Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен Пуçлăхĕ Çырупа тухрĕ

18 декабря 2013 г.

Раштав уйăхĕн 17-мĕшĕнче Правительство çурчĕн Пысăк залĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне çулсерен яракан Çырупа тухрĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне çулсерен яракан Çырăва вуласа панипе çыхăннă церемоние Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисем, Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, общество деятелĕсем, Чăваш Енри предприятисемпе организацисен ертÿçисем, массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем пухăннă. Çырура Правительствăн ĕçне, Патшалăх Канашĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен малашнехи ĕçĕ-хĕлĕсен çул-йĕрне пăхса тухма палăртнă. Республикăра пурăнакансен сĕнĕвĕсене пĕтĕмпех шута илме тăрăшнă.

Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне çулсерен яракан Çырăвне вуласа пĕтернĕ май 2014 çул Раççейре Культура çулталăкĕ пулнине палăртнă. «Культура» ăнлав илемлĕхе тĕпчекен пуянлăх çеç мар, çынсемпе çыхăннă мĕн-пур тытăмра та пĕр-пĕринпе хутшăнса, вĕсемпе çыхăнса тăрать. Культурăна куллен çÿле çĕклесе пырассинче чăннипех те пирĕн республикăшăн çак ăнлав пĕлтерĕшлĕ тата вырăнлă. «Чăваш Ен тĕлĕнмелле, чăннипех илемлĕ çут çанталăкпа, историпе, мăн асаттемĕрсем парса хăварнă йăли-йĕркипе, ĕçченлĕ-хĕпе, несĕлсен ытти вăй-хăвачĕпе пуян. XXI-мĕш ĕмĕрте, глобализаци тапхăрĕнче, кăмăл-сипет пуянлăхне упраса хăварассишĕн тăрăшмалла. Ăна сыхласа хăварса çитĕнекен ăрăва пĕтĕмпех памалла. Асăннă пуянлăхсем, çывăх çыннăмăрсем пĕрне-пĕри ăнланни тăван тавралăха упраса хăварма, çын ĕçне хаклама май параççĕ. Паянхи çамрăксем çакна пĕтĕмпех ăнланса пырсан Чăваш Енĕн пуласлăхĕ пирки иккĕленмелле пулмĕ. Пĕрне-пĕри ăнланнине кура экономика вăйланĕ, обществăн тăнăçлăхĕ çирĕпленсе пырĕ, ăна кура çемьесенче сывă та кĕтнĕ, чунпа хавас ачасем çуралĕç!» — тесе вĕçленĕ хăйĕн Çырăвне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика