Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çул парни – «Акконд» магазин

29 декабря 2012 г.

 

Иртнĕ ытларикун Октябрьски ялĕнче республикăри «Органика» суту-илÿ сетьне кĕрекен «Акконд» фирма магазинĕ уçăлчĕ. Палăртмалла, «Органика» шутне кĕрекен магазинсем Чăваш Енре, урăхла каласан, вырăнта туса кăларакан продукципе сутă тунăран халăха çывăх. Пирĕн район территорийĕнче Октябрьски райповĕ кунашкал пĕрремĕш магазина Сĕнтĕрвăрри хулинче кăçалхи çуркунне уçнăччĕ. Иккĕмĕш магазин Октябрьски ялне çитрĕ.

Çак ялти «Аниш» столовăй çурчĕн пĕчĕк пайне йышăнчĕ вăл. Халĕ ĕнтĕ çĕнĕ магазина уйрăм алăкран кĕмелле тунă, шал енчен те тĕпрен илемлетсе улăштарнă. Çитес çул пуçламăшĕнче тĕпрен юсаса çĕнетнĕ столовăй та хута каймалла. Халлĕхе тавар туянакансем «Акконд» магазина хапăл пулчĕç. Çĕнĕ çул умĕн халăхшăн çакă питех те вырăнлă парне пулчĕ. Ăна уçма яланхиллех вырăнти влаç представителĕсем те килсе çитрĕç. Уйрăммăн палăртсан, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Моисеев, Чăвашпотребсоюзăн правлени председателĕн çумĕ Н. Наумова, Октябрьски ял хутлăх пуçлăхĕ С. Назаров, çак ялти фермер хуçалăхĕн ертÿçи М. Тагеев Октябрьски райповĕ халăхшăн ырă ĕçсем тунине чылай тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕç. Пурте çак коллектив пек тăрăшсан район малашлăхĕ, аталанăвĕ пушшех те курăмлă пулмалла. Октябрьски райпо Канашĕн председателĕ Р. Почемов Чăваш Енри предприятисен продукцийĕпе сутă тăвакан магазинăн пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăкки çинче чарăнса тăчĕ. Вырăнта туса кăларакан апат-çимĕçе, кирек мĕн каласан та, пĕлсе туянатăн. Калăпăр, Етĕрнери аш-какай комбиначĕ кăларакан продукци валли хамăр кил хуçалăхĕнчи выльăх-чĕрлĕх какайĕ каять. Шупашкарти «Акконд» кондитер изделийĕсен пахалăхне çĕршыв тулашĕнче те ырăпа хаклаççĕ тата ытти те.

Çĕнĕ магазина тавар туянма пыракансем Етĕрнери аш-какай комбиначĕн, «Акконд» кондитер фабрикин, çавăн пекех хамăр районти «Марпосадский» çăкăр комбиначĕн пуян ассортиментлă изделийĕсене дегустаци вăхăтĕнче астивсе пăхса та пахаларĕç, витринăсем çинчи таварне те хаваспах туянчĕç. Çак кун вĕсем валли райпо сахал мар парне хатĕрленĕ. Тĕслĕхрен, 500 тенкĕлĕх (е ытларах та) тавар туянакансене приз-сюрпризсемпе хавхалантарчĕç. Чылай тавара ял çыннисем ятарлă акци шучĕпе йÿнĕрех хаксемпе туянма пултарчĕç.

Çак магазинта тавар туянни малашне те усламлă пулмалла. Çитес çулхи кăрлачăн 13-мĕшĕччен тавар туянакансем лотерея вылявне хутшăнма пултараççĕ. Асăннă тапхăрччен тавар туяннă касса чекĕсене упраса пыма кăна манас çук. Пĕтĕмпе 1000 тенкĕлĕх (е ытларах та) тавар туяннă пулсан, лотерейăна хутшăнса пысăк парнесем выляса илме май пур. Çавăнпа та çĕнĕ магазина çитме ан манăр, ан ÿркенĕр.

 

 

 

 

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика