Шихабыловский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 2012 çулта асра юлнă пулăмсем

14 января 2013 г.

 

2012 çул пирĕн районшăн курăмлă, пуян ĕçсемпе асра юлчĕ. Хăшĕсем хăйсен пĕлтерĕшĕпе пире, район çыннисене, тулли кăмăлпа пурăнма вăй-хăват парнелерĕç. 2012 çулхи паллăрах пулăмсене тепĕр хут аса илер-ха.

- Вăрмарти Спорт çуртне уçнăранпа 30 çул çитнĕ;

- «Чувашавтотранс» патшалăх унитари предприятин Управленийĕн техника директорĕ И.Игнатенко Вăрмарти автотранспорт предприятийĕнче пулнă, лайăх ĕç кăтартăвĕсене кура предприятине çĕнĕ автобус парнеленĕ;

- Пирĕн районти Атайкассинче çуралса ÿснĕ Раççейĕн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, Чăваш Республикинчи Федераллă пушар службин пĕрремĕш отрячĕн сотрудникĕ С.Захарова Мускаври «Россия» патшалăх тĕп концерт залĕнче иртнĕ церемоние хутшăннă, «Щит тата кĕлчечек» премие тивĕçнĕ;

- Вăрмар район пуçлăхĕ пулма Михаил Анатольевич Пуклакова суйланă;

- Вăрмар станцийĕнчен рабочи поселокĕ туса хунăранпа 65, сентябрĕн 5-мĕшĕнче Вăрмар районне туса хунăранпа 85 çул çитнĕ;

- Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артисчĕ, Арапуç ялĕнче çуралса ÿснĕ Ефим Никитин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ;

- «Раççей Федерацийĕнче граждансене 2011-2015 çулсенче патриотизмла воспитани парасси» программăна пурнăçласа Мускаври регионсем хушшинчи «Çĕршыв ывăлĕсем» Чăваш Енрен тухнă офицерсен обществăлла организацийĕнче тăракан çар çыннисен пĕр ушкăнĕ Вăрмар районĕнче пулнă;

- Ĕçлĕ визитпа пирĕн районта ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И.Моторин пулнă. Вăл поселокри Некрасов урамĕнчи 27 хваттерлĕ çĕнĕ çурта, «Светлана» тулли мар яваплă обществăна, «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхне çитсе курнă;

- Вăрмар райповĕн «Органика» çĕнетнĕ лавкки, Энĕшпуç тата Чулкас ялĕсенче «АККОНД» фабрикăн продукцийĕсене сутакан уйрăмĕсем уçăлнă;

- «Жемчужина» ятпа çĕнĕ стоматологи уйрăмне уçнă;

- Пинер ялĕнче 160 ача вырнаçмалăх çĕнĕ шкул тума пуçланă;

- Пĕтĕм тĕнчери кооперативсен кунне халалласа республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче вăй хуракансемпе Вăрмар райповĕн никĕсĕ çинче районта республикăри семинар канашлу пулнă;

- Майăн 25-мĕшĕнче Вăрмарти вăтам шкулта Герман Егорович Егорова халалласа асăну хăмине официаллă лару-тăрура уçассипе мероприяти иртнĕ. Ăна хатĕрлес ĕçре Г.Егоровăн пархатарлă вĕренекенĕсем пуçарулăх кăтартнă;

- Вăрмар районĕнче ĕçлĕ çул-çÿревпе ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ – ЧР сывлăх сыхлавĕн тата социаллă политика аталанăвĕн министрĕ А.Самойлова пулнă, ялсенче медицина пулăшăвне еплерех хатĕрленнипе кăсăкланнă;

- Кавал ялĕнче пушар деповĕ уçăлнă, ăна официаллă лару-тăрура уçнă çĕре Раççей МЧСĕн Тĕп управленийĕн начальникĕ С.Антонов генерал-майор хутшăннă;

- Июнь уйăхĕнче официаллă визитпа районĕнта ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев пулнă. Энĕшпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула çитсе курнă, Пинерти 160 ача вырнаçмалăх тăвакан шкул никĕсĕн пĕрремĕш кирпĕчне хунă. Республика Пуçлăхĕ çавăн пекех «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă обществăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă;

- «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ Италире туса кăларнă пахча çимĕç шăварма кирлĕ çĕнĕ техника, çĕр улми пухакан «ГРИММЕ» комбайн туяннă.

- Районта çĕр улми туса илессипе тата ăна çитĕнтермелли техникăна ĕçре кăтартассипе республика шайĕнчи семинар иртнĕ. Семинарта «Гримме– Русь» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ Ю.Русанов, «М-Прод» тулли мар яваплă обществăн представителĕ С.Федорова, «Агро-Инновации» предприяти пуçлăхĕ Ю.Егоров тухса калаçнă;

- Июль уйăхĕнче Мăнçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ, велосипедпа чупас енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă А.Трофимова асăнса Раççей шайĕнчи 15-мĕш турнирĕ иртнĕ;

- Июлĕн 2-8-мĕш кунĕсенче Литвари Шауляй хулинче аслă çулхи спортсменсем хушшинче каратен WKC енĕпе Тĕнчен уçă чемпионачĕ пулнă. 18-20 çулхи хĕрсем хушшинче 55 килограмлă виçе категорийĕнче кумитэ енĕпе Людмила Григорьева 1-мĕш вырăн йышăнса Тĕнче чемпионĕн ятне тивĕçнĕ. Ката номинацире 12-13 çулхи хĕр ачасем хушшинче Ксения Павлова 2-мĕш вырăна тухнă, 18 çултан аслăрах 78 килограмлă тата ытларах виçери спортсменсем хушшинче Сергей Петров 3-мĕш пулнă;

- «Иванова О.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ «Vektor–410» комбайн туяннă;

- Хресчен (фермер) хуçалăхĕсене аталанма ятарлă грант уйăрма палăртнă. ЧР Ял хуçалăх министерстви çумĕнче йĕркеленĕ ятарлă комиссин пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшÿллĕн пирĕн районти Ю.Иванов (выльăх-чĕрлĕх усрама), О.Васильева (пыл хурчĕсем ĕрчетме) 1 миллион та 100 пин тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ;

- Кавал ялĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранне, Пăвакасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Михаил Лукич Лукина 90 çул тултарнă ятпа Чăваш Республикинчи федераллă тĕп инспектор Г.Федоров саламланă;

- Т.Петрова-Архипова Лондонри ХХХ Олимп вăййисене хутшăннă, марафон дистанцийĕнче бронза медале çĕнсе илнĕ;

- Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн çĕнĕ пуçлăхĕ пулма Вăрмар поселокĕнче çуралса ÿснĕ, çар службин запасри полковникне Сергей Вениаминович Егорова суйланă;

- Августăн 27-мĕшĕнче пирĕн ентеш, Пинер ялĕнче çуралса ÿснĕ паллă журналист, çыравçă – Аркадий Петрович Казанов – 80 çул тултарнă;

- ЧР Ял хуçалăх министрĕ С.Павлов ĕçлĕ визитпа Вăрмар районĕнче пулнă. Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕпе К.Никитинпа пĕрле районти «Иванов В.А.», «Ямуков Г.Н.», «Вăтам Энĕш», «АгроВладина» хуçалăхсене çитсе курса вырма ĕçĕсем мĕнлерех шайра пынипе паллашнă;

- Сентябрĕн 13-мĕшĕнче пултаруллă педагог, хăйĕн ĕçĕ-хĕлне çамрăк ăрăва вĕрентес ĕçе панă çын Николай Григорьевич Григорьев çуралнăранпа 85 çул çитнĕ;

- Райадминистрацинче Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин коллегийĕн анлă ларăвĕ иртнĕ. Ларăва ЧР ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин пуçлăхĕ С.Димитриев, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, коллеги членĕсем, районсенчи ĕçпе тивĕçтерекен центрĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă;

- Октябрĕн 20-мĕшĕнче «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн 10 000-мĕш номерĕ пичетленсе тухнă;

- Кивĕ Вĕренерти «Иванов Ю.Г.» хресчен(фермер) хуçалăхĕнче çĕнĕ ферма хута кайнă. Фермăна уçнă çĕре ЧР Ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Н.Виноградова, «Россельхозбанк» АУО Чăваш Енри филиалĕн директорĕ И.Письменская хутшăннă;

- Ноябрь уйăхĕнче Çветтуй Петрпа Павел Апостолсен Шăхальти çĕнĕ чиркĕвне çветит тунă. Çак тĕллевпе чиркÿре Шупашкар тата Чăваш Митрополичĕ Варнава, республикăри вуншар-вуншар тĕн çынни пулнă;

- Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Силеровсен çемйи «Çулталăк çемйи – 2012» конкурса хутшăнса çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ;

- «Россельхозбанк» АУО Вăрмарти хушма офисĕ 5 çул тултарнă;

- Районти тĕп больницăн поликлиникине вырăнти халăхăн сыватупа диагностика процесне лайăхлатма рентгенпа диагностика оборудованийĕ 7 миллион та 44 пин те 692 тенкĕлĕх илсе килнĕ;

- Раççей историйĕн çулталăкне халалласа Мускав хулинче тавра пĕлÿçĕсен Пĕтĕм Раççейри олимпиади иртнĕ. Шăхалĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти 7 класра вĕренекен Д.Лисицкий Раççей дипломанчĕ пулнă;

- Раççей Журналисчĕсен Союзĕн членĕ А.Хованскийăн «Олимп çулĕ такăр мар» ятпа çĕнĕ кĕнеке тухнă;

- Чулкасри тата Чупайĕнчи культурăпа кану çурчĕсем культура учрежденийĕсене модернизацилемелли программăпа килĕшÿллĕн пурлăхпа техника базине вăйлатма 500 пиншер тенкĕлĕх свидетельствăсене тивĕçнĕ;

- 2012 çулхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕ курăмлă çитĕнÿсем тунăшăн РФ МЧСĕн куçса çÿрекен Кубокĕпе 1 степеньлĕ дипломне тивĕçнĕ;

- Шупашкарти электромеханика колледжĕнче вĕренекен, Шăхаль ялĕнче çуралса ÿснĕ Людмила Григорьева Атăлçи тăрăхĕнче ирттернĕ «2012 çулхи студентка» конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннă;

- Вĕрентÿ ĕçне модернизацилемелли комплекслă мерăсем тăрăх Чулкаспа Кавал шкулĕсене пĕрер çĕнĕ «ПАЗ» автобуспа тивĕçтернĕ;

- Энтриялĕнче пурăнакан Мария Михайловнăпа Алексей Никонович Никоновсем «Юратупа шанчăклăхшăн» ордена, Çĕнĕ Кинчерти Галина Тимофеевнăпа Анатолий Васильевич Ананьевсем «Юратупа шанчăклăхшăн» медале тивĕçнĕ;

- Пинер ял тăрăхĕ «Уйрăм хуçалăха аталантарма кредит илекен республикăри чи лайăх ял тăрăхĕ» ята тивĕçнĕ;

- Республикăри район центрĕсен, хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен семинарĕ Вăрмар районĕнче иртнĕ;

- «Чăваш Енри чи хăтлă ял (хула) тăрăхĕ» конкурса пĕтĕмлетнĕ хыççăн 3 пин çын таранччен пурăнакан ял тăрăхĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăна пирĕн районти Чулкас ял тăрăхĕ тухнă, 1 степеньлĕ диплома тата укçан паракан премие тивĕçнĕ;

- ЧР Президенчĕн «Чăваш Республикинчи çамрăк граждансене патшалăх пулăшăвĕ парассине вăйлатасси çинчен» 51-мĕш номерлĕ Указĕпе килĕшÿллĕн пирĕн районти 7 яш-кĕрĕмпе хĕр упраç стипенди илсе тăнă;

- 45 çул каялла 1967 çулхи июлĕн 15-мĕшĕнчи ЧАССР Аслă Совечĕн йышăнăвĕпе «Ленинский» совхозран икĕ уйрăма уйăрса «Урмарский» совхоз йĕркеленĕ. Кивĕ Вăрмар шкулĕ октябрь уйăхĕнче 130 çул тултарнă.


АУ «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя")

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика