Чукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Коммуналлă пулăшу хакланать-и?

23 января 2014 г.

Пурăнмалли çурта пăхса тăрассипе, коммуналлă пулăшупа çыхăннă хаксем тĕлĕшĕпе çирĕплетнĕ йышăнусем улшăнсах тăраççĕ. 2014 çулта коммуналлă пулăшу тарифĕсене мĕнле йĕркепе ÿстернине те пурте пĕлме тивĕçлĕ.

Федерацин Тарифсен служби кашни регионта çурта газпа хутса ăшăтассипе, хваттере сивĕ тата вĕри шывпа тивĕçтерессипе, çуртран шĕвĕ каяш юхтарса кăларассипе палăртнă тарифсем кăçалхи пĕрремĕш çур çулта иртнĕ çулхи иккĕмĕш çур çулхи шайрах юлаççĕ.

Кăçалхи июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çурта газпа хутса ăшăтакан организацисем тивĕçтерекен ăшă энергийĕн (хăвачĕн) тарифĕсем республикăра чи нумай вăтамран – 5,2 процент, çурта сивĕ тата вĕри шывпа тивĕçтерессин, хваттерсенчен шĕвек каяш юхтарса кăларассин тăкакĕсем 4,7 процент ÿсеççĕ. Федерацин Тарифсен служби кăçалхи январь 1-мĕшĕнчен пуçласа регионсенче, çав шутра республикăра пурăнакансем, вĕсемпе танлаштарнă потребительсем валли электроэнерги тарифĕсен чи пысăк тата чи пĕчĕк шайне те палăртнă.

Тÿлевсене вăтамран мĕн чухлĕ индексацилемеллине федераци Правительстви палăртать. Республикăн ĕç тăвакан органĕ муниципалитет йĕркеленĕвĕсенче вĕсене Чăваш Енĕн вăтам ÿсĕмĕнчен 1,5 хутран ытла ÿстерме памасть. Район-хулан халăх суйлакан органĕ ятарлă йышăну кăларсан çеç палăртнинчен ытларах ÿстерме май пур. Ыйтăва Депутатсен пухăвĕпе килĕштермесен тÿлевсене 1,5 хута яхăн ÿстерессине субсидисене пайăррăн уйăрса, нормативсене улшăну кĕртсе индексацилемелле.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика