Шихабыловский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вармар район аталанаве

01 января 2014 г.

01 января 2014 г.

Вăрмар районĕн аталанăвĕ

Акă 2013 çул та иртсе кайрĕ. Район историйĕ тата тепĕр çулпа пуянланчĕ. Хыçа юлнă çула пĕтĕмлетсе Çĕнĕ 2014 çулхи ĕçсене палăртмалли вăхăт çитрĕ. Мĕнпе палăрса юлчĕ-ха районшăн 2013 çул; Мĕн çĕнни кĕтет-ха пире 2014 çулта?

Çакă тата район аталанăвĕпе çыхăннă ытти ыйтусене эпир Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхне К.Никитина уçса пама ыйтрăмăр.

– Константин Владимирович, 2013 çулта районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ еплерех кăтартусемпе палăрчĕ?

– Район аталанăвĕ 2013 çулта пĕр вырăнта тăмарĕ. Федераци, республика шайĕнчи программăсем, наци проекчĕсем ăнăçлă пурнăçланса пычĕç. Районта пысăк тата вăтам предприятисем хăйсен вăйĕпе туса кăларнă продукцине тиесе янин калăпăшĕ 2012 çулхипе танлаштарсан 4,5 хут ÿсрĕ, электроэнерги, газ, шыв производствисемпе вĕсене валеçесси 2012 çулхипе танлаштарсан 125 процентпа танлашать.

Тĕрлĕ бюджетсенчен яллă вырăнта пурăнакан 6 граждан валли 2 миллион та 738 пин те 180 тенкĕ, 7 çамрăк çемьесемпе çамрăк специалистсем валли 5 миллион та 57 пин тенкĕ ытла укçа-тенкĕ уйăрнă.

– Вăрмар районĕ – ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ район пулнине кура унăн пĕтĕмĕшле аталанăвĕнче ял хуçалăхĕ уйрăмах пысăк вырăн йышăнать. Мĕнлерех йĕркеленсе пычĕ-ха 2013 çулта çĕр ĕçченĕсен ĕçĕ-хĕлĕ?

– Пĕтĕмĕшле 2013 çул ял хуçалăх ĕçченĕсемшĕн çăмăл пулмарĕ. 2012-2013 çулхи хĕллехи-çуркуннехи тапхăрта 1733 гектар çинчи кĕрхи культурăсем пĕтрĕç (акса хăварнин – 43,2 проценчĕ). Пĕтĕмĕшле çухату 32 миллион та 776 пин тенкĕпе танлашрĕ. Çавăн пекех çуллахи шăрăх çанталăка пула 178 гектар çинче тĕш тырă тата пăрçа йышши культурисем тухăç параймарĕç. Пур категориллĕ хуçалăхсенче 2013 çулта 15527 гектар çĕр çинчен 29,3 пин тонна тĕш тырă пухса илтĕмĕр, 2012 çулхипе танлаштарсан çакă 4 процент ытларах. «Яковлев В.Н» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче чи пысăк тухăç пухса илнĕ (58 гектар çинчен пĕр гектар пуçне 39,1 центнер), «Ямуков Г.Н.» хуçалăхĕнче1002 гектар çинчен гектартан – 33 центнер. «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче тупăш калăпăшĕ чи нумаййи пулнă – 6178 тонна, çакă районта пухса илнĕ тĕш тырă культурисен 1Ÿ5 пайĕ. «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикинче 3550 тонна тыр-пул пухса илнĕ. Çĕр улмие пур категориллĕ хуçалăхсенче 2720 гектар çинчен 43,6 пин тонна пуçтарса кĕнĕ. Районта «иккĕмĕш çăкăра» çитĕнтерессипе «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхне çитекенни çук, унăн пуçлăхĕн Г.Ямуковăн пуçарулăхне пула 300 гектар çинчен 8550 тонна çĕр улми пуçтарса илме пултарнă. 2013 çулта «Агроресурсы» АУО 24 гектар çинчен 403, 2 центнер хăмла пухнă. Пур категориллĕ хуçалăхсенче иртнĕ çулхи 11 уйăхра 2893 тонна аш-какай, 13814,6 тонна сĕт, 6820, 4 пин штук çăмарта туса илнĕ.

Тĕрлĕ шайри хуçалăхсем пурлăхпа техника базине çĕнетсе пыни те пысăк çитĕнÿсем тума май парать. 2013 çулта патшалăх пулăшăвĕпе усă курса ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем 23 миллион та 185 пин тенкĕлĕх 17 çĕнĕ техника туяннă.

Иртнĕ çулсенче районта 7519 гектар усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртнĕ, анчах та усă курман çĕрсем татах та пур – 2888,6 гектар, вĕсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе ĕçсем пуçланнă. Акă «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă общество 71 гектар усă курман çĕр çинче ĕçлеме тытăннă.

Пĕтĕмĕшле каласан ял хуçалăхĕ – экономика кăна мар, вăл пурнăçăн йăлана кĕнĕ йĕркине упраса хăварни пулать.

– Районта хăш хресчен (фермер) хуçалăхĕсем вăйлăрах аталанаççĕ?

– Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем районта – 53. Вĕсенчен чи вăйлă аталаннă хуçалăхсене çаксене палăртмалла: «Ямуков Г.Н», «Иванов В.А.», «Сапаркин А.Г.», «Иванова О.А.», «Яковлев В.Н.», «Сергеев В.М.» тата ыттисем те. Асăннă хресчен (фермер) хуçалăхĕсем усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе ăнăçлă ĕçлеççĕ. «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çăмăллăхлă майпа кредитсем илсе хуçалăхĕсене аталантараççĕ.

Çурхи ака-суха ĕçĕсене пахалăхлă тата вăхăтра ирттерсе ярассипе, акса хăварнă лаптăксене ÿстерессипе çак хуçалăхсем палăрчĕç:«Иванов В.А.» 2335 гектар çинче тĕш тырă культурисем акса хăварнă, 2012 çулхипе танлаштарсан çакă 2,3 хут ытларах. «Сапаркин А.Г.» 800 гектар çинче , «Петров А.В.» 260 гектар çинче тĕш тырă акнă, 2012 çулхипе танлаштарсан 2,1 хут ытларах. «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче 2012 çулхипе танлаштарсан 116,8 процент ытларах. Çапла майпа шăпах хресчен (фермер) хуçалăхĕсен аталанăвĕ районти ял хуçалăх аталанăвĕн тĕп шăнăрĕ.

– Хĕлле-и, çулла-и – çут çанталăкăн кирек-хăш вăхăтĕнче те районта, поселокра çурт-йĕр строительствин шавĕ чарăнмасть. Çĕнĕрен çĕнĕ строительство обьекчĕсем хута каяççĕ. Иртнĕ çул миçе строительство объекчĕ хута кайрĕ-ха?

– Çулран çул районти строительствăна хывнă инвестицисен калăпăшĕ ÿссе пырать. (2011 çулта - 597,1, 2012 çулта – 612,2, 2013 çулта – 622 миллион тенкĕ хывнă). 2013 çулта Пинерте 160 ача вĕренмелĕх пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула, ЧР Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн 2012 çулхи 124 номерлĕ «Чăваш Республикинче яллă вырăнсенче пурăнакансене медицинăпа санитарин пĕрремĕш пулăшăвне парассине лайăхлатмалли хушма мерисем çинчен» Хушăвĕпе килĕшÿллĕн Кивĕ Вăрмар ялĕнче модульлĕ фельдшерпа акушер пунктне хута янă. Çавăн пекех поселокри Крупская урамĕпе нумай хваттерлĕ çурт хăпартнă, «Çÿлти Кинчер – Вăтакас» автоçула туса пĕтернĕ, Чулкас ялĕ çывăхĕнчи Кĕçĕн Энĕш юханшыв урлă каçмалли кĕпере, поселокри К.Иванов, Заводская урамсенчи çуртсем умĕнчи территорисене юсанă. Пиллĕк е ытларах çул çитмен ачасем çитĕнтерекен нумай ачаллă çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтермелли мероприятисен шайĕнче Хуруй ялĕнче пурăнакан Ивановсен нумай ачаллă çемйи валли çурт туса панă. Вăрмар поселокĕнче 145 ача вырнаçмалăх ача сачĕ тумалли ĕçсем пуçланнă.

– Вак тата вăтам предприятисем районăн экономика аталăнăвĕнче тĕп вырăн йышăнаççĕ. Мĕнлерех хак парăттăр Эсир вĕсен иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсене?

– Районти юридици сăпатĕнче тăракан пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхре 122 предприяти, вĕсенче 2008 çын ĕçлет. Хăйсен вăйĕпе туса кăларнă продукцине тиесе янин калăпăшĕ 550 миллион тенкĕпе танлашнă (пĕлтĕр – 497 миллион тенкĕ). Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем хушшинче «Грачев С.Г.» хуçалăхĕ 758,4 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ, 80 пин тенкĕлĕх хăйĕн укçи-тенкине хушса сурăх ĕрчетмелли ферма хута янă. Кредит илнин процент пайне саплаштарас тĕлĕшпе район бюджетĕнчен иртнĕ çул предпринимательсене 153 пин тенкĕ парса пулăшнă.

Район территорийĕнче предпринимательлĕх сферинче тĕрлĕ инвестици проекчĕсем пурнăçланаççĕ. «ОВАС» Вăрмарти çĕвĕ фабрикинче çĕвĕ производствине анлăлатасси, «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă обществăри производствăна çĕнетсе модернизацилесси, «ДОКрос» обществăра йывăçран еврочÿречесем тумалли çурта реконструкцилесси, «Иванов Ю.И.» уйрăм çын предприниматель çĕвĕ производствине йĕркелесси. Çавăн пекех районта пысăк суту-илÿ центрĕсен строительстви пырать. «Мишин В.В.» уйрăм çын предприниматель суту-илÿ çуртне, «Петров П.Н.» – автомашинăсене техника тĕлĕшĕнчен пăхса тăракан, «Яковлев Н.С.» – автотранспорт хатĕрĕсене юсамалли, «Васильев И.Н.» – автомашинăсен кузов юсавне тумалли пункчĕсене, поселокра уйрăм çын предприниматель аптека хута ярассипе ĕçлеççĕ.

– Иртнĕ çул потребительсен рынок аталанăвĕнче мĕнле улшăнусем пулса иртрĕç? Çынсен вăтам ĕç укçи, демографи лару-тăрăвĕ еплерех; Ĕçсĕррисен йышĕ чакать-и?

– Вăрмар район территорийĕнче 194 суту-илÿ, 34 обществăлла апатлану объекчĕсем, йăла ыйтăвĕсемпе çыхăннă пулăшу кÿрессипе 16 пункт ĕçлеççĕ. Çавăн пекех районта 2 аптека (ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин «Фармация» предприятин филиалĕ – «Вăрмар поселокĕнчи 32 номерлĕ аптека» тата райпо аптеки), 5 аптека пункчĕ, Вăрмар райповĕн 1 ветеринари аптеки, 1 ветеринари пункчĕ ĕçлеççĕ. Район территорийĕнче 38 суту-илÿ вырăнĕ йышăнакан «Ял хуçалăх картишĕ» ял хуçалăх пасарĕ те пур.

2013 çулта районта потребитель рынокĕнче строительство ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн çĕнĕ объектсем хута кайрĕç. Обществăлла апатлану сферинче «Общепит» тулли мар яваплă обществăн «Светлица» кафе, потребительсен рынок сферинче «Иванова Т.П.» уйрăм çын предпринимателĕн «Татьяна», «Дмитриев Л.Ю.» уйрăм çын предпринимателĕн «Лидер» суту-илÿ çурчĕсем хута кайрĕç.

Районти пысăк тата вăтам предприятисенче, организацисенче ĕçлекенсен вăтам ĕç укçи 2013 çулхи январь-октябрь уйăхĕсенче14816,7 тенкĕпе танлашать, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 19,3 процент ÿснĕ. Чăваш Республикипе илсен вăтам ĕç укçи 20318,3 тенкĕ. Районти ЗАГС пайĕ пĕлтернĕ тăрăх 2013 çулхи 11 уйăхра 252 ача çуралнă (2012 çулхи çак тапхăрта – 232). Çавăн пекех 2013 çулхи 11 уйăхра 387 çын пурнăçран уйрăлса кайнă, 2012 çулхи 11 уйăхра – 369 çын. 2013 çулхи декабрь уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне ĕçсĕррисен йышĕ – 51 çын. Çулталăк пуçланнăранпа вара районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра 1168 çын ĕç шыраса пынă.

– Çĕнĕ 2014 çулта мĕнле çĕнĕ улшăнусем кĕтеççĕ-ха Вăрмар районне?

– Самана таппи улшăнса пынă май район аталанăвне мала ярассипе тĕллевлĕ ĕçсем пурнăçлама палăртатпăр. Вăрмар поселокĕнче 145 ача вырнаçмалăх ача сачĕ, 30 хваттерлĕ çĕнĕ çурт хута ямалла, поселокри тĕп стадиона реконструкци тумалла, Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул патне пыракан 1100 метр тăршшĕ 30 миллион тенкĕлĕх асфальтлă çул сармалла. «Иванов В.А.» ХФХ панкрута тухнă «Арабоси» хуçалăха харпăрлăха илнĕ, ăна ура çине тăратса аталантарас тĕллевпе 200 пуç сăвакан ĕне кÿрсе килмелле. Çиçтĕпе ялĕнче «Павлова Е.А.» хресчен(фермер) 100 пуç ĕне усрамалăх сĕт-çу фермине тумалла. Кĕтеснерти «Игнатьев Ю.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи ĕне фермине тĕпрен юсаса тата тепĕр 50 пуç сăвакан ĕне туянма палăртнă. Шăхалĕнчи «Константинов Н.А.», Пинерти «Васильев С.» уйрăм çын предпринимательсем 50 пуç ĕне усрамалăх, Энĕшпуçĕнчи «Сарапаева Т.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче ĕне ферми тумалла.

Районта нумай функциллĕ центрăн, вак тата вăтам бизнес ĕçне аталантармалла, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелемелле, «Вăрмар–Тикаш» автоçула тĕпрен юсамалла. Çамрăк çемьесене çурт-йĕр туса парассипе ĕçлемелле, ял хушшинчи çулсене юсамалла, усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртмелле тата ытти те.

Кашни çыннăн яланах ĕмĕт-тĕллевпе пурăнмалла, палăртнă ĕçе пурнăçа кĕртме чуна парса тăрăшмалла. Унсăрăн çитĕнÿ çулĕпе пыраймăн. Çавăнпа та пурне те Çĕнĕ çулта çĕнĕ тĕллевсем палăртма, вĕсене пурнăçлама тепĕр хутчен çирĕп сывлăх, вăй-хăват, ăнăçу, телейлĕ пурнăç сунатăп!

– Калаçушăн тавтапуç!

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.МИХАЙЛОВА калаcнa.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

 

 

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика