Алдиаровский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ объектсене тĕрĕслерĕ

20 декабря 2013 г.

Çĕнĕ объектсене тĕрĕслерĕЧăваш Республикин “Пурăнмалли условисене йĕркелесси çинчен” законĕпе килĕшÿллĕн Тăвай енре пурăнмалли çичĕ çурт хута каймалла кăçал. Енĕш Нăрвашри, Ураскассинчи, Тăрмăшри, Кармалти, Тăвайри тăлăх ачасен пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн тимлеççĕ. Нÿшкасси тата Ямпулат ялĕсенче вара нумай ачаллă çемьесем çĕнĕ пÿрте куçмалла.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке тунти кун çÿлерех асăннă хăш-пĕр объектсенче ĕçсем мĕнле пынипе интересленчĕ. Пирĕнпе пĕрле Элпуç ял тăрăхĕн ертÿçи Василий Козлов та пыма кăмăл турĕ.

Кашни кун юр çуса тăчĕ пулин те, асфальтлă çула тасатса ĕлкĕрнĕ. Малтан Нÿшкасси ялне çитрĕмĕр. Кооператорсен магазинĕ çывăхĕнче кирпĕчрен тунă пысăк çурт çĕкленнĕ, тăррине витнĕ, чÿречисене лартнă.

Çĕнĕ çурта газ кĕртессине сивĕсем пуçланиччен вĕçлемелле пулни пирки палăртса хăварчĕ Владимир Алексеевич, юлнă ĕçсене хăвăртлатма хушрĕ.

Нÿшкасси ялĕнчех çуралса ÿснĕ Светлана Яковлеван сакăр ачаллă çемйи пурăнма пуçламалла кунта. Малтан вĕсем йывăç çуртра йăва çавăрнă пулнă. Каярахпа Светлана Иосифовна çемйи Гагарин ячĕллĕ урамри улттăмĕш çурта куçнă. Унта та тăвăрланнă асăннă кил-йыша. Хальхинче патшалăх чаплă çурт çĕклесе парса пулăшать Яковлевсене.

Ураскассинчи Молодежнăй урамра тăлăх ача валли çурт туса пĕтернĕ. Суд йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн унта Алексей Аркадьевич Андреев çемйи пурăнма пуçлать кĕçех.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке урамсене юртан тасатса, каçхине электроэнергипе çутатса тăрасси мĕнле пулса пыни пирки ыйтса пĕлчĕ, çитменлĕхсене пĕтерме хушрĕ.

А.НИКИТИНА.

Сăн ÿкерчĕкре: район администрацийĕн тата Элпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем Владимир Ванеркепе Василий Козлов Ураскассинчи тăлăх ача валли тунă çурт умĕнче.

Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика