Челкасинский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Публикации » Тĕпрен çĕнелчĕ – çĕнĕрен çĕкленчĕ

04 декабря 2013 г.

Публикации » Тĕпрен çĕнелчĕ – çĕнĕрен çĕкленчĕ

«Çул - çĕршыв артерийĕ» текен каларăша час-часах илтме пулать. Ку чăн та çапла пулнине никам та хирĕçлеймĕ, çав вăхăтрах вара кĕпер стратегиллĕ объект та пулса тăрать. Вĕсене вăхăтра юсаса çĕнетсе тăни питĕ пĕлтерĕшлĕ.

Çакна шута илсех ĕнтĕ темиçе çул каяллах федераци, республика шайĕсенче йышăннă программăсене пурнăçа кĕртсе Чулкас ялĕ çывăхĕнчи Кĕçĕн Энĕш урлă хывнă кĕпере - вăл республика шайĕнчи «Энĕш» автоçула çыхăнтарать - тĕплĕн юсама тытăнчĕç. Çул-йĕр ĕçĕ, уйрăмах кĕпер тăвасси пĕрре те çăмăл мар, çавăнпа та автотранспортпа çÿреме пĕр хушă йывăрлăхсем те тухса тăчĕç. Чăн та ĕнтĕ пирĕн районшăн ĕç калăпăшĕсем пĕрре те пĕчĕк мар, çак каçăва асфальт-бетонпа сарнă тăршшĕ 42 метр, автомашинăсем каçмалли çул сарлакăшĕ - 8 метр. Пурнăçланă ĕçсен хакĕ 22 млн тенкĕпе танлашнă.

Çак объекта тăвас ĕçре «Мост» тулли мар яваплă общество ĕçченĕсем тăрăшнă. Строительсем кĕпере тытса тăракан пур тимĕр-бетон блоксене юсанă, кĕпер хĕррипе икĕ енчен те хÿтлĕх барьерĕсем вырнаçтарнă, ытти ĕçсене пурнăçланă.

Водительсем те, пассажирсем те тахçанах кĕтнĕ самант ноябрĕн 29-мĕшĕнче пулса иртнĕ. - Кĕпере чаплă лару-тăрура уçма район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, унăн çумĕ - строительствăпа обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, «Мост» тулли мар яваплă общество, «Чувашавтодор» УАО представителĕсем туса ирттернĕ ĕçсемпе паллашнă. Çакăн хыççăн Константин Владимирович çĕнĕ кĕперпе ун тăрăх иртекен çула уçнă май ĕçсене пахалăхлă пурнăçланине, вăл нумай-нумай çулсем çирĕп ларассине палăртнă.

Çапла вара район Çĕнĕ çулчченех Çĕнĕ çул парниллĕ пулса тăчĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Урмарская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
429415, Урмарский район, с. Челкасы, улица Карла Маркса, дом 57
Телефон: 8(83544) 34-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика