Алдиаровский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ураскассинчи Никифоровсем

06 декабря 2013 г.

Республикăра çемье ят-сумне обществăра çирĕплетес тĕллевпе “Çулталăк çемйи” конкурс иртнĕ. Финала тухнă 28 çемье Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменне пухăннă. Елчĕкри Адюковсен çемйине çĕнтерÿçĕ тесе палăртнă. “Спорт çемйи” номинацире пирĕн районти Ураскассинчи Владимирпа Алина Никифоровсем мала тухнă. “Çемье – команда. Унта килĕшÿ хуçалансан ăнăçу пулатех”, – тенĕ ырă сунса ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ С.Мельников.

Спортра кăна мар, пур енĕпе те хастар çак çемье: юрă-ташăра та, ал ĕç тăвассипе те, общество пурнăçĕнче те. Виçĕ ача пăхса ÿстереççĕ Владимир Николаевичпа Алина Николаевна. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест, тенĕ евĕр, вĕсем те ашшĕ-амăшĕ пекех маттур.

Р.ВАСИЛЬЕВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Никифоровсем Шупашкарти уявра.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика