Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕл Мучипе Юр пикесен уявĕ

25 декабря 2013 г.

Хĕл Мучипе Юр пикесен уявĕ

Хĕл Мучипе Юр пикесен уявĕ

Иртнĕ эрне кун Елчĕкри тĕп лапам ачасен кăна мар, аслисен сассипе те тулчĕ. Çак кун савăнăçлă лару-тăрура Çĕнĕ çул чăрăшне уçрĕç. Çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе пухăннисене район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай ертỹçи А.Александрова саламларĕ.

Кăçал уява ытти çулхисенчен урăхларах йĕркелени тỹрех сисĕнчĕ. Ăна Шупашкарти культура институчĕн режиссер уйрăмĕнче вĕренекен Ĕнел хĕрĕ Наталья Васильева (Ĕнелпи юрăçа пурте пĕлеççĕ) ертсе пычĕ. Ыт ахальтен мар иккен: Наташа диплом ĕçне шăпах чăрăш умĕнчи представленипе хỹтĕлет. Уява унăн ĕçне хаклакан В.Поляков доцент та хутшăнать.

- Пуçласа пулатăп Елчĕк енре. Питĕ илемлĕ кунта. Çĕнĕ çул чăрăшне уçни те килĕшрĕ, - тет хăна.

Уявра халăх йышлă пуçтарăннă. Ача сачĕн шăпăрланĕсемпе шкулта вĕренекенсем, ашшĕ-амăшĕпе асламăш-кукамăшĕсем чăрăш йĕри-тавра юрлаççĕ, ташлаççĕ. Кунтах тĕрлĕ юмахри сăнарсем ачасене хаваслăх парнелеççĕ. Ертсе пыракан пухăннисем хушшинче конкурссем йĕркелет, юрăсем юрлаттарать. Акă уявăн тĕп конкурсĕ - "Хĕл Мучипе Юр пикесен слечĕ" уçăлчĕ. Унта тăхăр ял тăрăхĕнчи Хĕл мучипе Юр пикесем Çĕнĕ çул ячĕпе саламласа тĕрлĕ вăйăсем выляттарчĕç, хăйсемпе тĕплĕн паллаштарчĕç.

Сăн ỹкерчĕкре: уява Аслă Елчĕксем çитрĕç.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика