Чубаевский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Публикации » А.Лингана халалласа - асăну эрни

25 декабря 2013 г.

Публикации » А.Лингана халалласа - асăну эрни

Чупай ялĕнче çуралса ÿснĕ Афганистан вăрçине хутшăннă А.Лингана асра тытса шкулта асăну эрни иртнĕ. Çак эрне шкулти тăван ен музейĕнчен пуçланнă. Кунта Сашăна халалласа уçнă паттăрлăх кĕтесĕ пур.

Музей экскурсовочĕ 7-мĕш класра вĕренекен В.Ильина шкул ачисене паттăр салтакăн çар тумĕсемпе, çырăвĕсемпе, сăн ÿкерчĕкĕсемпе, медальпе орден кĕнекисемпе паллаштарчĕ. Акă пирĕн умра кĕсьене чиксе çÿремелли пĕчĕк çеç календарь. Саша ăна служба пуçламăшĕнчен вĕçне çитиех чĕрсе пынă. 1986-мĕш çулхи декабрĕн 14-мĕшĕ тасах. Вăл куна туртман. Çав кун Александр Линга юлташĕсемпе васкавлă задание тухнă.

«...Паян операцие каятпăр. Миçе куна пĕлместпĕр. Çавăнпа та часах çыру çырайманшăн каçарăр...» - хыпарлать салтак ашшĕ-амăшне.

Çак операцире Саша паттăррăн пуçне хурать. Эпир, шкул ачисем, унăн çырăвĕсене тытса пăхатпăр, вулатпăр. Пирĕн ума мал ĕмĕтлĕ, хастар çамрăк тухса тăрать.

Çак хастар çамрăка асра тытса пĕрремĕш класран пуçласа тăххăрмĕш класра вĕренекенсем хушшинче илемлĕ сăвă калакансен конкурсĕ иртрĕ. Афганистанра пуç хунă ентешсен ячĕпе 6-мĕш класра вĕренекенсем «Синева» юрă юрларĕç. Пĕрремĕш класра вĕренекен М.Максимова «Родная земля» сăвва питĕ тăрăшса каласа пачĕ. 2-мĕш класра вĕренекен М.Николаев «Мой брат уехал на границу» сăвва вулани шкул ачисене питĕ килĕшрĕ. «Защитники Отечества родного» сăвва виççĕмĕш класра вĕренекен А.Иванова пысăк туйăмпа каларĕ. 4-мĕш класра вĕренекен Е.Гурьева «Про Афганистан» сăвва калани те шкул ачисене кăмăла кайрĕ. 1-4-мĕш классем хушшинче «Çĕнтерÿçĕ» ята 3-мĕш класра вĕренекен А.Иванова илчĕ. Ăна диплом парса чысларĕç. 5-9-мĕш класра вĕренекенсем те хăйсен сăввисене илемлĕ, туйăмпа каларĕç. 6-мĕш класра вĕренекен Н.Никифоров сцена çине çар тумĕпе, кĕвĕ вылянă майăн «Афганистан» сăвва чуна хумхатмалла каласа пачĕ. Экран çине Афганистан çĕршывĕн илемлĕ тăвĕсем тухса пычĕç. Афганистанăн çут çанталăкĕ питĕ илемлĕ. Анчах çак илемлĕхре усаллăх, тискерлĕх пытанать иккен. Никита 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. 5-мĕш класра вĕренекенсем: «Çĕр çинче яланах сар хĕвел çутаттăр, кашнин пичĕ çинче телей çути çиçтĕр», - тесе юрларĕç.

Тăххăрмĕш класра вĕренекенсем А.Линган шап-шурă юрпа витĕннĕ вил тăприйĕ çине чечек кăшăлĕ хучĕç. Каллех Саша çырнă çырусенчи йĕркесем аса килчĕç: «...Хамăрăн шурă юра питĕ курас килет. Самантлăха çеç тăван çĕршывăма таврăнса, ача чухнехи пек, юртан чăмакка туса пĕр-пĕрне лектермелле выльăттăм...»

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика