Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » «Эпĕ пурнăçăмпа телейлĕ»

15 января 2014 г.

«Эпĕ пурнăçăмпа телейлĕ»

Паянхи сăн ÿкерчĕкре хаçат вулакансем район администрацийĕн ĕçченĕсем район центрĕнче пурăнакан, кăрлач уйăхĕн пуçламăшĕнче 90 çул тултарнă ĕç ветеранне Н. Андреевăна саламланине куратăр. Нина Семеновнăна чыслама райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - экономикăпа АПК аталанăвĕн тата муниципаллă пурлăх управленийĕн ертÿçи В. Ананьев, Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С. Ермолаев, районти социаллă хÿтлĕх пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ                     С. Скворцова çитрĕç. Тав сăмахĕпе ăшă сăмахсем тата чĕрĕ чечексен çыххи тĕл пулăвăн чи илемлĕ пайĕ пулчĕç.

Пирĕн пĕлĕшĕмĕр - 36 пине яхăн çынлă районăмăрăн пĕр пайĕ. Пĕр пай пулсан та, çирĕп пай. Çакна ăнлантарни - малаллахи сăмахăмăн никĕсĕнче. Кунта сывă пурнăç йĕрки те, вăрăм пурнăç тилхепи те, тарăн тымарлă таса юрату та.

Сăн ÿкерчĕкри ветерана пĕрре пăхсах 90 çул параймăн та. Çул хисепĕ çавăн чухлине пĕлсен манăн чĕлхе çине ветеран çамрăклăха епле ку таранччен упрама пултарни пирки ыйту килчĕ.

- Ĕçлемелле, умри ĕçе чуна парса пурнăçламалла, юратса тунă ĕç тата ответлăха туйса пурнăçпа тан пыма тăрăшни ĕмĕре тăсать, çамрăклăха упрать. Ĕçленипе пĕрлех эрех-сăраран аякра тăни те - манăн пурнăçăмра яшлăха тăснин  тĕп вăрттăнлăхĕ, - самаях кушăрханă пит çăмартисене кулă кăларса калаçать Нина Семеновна.

1924 çулта 7 ачаллă хресчен çемйинче çуралнă Нина çĕнĕ пурнăç урапинчен ÿксе юлман. Шкула çÿресе вулама-çырма вĕреннипе пĕрлех вăл çĕнĕ пурнăç юхăмне кĕрсе кайнă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçлансан тин кăна вăтам шкул пĕтернĕ хĕре Муркаш район ĕçтăвкомĕн секретарĕнче ĕçлеме шанаççĕ.

- Пĕрре халăхпа ĕçлеме шанни пурнăçăмра хăйне евĕр йĕр хăварчĕ. Çак çултан пăрăнаймарăм вара. Вăхăт иртнĕ май КПСС райкомĕнче, каярахпа районти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлерĕм. Мăшăрăм та - Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин участникĕ Иван Спиридонович Андреев - хăйĕн ĕç ĕмĕрне халăхшăнах ирттерчĕ, - сăмахне хăйĕн çинчен пăрса калаçрĕ чечек çыххипе диван çине вырнаçнă ĕç ветеранĕ.

Йывăрлăх ĕçпе парăнать, ĕçрех çамрăклăх упранать.           Н. Андреевăпа ирттернĕ тĕл пулура çак чăнлăха тепĕр хут ăнланса илтĕм. Пурнăç тулли пултăр тесен çичĕ хут тар юхтарса иртен пуçласа каçчен ĕçлемелле çав. Çавăн чух çеç ырă ята çĕнсе илĕн.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика