Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика çĕнтерỹçисем - Адюковсем

04 декабря 2013 г.

Республика çĕнтерỹçисем - Адюковсем

Шупашкарти ача-пăча пултарулăх керменĕнче "Çулталăк çемйи-2013" республика конкурсĕн çĕнтерỹçисене чысланă. Кăçал тупăшăва мĕн пурĕ 157 çемье хутшăннă, 28-ăн финала тухнă. Республикăра чи лайăх çемьесене хавхалантарасси 2004 çултанпа çирĕп йăлана кĕнĕ. Конкурса вунă çултан кая мар пĕрле пурăнакан, икĕ е ытларах ача ỹстерекен, обществăра ят-сум çĕнсе илнĕ, сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан мăшăрсем хутшăнаççĕ.

Уява хутшăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă. Вăл Раççей Федерацийĕн Правительстви, Чăваш Ене ертсе пыракансем çемьене, ача амăшĕпе ачасене пур енлĕн пулăшасси çине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртнă.

- Çемье вăйлă та çирĕп пулсан патшалăх та тĕрекленет. Ăнăçлă кил-йышра кăна телейлĕ ачасем çитĕнеççĕ. Нумай ачаллисене патшалăх енчен пулăшас тĕлĕшпе çитес çулсем валли те бюджета укçа хывса хăварнă, - палăртнă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕнтерỹçĕсене саламланă май.

"Çулталăк çемйи - 2013" хисеплĕ ята Аслă Елчĕкри Адюковсем тивĕçнĕ. Александр Алексеевичпа Любовь Германовна пурнăç çулĕпе 18 çул çума-çумăн утаççĕ. Килĕшỹллĕ мăшăр кирек мĕнле ĕçе те пĕрле пурнăçлать. Килте кăна мар, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пурнăçĕнче те пĕрлех вĕсем. Çемье пуçĕ Патреккел шкулĕнче физкультура вĕрентет. Районта иртекен чылай спорт ăмăртăвĕнче те унăн вĕренекенĕсем мала тухаççĕ. Ачасене кăна мар, вĕсен ашшĕ-амăшне те сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшма пулăшать.

Любовь Германовна Аслă Елчĕк шкулĕнче ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Çав хушăрах библиотекарьте тăрăшать. Пултаруллă педагогăн вĕренекенĕсем тĕрлĕ конкурссене хутшăнаççĕ, призлă вырăнсене йышăнаççĕ. Уроксем хыççăн класс ертỹçи ачасене сăн ỹкерттерме, шкул тематикипе çыхăннă видеороликсем калăплама вĕрентет. Тăван тăрăх илемĕ сăвăсем шăрçалама та хавхалантарать виçĕ ача амăшне.

Адюковсен аслă хĕрĕ Катя 9-мĕш класра вĕренет. Юля çиччĕмĕшĕнче. Кĕçĕнни Маша ялти ача садне çỹрет. Хĕр ачасем ашшĕ-амăшнех хывнă, пултарулăха куллен ỹстерсе пыраççĕ.

Адюковсем районта, республикăра иртекен тĕрлĕ конкурссене хутшăнаççĕ. Спорт ăмăртăвĕсенче те тупăшаççĕ. Çуран чупмалла-и е йĕлтĕрпе ярăнмалла - Любовь Германовна яланах призерсен йышĕнче. Ахальтен мар-тăр çамрăк физкультурник шкултах активлă спортсменкăна килĕштернĕ.

Çемье хăтлă та капăр çуртра пурăнать. Çу вăхăтĕнче вĕсен пахчинче тĕрлĕ чечек ешерет. Пахчара шăкăл-шăкăл калаçса ĕçлекен çемьере сасă хăпартса калаçас йăла çук. Тус-юлташсем те нумай республикăри пур енĕпе чи лайăх çемьен. Çывăх вăхăтра вĕсем республика чысне Пермь хулинче хỹтĕлĕç.

Сăн ỹкерчĕкре: Адюковсем республика Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика