Сабанчинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр аннемĕр çĕр ĕçченне вăй парать

31 декабря 2013 г.

Çĕр аннемĕр çĕр ĕçченне вăй парать

2013 çулта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене туса илессипе сарăлнă ăмăртура "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕ чи малти пулнă. Кунта кашни гектартан вăтам шутпа 32,4 центнер тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи кăтартусем пирки те каласа кăтартмалăх пур. Çавна май ял хуçалăх предприятийĕн председательне Ю.В.Мясникова Çĕнĕ çулхи уяв тĕпелне чĕнтĕмĕр, унран хăш-пĕр ыйтусем çине хуравлама ыйтрăмăр.

- Иртнĕ çулхи шăрăх, типĕ çанталăк условийĕнче те сирĕн уй-хирсенче тухăçлă тыр-пул çитĕннин вăрттăнлăхĕ мĕнре тесе шутлатăр?

- Çут çанталăк инкекĕнчен пăрăнса юлма пулманни паллă. Çапах та 610 гектар йышăннă пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен уйрăм лаптăкĕсенче тыр-пул тухăçĕ палăртнинчен те ытларах пулчĕ. Вăрттăнлăхĕ - пирĕн телее тенĕ пек çак анасенче çумăр расна лỹшкентерсе çунинче. Шỹтлет ан тейĕр, чăннипе калатăп. Çанталăк ăсне пĕлме те çук çав. Тухăç епле пуласси, паллах, ака ĕçĕсен пахалăхĕнчен, мĕнле вăрлăхпа усă курнинчен те нумай килет. Калчасем шăтса тухнине тĕрĕслекен комисси членĕсем, районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисемпе агрономсем вара пирĕн хуçалăхри уй-хирсенче калчасем çуркуннерен епле вăй илсе çитĕннине хăйсен куçĕсемпе курнă.

Çĕнĕ вăрлăхсене ĕçе кĕртессине малти вырăна хуратпăр. Тырă анчах мар, выльăх апачлĕх культурăсен вăрлăхĕсене те чи лайăххисене туянма тăрăшатпăр. Мĕншĕн тесен кирек хăш çанталăк условийĕнче те вĕсенчен çителĕклĕ таран тухăç алла илме пулнине пĕлетпĕр. Иртнĕ çул элита репродукцири вăрлăхпа усă курса акса хăварнă вика тухăçлă ỹссе çитĕнни, çапла майпа унпа пахалăхлă сенаж тата утă хатĕрлеме ытлăн-çитлĕн усă курни те çакна çирĕплетсе парать. "Нур" тата "Тандэм" сортлă супер элита репродукцири урпа вăрлăхĕ 130 гектар çинче акса хăварма çитрĕ. Асăннă лаптăкран та, чăннипех, пысăк тухăç алла илме пултартăмăр.

- Ỹсен-тăран культурисем ỹссе çитĕнмелли, пучахсем тулмалли тапхăрта çĕр питне шăрăх çунтарчĕ пулсан, вырмана тухсан чарăнма пĕлмесĕр çумăр лỹшкентерчĕ. Йывăрлăхран, Юрий Вячеславович, епле тухрăр?

- Анасем çум курăксăр, тыр-пул пĕр вăхăтра пиçсе çитни пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен пысăк пайне малтан вырса пăрахмасăр, тỹррĕн çапса тĕшĕлеме май пачĕ _ ĕç çи хăвăртлăхĕ ỹсрĕ. Çапла майпа эпир çурла уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне, çумăр чарăнмасăр çума тытăниччен, уй-хирти пуянлăха пỹлмесене тăкаксăр пухса кĕртрĕмĕр. Хăйсене шанса панă ĕç вырăнĕсенче пысăк ăсталăхпа тăрăшакансен - çăкăр çитĕнтерекенсен ячĕсене те кашни хут аса илмессерен палăртса калас килет. Михаил Петров, Валерий Сергеев, Алексей Владимиров, Александр Волков комбайнерсем тивĕçлипе ырă ят çĕнсе илнĕ. Сергей Афанасьев, Олег Кириллов, Вячеслав Мясников, Александр Чернов водительсем, Сергей Кириллов, Сергей Баймушкин, Михаил Александров, Геннадий Алексеев механизаторсем те хĕрỹ вăхăтра уй-хиртен ниçта пăрăнман.

- Хальлĕхе уй-хир канать, шурă тумпа витĕннĕ вăл. Апла пулин те ỹсен-тăран отраслĕнчи тĕллевсем - черетлĕ çур акире пурнăçламалли ĕçсем паллă ĕнтĕ. Çаксем пирки уçăмлатса мĕн каланă пулăттăр?

- Ỹсен-тăран культурисен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ иртнĕ çулхи пекех, 1400 гектартан кая мар пулать. Пăрçана унчченхи 20 гектар вырăнне 60 гектар акатпăр. Белокпа пуян, уйрăмах çамрăк выльăхсемшĕн усăллă çак культурăна юлашки çулсенче районти ял хуçалăх предприятийĕсенче пăрçа зерновкин чирне - хурт-кăпшанкă ернине пула акма пăрахнăпа пĕрехчĕ.

Иртнĕ ырă вăхăтсенчи пекех пирĕн хуçалăхра пăрçана кашни çул çителĕклĕ таран лаптăкра - çамрăк выльăхсем валли тырăпа хутăштарса çăнăх тума тата вăрлăхлăх туса илнĕ. Малтанхи çул пăрçа çитĕннĕ анара кĕрхи культурăсем уйрăмах тухăçлă çитĕннине те хамăр курса ĕненетпĕр. Пăрçа лаптăкĕ кăçал иртнĕ çулхинчен 3 хут ытларах пуласса шута илсе, вăрлăх валли хурт-кăпшанкă ермен, пулса çитсен те хумăлĕ тăруках çĕр çумне выртман çĕнĕ сорт тупса туянасшăн.

Нумай çул ỹсекен курăксене çитĕнтерессине те агротехника йĕркипе килĕшỹллĕн пурнăçлатпăр. 3 çул усă курнă хыççăн унăн лаптăкĕсене пăсса сухалатпăр. Ăна кашни çул 200 гектартан кая мар çĕнĕрен акса хăварасси йăлана кĕнĕ. Хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕнче усă куракан пĕтĕмĕшле лаптăкăн 45 процентне нумай çул ỹсекен курăксем йышăнаççĕ. Фермăри выльăх-чĕрлĕхе сивĕ хĕл кунĕсенче тăрантарса усрама унран пахалăхлă утă нумай хатĕрлетпĕр. Выльăх апачлĕх ытти культурăсен лаптăкĕсем те çителĕклĕ таран, 60 гектар çинче кукуруза çитĕнтернĕ. Черетлĕ хĕл тапхăрĕ валли хатĕрленĕ утă, траншейăсене хывнă сенаж тата силос çитес çул валли те упранĕ.

- Палăртнă тĕллевсенчен пăрăнмастăр, ял хуçалăх предприятийĕ малалла аталанать. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн ĕç-хĕлне те пĕтĕмлетме вăхăт. Кăтартусемпе эсир кăмăллă-и?

- Отчетлă тапхăрта пĕтĕмпе 9300 центнер ( 2013 çулхипе танлаштарсан 5 процент ытларах) сĕт, 500 центнер (2 процент ытларах) ĕне ашĕ, 860 центнер (8 процент ытларах) сысна ашĕ туса илнĕ. Пĕр ĕнерен 5980 килограмм сĕт сунă. Пĕтĕмпе 1099 çура, кашни тĕп амаран 21 сывă çура алла илнĕ. Малашне те выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене туса илессипе тата пикенсе ĕçлемеллине ăнланатпăр. Мĕншĕн тесен тинех сĕте "шурă ылтăнпа" танлаштармалли вăхăт çитрĕ. Хальхи вăхăтра ĕçлесе хатĕрлекен предприятисене 1 килограмм сĕте вăтамран 20 тенкĕпе сутатпăр, пахалăхне кура вăл ытларах хака та тивĕçет. Çуллахи вăхăтра анчах "сысна усранин усси çук" тенине илтме пулатчĕ, халĕ никам та ун пек каламасть. Юлашки вăхăтра сысна ашĕн 1 килограмне, чĕрĕ виçепе шутласан та, 80 тенкĕпе сутатпăр. Тивĕçтермелли хак. Çакăнта каланисенчен пĕтĕмлетỹ тума та йывăр мар. Лару-тăру, рынокри хаксен политики хăй тĕллĕн йĕркеленсе пырать, çак пулăма эпир ниепле те витĕм кỹреес çук. Пирĕн тĕп тĕллев выльăх-чĕрлĕх хисепне ỹстересси тата вĕсенчен тивĕçлĕ шайри продукци туса илесси пулса тăмалла.

- Ял хуçалăх предприятийĕ патшалăхран кивçен укçа илмесĕрех иртнĕ çул темиçе единица çĕнĕ техника туяннă.

- Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчен куллен пырса кĕрекен укçа-тенкĕ пайĕ ỹссе пынипе усă курса харăсах 3 единица техника туянма пултартăмăр. Кăçал йĕтеме вырнаçтарма шутланă çĕнĕ йышши тырă аллакан агрегата та сĕт, аш-какай сутнинчен пулакан укçа-тенкĕпе туянма май пуласса шанатпăр.

Черетлĕ çур акине ирттерме кỹрсе килнĕ çунтармалли-сĕрмелли материалсене, удобрени туянма та патшалăхран пĕр тенкĕ кивçен укçа илмен.

- Юлашкинчен, Юрий Вячеславович, мĕн каланă пулăттăр?

- Тăрăм тата Кипеç ялĕсенче пурăнакансене - ял хуçалăх предприятийĕн малашлăхĕшĕн пысăк тỹпе хывакан уй-хир, фермăсен ĕçченĕсене уйрăммăн, ĕç ветеранĕсене Çĕнĕ çул тата çывхарса килекен Раштав уявĕсем ячĕпе саламлатăп. Çĕр аннемĕр ырлăхĕпе çĕр ĕçченĕн сĕтелĕ çинче яланах çăкăр пултăр...

- Калаçушăн тавтапуç!

- Хăвăра пысăк тав. Çĕнĕ çул ячĕпе сире. Ĕçре ăнăçусем сунатпăр.

Светлана АРХИПОВА калаçнă.

Сăн ỹкерчĕкре: "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕн уй-хирĕсенче çакăн пек тулли пучахсем çитĕннĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика