Шихабыловский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулашу библиотекасенче илме пулать

15 января 2014 г.

Пулăшу библиотекăсенче те илме пулать

15 января 2014 г.

2010 çулхи июлĕн 27-мĕшĕнче йышăннă Раççейре «Патшалăх тата муниципаллă пулăшу парасси çинчен» 210 номерлĕ Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн граждансене нумай енлĕ пулăшу памалли центрсем тата çак енĕпех хăш-пĕр организацисенче пулăшу кÿрекен офиссем йĕркелеме тытăннă.

Чăваш Енре çакăн пек организацисен шутĕнче - модельлĕ библиотекăсем. 10 çул каяллах районта 21 модельлĕ библиотека уçнă май - вĕсенче вăхăт ыйтнă пек электрон техники вырнаçтарнă - ахальтен çакăн пек йышăну туман. Мĕн-ха вăл нумай функциллĕ центр? Тĕллевĕ мĕнре? Центр уйрăм çынна патшалăх органĕсемпе тÿрремĕн хутшăнма пулăшать. Енчен те хальччен çынсен патшалăх е муниципалитет организацийĕсенчен пĕр-пĕр документ илмелле чухне, черетре тăрса вăхăта ирттермелле пулнă пулсан халĕ вара çак ĕçе районти нумай функциллĕ центр е 5 библиотекăра уçнă пулăшу паракан офиссем урлă пурнăçлама пулать. Вĕсем пĕлтĕрхи июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Пысăк Енккасси, Кĕтеснер, Мăнçырма, Чулкас, Пинер библиотекисенче ĕçлеççĕ.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.Путин 2014 çул нумай функциллĕ центрсене анлă аталантармалли çулталăк пулмалла тесе пĕлтернĕ. Çавна май патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕ паракан офиссем Кавал, Кивĕ Вăрмар, Тикаш, Энĕшпуç библиотекисенче те уçма палăртнă. Ĕç графикĕ - ытлари кун, юн кун, эрне кун. Вĕсен ĕçне «пĕр чÿрече» никĕсĕ çинче йĕркеленĕ. Çапла вара 25 муниципаллă, республика, федераци шайĕнчи пулăшусемсĕр пуçне, çĕрпе пурлăх илесси, ачасене ача садне кайма учета тăратни тата ытти пулăшусемпе те усă курма пулать. Тĕплĕнрех пĕтĕм информацие Центр сайтĕнчен илме пултаратăр.

Паянхи кун тĕлне Раççейĕпе 848 нумай енлĕ пулăшу памалли центр, пысăк мар хула-ялсенче инçе вырнаçнă 911, организацисенче уçнă 488 офис ĕçлеççĕ. Çитес икĕ çулта нумай функциллĕ центрсене аталантарма федераци бюджетĕнче 6 млрд тенкĕ пăхса хăварнă.

- 2018 çул тĕлне Раççейре пурăнакансен 70 процентне нумай функциллĕ центрсен пулăшăвĕпе усă курма май туса памалла, - тенĕ РФ Президенчĕ В.Путин.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Т.ФЕДОРОВА

 

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика