Большечакинский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватта сума сăвакан – хăй те сумлă пулакан

16 января 2014 г.

Ача пурнăçĕнче ватă çын - асанне-и вăл, асатте-и, кукамай-и, кукаçи-и, кÿршĕри кинемейпе мучи-и - çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Кашни ватă çыннах телейлĕ ватлăха тивĕçлĕ. Вĕсен ватлăхне канăç кÿрекеннисем - ачисемпе мăнукĕсем.

Пĕчĕк Енккассинче пурăнакан Галина Ивановна Яковлева çитмĕлтен иртнĕ, ватлăх çулне пуснăскер, хăйĕн икĕ мăнукне, Даниилпа Димăна, пĕтĕм чун ăшшине парса ÿстерме пулăшать. Вăл пĕччен мар, ун çумĕнче кĕçĕн ывăлĕпе, Сашăпа кинĕ Ирина. Аслă ăрупа кĕçĕн ăру хушшинчи çыхăну çирĕп, тĕреклĕ. 5-мĕш класра вĕренекен Даниил хăйĕн асламăшне чĕререн юратать. - Манăн асанне - ырă та уçă кăмăллă çын. Вăл пур та - нимле хăрушлăх та çук. Йывăр вăхăтра ăслă канаш пама пултаракан çын пурришĕн чунтан савăнать. Эпир ăна ÿссе çитсен те пăрахса хăвармастпăр, - тет вăл. Галина Ивановна çемье тĕрекне тытса пыма вĕрентет. - Ялан вăрçнипе пурăнма юрамасть, тепĕр чух вăрçнинчен вăрçманни усăллăрах пулассине те лайăх ăнланать Галина Ивановна. Çемьере икĕ ăру пĕр-пĕрне хисеплесе, ăнланса, пулăшса пурăннине мĕн çиттĕр!

Ача яланах ватă çын хÿттинче çитĕнет. Ватă çын - ачасене ăнланакан, хавхалантаракан, пулăшакан. Çамрăк ашшĕ-амăшĕ хăш-пĕр чухне ачисене ăнланса çитереймеççĕ е вĕсен ăна тума вăхăчĕ çук, е пурнăç опычĕ çитеймест. Çамрăка ырă ăс параканни яланах ватă çын пулнă. «Ватă çын ăсĕ - тăватă çын ăсĕ, ваттин вĕрентес пулать, çамрăккин итлес пулать», - тесе ăс панă. Çав вăхăтрах ватлăха хисеплеме вĕрентнĕ: «Ватăна хисепле, хăв та ватă пулăн», - тесе вĕрентнĕ ашшĕ-амăшĕ хăй ачисене мĕн пĕчĕкрен. Ачисем ашшĕ-амăшĕ ватă çынсене хисепленине, сума сунине, вĕсене итленине курса ÿснĕ. Хăйсем çемье çавăрсан та çав йĕркене тытса пынă.

Ачана тĕрĕс воспитани парас ĕçре яланах çемье пулнă, пулмалла та. Воспитани паракан нимĕнле институт та хăйĕн пахалăхĕпе тата вăрах вăхăта пыраслăхĕпе çемьепе танлашаймасть! Кунта ача чи малтан пурнăç опычĕ илет, пĕрремĕш сăнавсем тăвать тата тĕрлĕ лару-тăрура хăйне тыткалама вĕренет. Çамрăк чухне лайăххине уйăрма хăнăхни - мĕн ĕмĕрĕпех çыннăн пурнăçне пуянлатать, япăххине хăнăхни - ăна чăрмантарса, ура хурса такăнтарать. Ачан кăмăл-сипет уйрăмлăхĕсем вăл кампа хутшăннинчен, мĕнле юмахсем итлесе, мĕнле вăйăсем выляса, мĕнле кĕнекесем вуласа ÿснинчен килет. Мĕншĕн тесен çаксем пурте ачана çын евĕрлĕ йĕркеленсе çитĕнме пулăшаççĕ.

И.Я.Яковлев чăваш халăхĕ валли çырса хăварнă халалĕнче çемье пирки питĕ тĕрĕс каланă: Çемьене лайăх пăхса усрăр. Çемье вăл - патшалăх тĕрекĕ. Çак пурлăха сыхласа пурăнăр. Çемьен лăпкă пурнăçĕ пире пурнăç йывăрлăхĕнчен хÿтĕлесе тăрать. Килĕштерсе тĕреклĕ тăракан çемьешĕн пурнăç синкерĕсем хăрушă мар. Çемйĕре сыхă усрасан, ачăрсене чипер упраса, килĕштерсе лăпкă ĕçлесе пурăнсан çеç тĕрек пулать. Çапла вара, çирĕп, ырă кăмăллă çемьере çеç ача ырă ăс пухса çитĕнет.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Р.ТЕПЛОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429410, Урмарский район, д.Большие Чаки, переулок Механизаторов, дом 5
Телефон: 8(83544) 43-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика