Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Утатпăр утмăлта, çитетпĕр çитмĕле

22 ноября 2013 г.

Утатпăр утмăлта, çитетпĕр çитмĕле

Енĕш Нăрваш ялĕнчи ветерансен совечĕ кĕрхи вăрăм каçсенче тĕрлĕ мероприятисем йĕркелет.

Ветеран-хĕрарăмсен ал ĕç кружокĕ аван ĕçлет кунта. Ăна ял администрацийĕнче нумай вăхăт тăрăшса канăва тухнă Г.Сергеева ертсе пырать. Уйăхра икĕ хутчен пĕрле пухăнаççĕ ĕçрен пушаннă хĕрарăмсем. Килте мĕнле ал ĕç тунипе паллашатпăр малтан. Тĕрлеме, çыхма юратакансем пур пирĕн хушăра. Шарфсем, шальсем, кофтăсем, эрешлĕ чăлха-нуски, тапочкисем тата ыттисене те çыхатпăр. Тĕрлĕ тĕслĕ çипне тупма йывăр мар халь. Хамăрăн ал ĕç япалисенчен курав ирттертĕмĕр.

Г.Степанова ак, диван е кресло, кравать çине витмеллисене чĕнтĕр йĕппипе çыхать. Фабрикăра тĕртнинчен те лайăхрах пулса тухать ун.

Г.Сергеева вĕтĕ шăрçасемпе (бисер) усă курса тĕрлет. Кунта лайăх куракан куç кирлĕ. Унăн ĕçĕсене чылайăшĕ кăмăлларĕ. Ку ăсталăха вĕренес ĕмĕтлисем те пур.

Пирĕн ялти библиотекăра ăшпиллĕх хуçаланать. З.Мижеева библиотекарь яланах тарават кĕтсе илет. Интереслĕ кĕнекесем тупса хурать, вулама сĕнет. Кĕнекере сăмах мĕн çинчен пынипе кĕскен паллаштарать. Тепĕр чухне сиплĕ курăксенчен чей вĕретсе ĕçтерет. Компьютерпа хамăр ÿкерĕннĕ видеокассетăсене пăхатпăр.

“Тĕпел” фольклор ушкăнĕ пирки те асăнмасăр иртес килмест. “Красная Чувашия” ЯХПКра 39 çул бухгалтерта ĕçленĕ С.Данилова, 40 çула яхăн шкулти шут ĕçĕнче вăй хунă Г.Гаврилова, ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕнче 30 çула яхăн тăрăшнă Г.Сергеева, ĕмĕрне пăрусене пăхса ирттернĕ В.Кошкина "тивĕçлĕ канура пулин те, культура çуртне тирпейлессипе ĕçлет", яваплă ĕçсенче тимленĕ З.Герасимова "халĕ ветерансен совечĕн председателĕ" тата ыттисем те репетицисене ответлăха туйса çÿреççĕ. Иформаципе культура центрĕнче ĕçлекенсем пулăшаççĕ вĕсене. Тĕрĕс юрлама, сцена çинче тыткалама хăнăхтараççĕ ветерансене информаципе культура центрĕн илемлĕх ертÿçи Г.Русскаяпа халăх театрĕн режиссерĕ З.Васильева.

Асăннă ушкăн икĕ-виçĕ çул каялла чăмăртаннă. Ялти, районти тĕрлĕ конкурссене, фестиваль-смотрсене хутшăнаççĕ вĕсем. Ĕçне кура – сумĕ. Вырăнти артистсем ăшă сăмахсемпе Хисеп грамотисене тивĕçлĕ пулнă.

Енĕш Нăрваш 450 çул тултарнине çÿллĕ шайра паллă турăмăр. Унта ялта пурăнакансем, куршĕсем, сумлă хăнасем пулчĕç. Асăннă уяври аслă вăйă картине хутшăнчĕç чăваш тумĕ тăхăннă хĕрсемпе хĕрарăмсем, яшсемпе арçынсем. Унăн сценарине М.Арестова учительница–пенсионерка хатĕрленĕ.

“Тĕпел” ушкăн членĕсем те активлăх кăтартрĕç унта. Кÿршĕри Тăрмăшри уява, Тăвай ялĕнчи ярмăрккана пухăннисене юрласа-ташласа савăнтарма май килчĕ. Çынсем тăвăллăн алă çупса тав турĕç пире.

Иртнĕ уйăхра Йĕпреçри культура çуртĕнче йĕркеленĕ республикăри “Чун юрланă чухне” ятлă смотр-конкурса хутшăнтăмăр. Унта кайма пире Тăвайри информаципе кану центрĕн директорĕ В.Александровапа Р.Маркова хормейстер, В.Степанов купăсçă лайăх хатĕрлерĕç. Тăхăнмалли тумсемпе ялти культура çурчĕн ĕçченĕсем тивĕçтерчĕç. Юнашар районти чăвашсем мĕнле пурăннипе, вĕсен культурипе паллашма май килнĕшĕн питĕ савăнтăмăр. Тăвайсем пире яла çитиех леçсе хăварчĕç. Çамрăк чухнехи пек çул тăршшĕпе юрласа килтĕмĕр. “Пурнăç урапи кусать, шав малалла илсе каять. Халь утатпăр утмăлта, кĕç çитетпĕр çитмĕле”, – тесе такмакларăмăр. Çапла пултăр, сывлăх пире хавхалантарсах тăтăр.

З.ГЕРАСИМОВА, Енĕш Нăрвашри ветерансен совечĕн председателĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика