ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăмăртусенче маттур

11 января 2014 г.

Уяв кунĕсем çав тери вăрăм пулчĕç. Шăпах çак вăхăтра Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче чылай спорт мероприятийĕ иртрĕ.

Чи малтанах спорта кăмăллакансем Янкасси ялĕнчи стадиона пухăнса мини-футбол вылярĕç. Ултă команда вăй виçрĕ унта. Чи ăстисем çеç çĕнтерчĕç.

Январĕн 4-мĕшĕнче Çĕнĕ Кипеç ялĕнче Н.Можаев спортсмена асăнса хоккей турнирĕ йĕркелерĕç. Нĕркеç тата Çĕнĕ Кипеç ялĕсен командисем вăй виçрĕç. Хĕрÿ тупăшура туслăх çĕнтерчĕ.

Январĕн 6-мĕшĕнче Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн маттур спортсменĕсем «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче волейболла выляса Раштав турнирне хутшăнса иккĕмĕш вырăна алăран вĕçертмерĕç. Хĕрÿ тупăшура Урмаел çамрăкĕсене выляса ячĕç.

Раштав кунĕнче вара Çĕнĕ Кипеç ялĕнчи çĕнĕ хоккей площадкинче Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн хоккей турнирĕ иртрĕ. Унта Çĕнĕ Кипеç, Нĕркеç, Комсомольски ялĕсен командисем хутшăнчĕç. Тупăшу çав тери хĕрÿ пулчĕ. Апла пулин те Нĕркеçсем çĕнтерÿçĕсем пулчĕç, хапхана шайба çапса кĕртнине шутласа —вĕсем пĕрремĕшсем. Çĕнĕ Кипеçсем — иккĕмĕшсем, Каçалсем виççĕмĕшсем пулчĕç. Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Е.Ефремов çĕнтерÿçĕ-командăна ¬— Нĕркеçсене — кубокпа, парнесемпе тата грамотăсемпе чысларĕ. Чи ăста вылякансене — Алексейпе Владимир Таллеровсене (Нĕркеç), Д.Можаев вратаре — парнесемпе хавхалантарчĕ. Çулĕсене пăхмасăрах вăйă площадкине тухакан П.Иванов, чи çамрăк хоккеист Г.Алексеев грамотăсене тивĕçрĕç. Командăсен наставникĕсене А. Иванова (Çĕнĕ Кипеç), Е.Тихонова (Комсомольски) Тав хучĕсемпе чысларĕç. «Хоккей турнирĕ малашне те вăй илсе пырасса шанас килет. Ăна аталанма юлашки çулсенче ял тăрăхĕнче чăннипех те пысăк ĕç пурнăçланă. Нĕркеç ялĕнче хоккей площадки пурри çамрăксен кăмăлне каять, вĕсем кашни кунах унта выляса, ярăнса киленеççĕ. Пĕлтĕр Çĕнĕ Кипеç ялĕнче площадка хута кайни те пысăк савăнăç. Уйрăмах çамрăксем çак вăййа кăмăлланни пит аван. Турнира хутшăннă командăсене вăхăт тупса килнĕшĕн тавах»,— терĕ Геннадий Егорович турнира хупнă май.

Çак кунах Нĕркеçри культурăпа кану центрĕнче шашка тата нард вăййисене кăмăллакансен турнирĕ иртрĕ. Ăмăртăва Нĕркеç, Янкасси ялĕсенче пурăнакансем хастар хутшăнчĕç. Нард вăййинче В.Дмитриева çитекенни пулмарĕ, вăл — çĕнтерÿçĕ. А.Максимов — иккĕмĕш, А.Ефремов виççĕмĕш пулчĕç. Шашка вăййинче Л.Кузнецов палăрчĕ. П.Прокопьевпа Ю.Кузнецов иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Хĕрарăмсенчен шашкăлла выляса И.Кириллова чи маттурри пулчĕ. А.Яковлева иккĕмĕш вырăна тухрĕ.

Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче пурăнакансем спорт мероприятийĕсенче яланах хастар — хутшăнма та, йĕркелеме те маттур. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнакансен сывлăхĕсем те çирĕп. Çакна тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнакансем тĕслĕхсемпе çирĕплетеççĕ.

А.ВЛАДИМИРОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика