Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăста выляççĕ

28 декабря 2013 г.

Çитĕнекен ăрăва халăхăн йăли-йĕркине, чĕлхине, ташши-юррине мĕн пĕчĕкрен паллаштарса пырсан вăл тăван халăха, киле, çĕр-шыва юратма, хисеплеме вĕренет. Çакна тĕпе хурса Мăн Вылă шкулĕнче «Шевле» ятлă драма кружокĕ йĕркелерĕмĕр. Ку вĕрентекенсемшĕн те, ачасемшĕн те çĕнĕлĕх пулса тăчĕ. Драмкружока ытларах çиччĕмĕшсем çÿренине палăртмалла. Юлиана Васильева, Тая Иванова, Наташа Никитина, Илья Шашкин, Иван Филимонов тата ыттисем те кружокра ăсталăха туптаççĕ. Вĕренекенсем хăйсене çынсем умĕнче епле тытмаллине, сцена çинче хăюллă пулмаллине хăнăхса пыраççĕ. «Шевле» драма кружокĕ кашни эрне кун пултаруллă ачасене пĕр çĕре пуçтарать. Çиччĕмĕшсем унта хаваспах çÿреççĕ. Нумаях пулмасть Людмила Сачкова çырнă «Тирпейсĕр Тимуш» ятлă инсценировка хатĕрлерĕмĕр. Арçын ачасемпе хĕрачасем рольсене суйласа илсе сăмахсене пăхмасăр вĕренчĕç. Пĕчĕк артистсем шкулти акт залĕн сцени çинче хăйсен пултарулăхĕпе тусĕсене, вĕрентекенсемпе курма килнисене тĕлĕнтерчĕç, рольсене ăста калăпларĕç. Халăх тăвăллăн алă çупни çиччĕмĕшсене хавхалантарчĕ.

Умри тĕллевсене пурнăçа кĕртессипе малалла ĕçлетпĕр. Ачасен тавракурăмне анлăлатма тăрăшатпăр.

Галина ИВАНОВА,

чăваш чĕлхипе

литература предметне

вĕрентекен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика