Большечакинский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене парнесемпе савăнтарчĕç

11 января 2014 г.

Кашни çулах Чăвашпотребсоюз Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе саламласа «Ачасене - пылак çимĕçсем» ятпа акци ирттерет. Çак акцие районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕн коллективĕ те активлă хутшăнчĕ. Ашшĕ-амăшĕсен хÿттисĕр тăрса юлнă ачасене Çĕнĕ çул парнисемпе савăнтарчĕç.

Вăрмар райповĕн, «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕн, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн, Аслă Чак ял тăрăхĕн ĕçченĕсем кунта вырнаçнă «Çемьене тата ачасене социаллă пулăшу паракан реабилитаци центрĕ» хысна учрежденине çитсе çамрăк ăрăва уявсемпе саламларĕç. Райпо правленийĕн председателĕ Е.Харитонова, райпо канашĕн профсоюз председателĕ Н.Семенова ачасене пылак çимĕçсем, тăхăнмалли япаласем, «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕн коллективĕ шкул валли кирлĕ хатĕрсем парнелерĕç. Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Ю.Соколов, Аслă Чак ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Иванов та ачасене пур кăмăлтан саламласа парнесем пачĕç.

«Ачасене - пылак çимĕçсем» акцие райпо ĕçченĕсем кашни çулах хаваспах хутшăнаççĕ. Кунта тăрăшса вăй хуракансем ачасем валли пылак çимĕçсем хатĕрлеççĕ. Вĕсене вара ăнăçсăр çемьесенчи, реабилитаци центрĕнчи ачасене Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе саламласа параççĕ.

Ачасемшĕн вара çак кун чăн-чăн уяв пулчĕ. Вĕсем симĕс чăрăш тавра килнĕ хăнасемпе пĕрле юрласа, ташласа савăнчĕç. Кашни ача Хĕл Мучипе Юр пикене сăвăсем каласа савăнтарчĕ, театрализацилесе хатĕрленĕ юмах тĕнчи вара пурне те хăй патне тыткăнларĕ.

Çакна палăртмалла: юлашки çулсенче йывăр лару-тăрура ÿсекен çемьери ачасене район администрацийĕ, предприятисемпе организацисем, уйрăм çын предпринимательсем уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. «Çынна ырă туни ырăпа таврăнать», - тесе ахальтен каламан ватăсем. Çак ырă пуçару малашне те ан иксĕлтĕр. Вăрмар райповĕ кашни çулах райпо системинче ĕçлекенсен ачисене те Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе саламласа парнесем парать. Пултаруллă ачасем республика шайĕнче иртекен Çĕнĕ çул уявĕсене те активлă хутшăнаççĕ, пур кăмăлтан савăнаççĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429410, Урмарский район, д.Большие Чаки, переулок Механизаторов, дом 5
Телефон: 8(83544) 43-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика