕ.

Каçпала кашни эрнерех, юн кун, "Хастар" спорт комплексĕнче футбол вăййисем иртеççĕ. Ăмăртăвăн çур тапхăрĕ иртрĕ те ĕнтĕ, хальлĕхе никам та мала тухмарĕ: "Кăнтăр" команда икĕ вăйăра 9:4 тата 4:2 шутпа çĕнтерчĕ, "Çурçĕр" команда та вĕсенчен юлмарĕ – 7:5 тата 13:4 шутпа мала тухрĕ. Пĕр тупăшăвĕ вара вĕсен 10:10 шутпа вĕçленчĕ.

"Çурçĕр" командăра Владимир Мурайкин, Сергей Храмов, Николай Огаринов, Лев тата Илья Абаськинсем, Леонид Еремеев, Алексей Еремеев, Сергей Ульянов, Эдуард Теклев, Сергей Ельцов выляççĕ. "Кăнтăр" команда чысне Юрий Михайлов, Олег Иванов, Сергей Кортунов, Михаил Антонов, Михаил Падюков, Александр Архипов, Юрий Аливанкин, Юрий Матвеев, Владимир Михуткин тата Иван Прокопьев хÿтĕлеççĕ.

Ăмăртура палăрнисем – Михаил Антоновпа Сергей Ульянов: вĕсем тупăшакан командăсен хапхине 12-шер мечĕк кĕртме пултарчĕç.

Çитес вăхăтра командăсем пысăках мар спартакиада йĕркелесшĕн, хальлĕхе "Хастар" спорт комплексĕнче хатĕрленÿ тапхăрĕ пырать. Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем тĕрлĕ ăмăртусенче тупăшĕç: сĕтел çи теннисле, волейболла, баскетболла, шашкăлла, шахмăтла вылĕç, алă вăйне виçĕç, кире пуканне йăтĕç, йĕлтĕрпе ярăнĕç, çуркуннехи кроса хутшăнĕç. Спартакиада футбол вăййисемпе вĕçленĕ. Вăйлăраххи çĕнтертĕр, сывлăхĕ пурин те пултăр!

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика