Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Стипенди илме тивĕçрĕç

18 января 2014 г.

Стипенди илме тивĕçрĕç

Паянхи сăн ÿкерчĕкре эсир Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине кăçал илсе тăма тивĕçнĕ Юлия Петровăна, Ирина Григорьевăна тата Анастасия Ефановăна (сулахайран сылтăмалла) куратăр. Пултаруллă пикесем Муркашри вăтам шкулти 9 «а» класра вĕренеççĕ.

Юля район шайĕнчи олимпиадăра чылай предметпа призерсен шутне, квилинг енĕпе тата сăн ÿкерчĕксем тăвассипе республикăпа Раççей шайĕнчи конкурссенче те малтисен йышне кĕме пултарнă. Кунсăр  пуçне вăл Муркашри ача-пăча искусствин шкулĕнчи фортепиано тата хореографи уйрăмĕсене вĕренсе пĕтернĕ.

Иринăн палăрăмлă çитĕнĕвĕсем спортра. Ăна кашни кунах ачасепе çамрăксен спорт шкулĕ - «Сывлăх» ФСК-ра курма пулать. Ишессипе вăл районта кăна мар, республикăра та палăрса тăрать - чылай ăмăртăвăн çĕнтерÿçипе призерĕ аслисен 1 разрядне пурнăçлама та ĕлкĕрнĕ. Волейболла тата баскетболла аван вылять, çавăнпах ĕнтĕ районăн прлештернĕ командине кĕме тивĕçнĕ.

Настя та шкул ачисен олимпиадин район тата республика тапхăрĕсен призерĕ пĕрре мар пулнă, «EXCELSIOR» наукăпа практика конференцийĕн республикăри призерĕ пулма тивĕçнĕ. Вăл искусство шкулĕн хореографи тата художество уйрăмĕсене вĕренсе пĕтернĕ. Унăн çитĕнĕвĕсем хушшинче  Раççей шайĕнчи художество пултарулăх конкурсĕсен çĕнтерÿçипе призерĕ пулни те пур. Кăçалхи çула та Настя пысăк çитĕнÿрен пуçларĕ: иртнĕ кунсенче вăл МХК предмечĕпе иртнĕ олимпиадăн республика тапхăрĕнче çĕнтерчĕ.

 Класс ертÿçи Е. Ефанова хастар хĕр ачасен кашни çитĕнĕвнех асра тытать, вĕсем шкулти тата районти обществăлла ĕçсене активлă хутшăннишĕн те савăнать.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика