Чукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фермер хуçалăхĕнче – экскурсире

17 декабря 2013 г.

Çак ыйту вĕсене питĕ кăсăклантарать. Кашни ача, ÿссе çитĕнсен, хăй юратнă специальноçа алла илесшĕн. Ачасене професси суйлама, вĕсен тавра курăмне аталантарма класс ертÿçи те нумай вăй хурать. Вĕренекенсемпе тĕрлĕрен калаçусем, тĕл пулусем, викторинăсем ирттерет.

Çак кунсенче 1–3 классенче вĕренекенсем В.Абсалямов фермер хуçалăхĕнче экскурсире пулчĕç. Ял хуçалăх машинисен паркĕнче ачасен куçĕсем тĕрлĕ техникăна тĕлĕнсе сăнарĕç. Владимир Ильич ачасене хуçалăхри ĕçсемпе паллаштарчĕ, ÿссе çитĕнсен тăван ялта ĕçлеме сĕнчĕ. Ял хуçалăхĕнче инженер, ветврач, агроном, шофер, тракторист профессийĕсене илнĕ çынсем яланах кирлĕ. Ÿркенмесен, ĕçе юратсан ялта та лайăх пурăнма пулать. «Тăван яла çĕнетсе пымалла, ăна пĕтме памалла мар. Ÿссен, ял хуçалăхĕн специальноçĕсене алла илсен, ял аталанăвне эсир те сисĕмлĕ тÿпе хывасса çирĕп шанатăп эпĕ», – терĕ вăл юлашкинчен.

Л.Смирнова, учительница.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика