Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спортпа туслă

22 января 2014 г.

Декабрь уйăхĕнче ОБЖ предмечĕпе «Çăлавçăсем —2013» Пĕтĕм Раççейри вăйă-конкурс иртнĕ.

Унта районтан пурĕ 90 шкул ачи хутшăнса ăсталăхне кă-тартнă. Вун саккăрăн — Урмаел вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем. 8-мĕш класра пĕлÿ пухакан Айгель Алякова (сăн ÿкерчĕкре) çĕнтерÿçĕ пулнă. Ăна çак ятпа РФ МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн начальникĕ С.Ю. Антонов генерал-майор Дипломпа чысланă. Вăйă-конкурсра ăсталăхпа палăрнăшăн Урмаел вăтам шкулĕн тата 17 вĕренекенĕ тĕрлĕ наградăсене тивĕçнĕ. ОБЖ предмечĕпе вĕрентекен Нежеметдин Сахрова Тав хучĕпе тата свидетельствăпа чысланă.

Çавăн пекех Урмаелсем шкул ачисем хушшинче районта иртнĕ волейбол турнирĕнче те ăсталăхпа палăрнă. Акă, шкулсенче вĕренекенсенчен хĕр ачасем пĕрремĕш вырăна йышăннă. Ар çын ачасем вара — иккĕмĕш вырăнта. Урмаел вăтам шкулĕн директорĕ линейкăра спортра пысăк çитĕнÿсемпе палăрнăшăн вĕренекенсене тав тунă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика