Чукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хуралта – ирĕклĕ пушарниксем

17 декабря 2013 г.

2012 çулта, сăмахран, вут-кăвартан сыхланас тĕллевпе Пуянкасси ял тăрăхĕнче Пуянкассипе Кахăрлă Шăхаль ялĕсенче виçĕ çынран тăракан пĕр подразделени туса хунă, ăна АЦ– 40 (130) 63 Б йышши ятарлă техникăпа тивĕçтернĕ.

Кăçалхи июнь уйăхĕнче Чукал ял тăрăхне кĕрекен Улмаллă ялĕнче те çакнашкал подразделени ĕçлеме тытăннă, икĕ çынлă ушкăна ятарлă техника çирĕплетсе панă.

Пушар хуралĕн обществăлла пĕрлешĕвĕсене муниципаллă пулăшу парас тĕлĕшпе сахал мар ĕçсем туса ирттереççĕ. Ку тĕлĕшпе район администрацийĕн пуçлăхĕ «Ирĕклĕ пушарниксене, ирĕклĕ пушар хуралĕн работникĕсемпе вĕсен çемйисен членĕсене пĕр вăхăтлăх пулăшу памалли йĕрке çинчен» ятарлă йышăну кăларнă.

Çавăн пекех, район администрацийĕн пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн Шăмăршăри 42-мĕш пушар чаçĕ çумĕнче ирĕклĕ пушарниксен, çăлавçăсемпе волонтерсен Клубне туса хунă, хальлĕхе вунă çынна пĕрлештерсе тăрать. Клуба ертсе пыма ВДПОн вырăнти уйрăмĕн председательне И.Крылована çирĕплетнĕ.

Клубăн хăйĕн ятарлă положенийĕ пур. Вăл маларах палăртса хунă планпа килĕшÿллĕн ĕçлесе пырать.

А.ЕЛИСЕЕВ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика