Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕнпе асра юлчĕ, мĕнпе палăрчĕ

28 декабря 2013 г.

 

Çирĕп йăлана кĕнĕ тăрăх, кашнинчех çулталăк вĕçленнĕ май эпир иртсе каякан çул мĕнле ырă самантсемпе палăрнине, мĕнпе асра юлнине тепĕр хут пурнăç каçалăкне çаврăнса пăхса тишкерме хăнăхнă. Акă, Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн 2013 çул мĕнпе асра юлчĕ-ха, мĕнпе палăрчĕ. Кĕскен те пулин пĕрле аса илер-ха çакна. Тем тесен те районта ырă ĕçсем сахал мар пулнă çак хушăра.

Кăрлач уйăхĕн 5-мĕшĕнче, Чăваш Республикинчи ытти хуласемпе районсенчи пекех, сĕнтĕрвăррисем те Пĕрлĕхлĕ сывлăх тата спорт кунĕ ирттерчĕç, йĕлме йĕлтĕр çине тăчĕç.

Октябрьски райповĕн администраци çурчĕ çине кăрлачăн 21-мĕшĕнче потребкоопераци системинче 21 çул тăрăшнă (вĕсенчен 7 çул ертÿçĕ вырăнĕнче) Н. Охоткина асăнса Мемориал хăми çакнă.

Пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче пирĕн районта ĕçлĕ çулçÿревре Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев пулчĕ, анлă канашлăва хутшăнчĕ, районăн социаллă-экономикăлла аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллашрĕ.

Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Ен кооперацийĕн юхăмĕ 120 çул çитнĕ тĕле Октябрьски ялĕнче çĕнĕ магазин уçнă.

Ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче пирĕн ентешĕмĕрĕн, летчик-космонавтăн, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕн Андриян Григорьевич Николаевăн Мемориал комплексĕнче чаплă лару-тăрура Космонавтика кунне паллă турĕç. Аякран килнĕ хăнасем, район администрацийĕн яваплă ĕçченĕсем, тĕрлĕ предприятисемпе организацисен, учрежденисен представителĕсем, республикăри тĕрлĕ хуласемпе районсенчи çамрăк космонавтсен 22 отрячĕ уява хутшăнчĕç.

«Смак-Агро» («НамЭКО») ООО кашни ĕне пуçне сĕт суса илессин кăтартăвĕсемпе республикăра чылай хушă малтисен шутĕнче пулчĕ.

Пĕчĕк тата вăтам предпринимательсем район экономикине аталантарас тĕлĕшпе чылай ĕçлеççĕ, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тата налук пухмачне ÿстереççĕ.

Пĕрремĕш номерлĕ гимнази, Николаев урамĕнчи нумай хваттерлĕ 3 хутлă çурт, Новински микрорайонĕнче вăрçă ветеранĕсемпе вĕсен тăлăх арăмĕсем валли çĕнĕ çуртсем çĕкленчĕç.

Сĕнтĕрвăрри хула хутлăхĕ «Чăваш Енри чи илемлĕ те таса хула (ял) хутлăхĕ» ятпа иртнĕ республика конкурсĕнче пĕрремĕш вырăна тухнă.

Нумай ачаллă çемьесем валли 60 çĕр участокĕ хатĕрленĕ. Çемьесем сертификатсем илнĕ.

Çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри хулинчи мещенпе хресчен пурнăçĕн музейĕ 50 çул тултарчĕ.

Çĕртме уйăхĕнче Чăваш Енĕн пысăк уявĕнче – Республика кунĕнче – пирĕн районти пултарулăх коллективĕсем (Çичĕпÿртри Культура çурчĕ çумĕнчи «Кунер» ансамбль, район центрĕн Культура çурчĕ çумĕнчи чăваш халăх хорĕ, Сĕнтĕрпуçĕнчи «Çăлкуç» фольклор ансамблĕ, Октябрьскинчи халăх инструменчĕсем çинче вылякан «Ивушка» ансамбль) куракансене савăнтарчĕç.

Кукашни ялĕнче пурăнакансем валли «Лидерстрой» ООО строителĕсем Культура керменĕн никĕсне хывнă, çурта çĕклеме пуçланă.

Çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче «А. Г. Николаев çулĕпе» ятпа Шуршăлтан Сĕнтĕрвăррине çити массăллă велочупу пулнă.

Утă уйăхĕн 21-мĕшĕнче Атăл юханшывĕ урлă ишсе каçас тĕллевпе йăлана кĕнĕ ăмăрту иртнĕ. Унта тĕрлĕ çĕртен килнĕ 33 çын хутшăннă.

Çурла уйăхĕн 8-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри хулинче район историйĕнче пĕрремĕш хут «Пуçлăхпа – зарядка» массăллă акци иртнĕ.

Çурла уйăхĕн 9-мĕшĕ сĕнтĕрвăррисемшĕн чăннипех те нумайлăха асра юлмалли самантсемпе пуян кун пулчĕ. Çак кун хулара виçĕ çĕнĕ объект уçăлнă, автостанци çурчĕ, Тĕп ярмарка тата Мария Александровна Императрица палăкĕ.

– Çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче вырăнти райпон ялхуçалăх продукчĕсем сутакан магазин тĕпрен юсаса çĕнетнĕ хыççăн урăх ятпа («Три гурмана») савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ.

Çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче Турă амăшĕн Хусан турăшне аслăлатма пуçланăранпа 400 çул тата Руçе тĕне кĕртнийĕ 1025 çул çитнине халалласа часавай уçăлнă.

Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче СССР летчик-космонавчĕ, авиацин генерал-майорĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ ятне илнĕ Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ Андриян Григорьевич Николаев пурăннă пулсан 84 çул тултаратчĕ. Ентешĕмĕре асăнса Шуршăл ялĕнче митинг пулса иртрĕ. Çак пĕлтерĕшлĕ мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Юрий Попов, Андриян Николаевăн хĕрĕ Елена Николаева-Терешкова хăйĕн мăшăрĕпе – Андрей Родионовпа тата Андриян ывăлĕпе килсе çитрĕç. Çавăн пекех ентешĕмĕрĕн çуралнă кунне паллă тума Совет Созĕн Геройĕ, СССР летчик-космонавчĕ, Раççейăн Çарпа сывлăш вăйĕсен саппасри полковникĕ Владимир Титов, Раççей Федерацийĕн летчик-космонавчĕ, Раççейăн Çарпа сывлăш вăйĕсен саппасри полковникĕ Василий Циблиев, Сĕнтĕрвăрри районĕн пуçлăхĕ Владимир Морозов, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Владимир Григорьев тата ытти хисеплĕ хăнасем те хутшăнчĕç.

Авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăнкассинче çĕнĕ меслетпе хăвăрт туса лартнă фельдшерпа акушер пункчĕ ял çыннисене пĕрремĕш хут йышăннă.

Нарат Чаккинчи клуба «кăвак çулăм» ырлăхĕ çитнĕ. Кунти ял халăхĕ халĕ çутă та ăшă «культура вучахне» хаваслă кăмăл-туйăмпа çÿрет.

Чăваш халăх юррисене пуçтарнă Ираида Вдовинăн 100 çулхи юбилейне Кĕчкей ялĕнчи Культура çуртĕнче чаплă лару-тăрура уявланă.

Чÿк уйăхĕн 8-мĕшĕнче Романовсен çурчĕн 400 çулхи юбилейĕ тĕлне Чăваш Республикине Раççей Императорĕсен Çурчĕн Пуçлăхĕ Аслă Мария Владимировна княгиня килсе çитнĕ. Çÿллĕ шайри хăна Шуршăлти А. Г. Николаевăн Мемориал комплексĕнче те пулнă.

Хуракасси шкулĕ 120 çулхи юбилейне паллă тунă.

Раштав уйăхĕнче хулари Коновалово микрорайонĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул 130 çулхи юбилейне уявларĕ.

– Раççейăн Шалти ĕçсен министерствин «Мариинско-Посадский» муниципалитет уйрăмĕн ĕçченĕ, шалти служба капитанĕ Светлана ЕРПЫЛЕВА тата Октябрьски ялĕнче çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра МРСК «Волга-Чувашэнерго» коллективĕнче вăй хуракан 27 çулхи пултаруллă спортсмен Александр НИКАНОРОВ Шупашкарта Олимп çулăмне йăтакансен йышĕнче пулчĕç.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429573, Чувашская Республика, город Мариинский Посад, ул. Чкалова, 61 В
Телефон: 8(83542) 38224
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика