Челкасинский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Публикации » Ăс-тăнпа чун пуянлăхĕ пĕрле

30 ноября 2013 г.

Публикации » Ăс-тăнпа чун пуянлăхĕ пĕрле

Вĕренекенĕн ăс-тăнне кăна мар, чун пуянлăхне те аталантарассишĕн кашни вĕрентекен нумай вăй хурать. Çак шутра Чулкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул вĕрентекенĕсем те.

Хамăр çуралса ÿснĕ вырăна, тăван халăха юратас, унпа мухтанас, унăн историне тĕпчесе пĕлес, çав вăхăтрах ачасенче илемлĕх туйăмне аталантарас тĕллевпе эпир вĕсене нумаях пулмасть республика тăрăх экскурсие илсе тухрăмăр. Кунĕ те пире палăртнă тĕллеве пурнăçлама пулăшас тенĕн калама çук лăпкă та уяр тăчĕ. Чи малтанах эпир тĕп хуламăрти Оперăпа балет театрне çитсе куртăмăр. Пĕлтĕр К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче пулса ачасем валли лартнă спектакль пăхнăччĕ. Унта «Конек-Горбунок» балет пăхса килентĕмĕр. Театр çурчĕн хăйнеевĕрлĕхĕ, балет артисчĕсен ăсталăхĕ, вĕсен тум-тирĕ, оркестр выляни ачасене тĕлĕнтерчĕç те, тыткăнларĕç те.

Апатланнă хыççăн ачасемпе чăваш халăхне мухтава кăларнă А.Николаев космонавт çуралнă яла – Шуршăла çул тытрăмăр. Кунта вара ачасем валли тĕлĕнмелли темĕн чухлех пулчĕ. Пĕрремĕш тата хальхи космонавтсен скафандрĕсене, космосра çиекен апат-çимĕçĕсене танлаштарса пăхни, «Восход», «Восток», «Союз» космос карапĕсем пĕр-пĕринчен мĕнпе уйрăлса тăнине пĕлни, И.Сталин ячĕллĕ заводра туса кăларнă автомашинăна, ытти мĕн пур экспонатсене, космонавт çĕр çине анса ларнă саманта видеофильмра курни ачасене чăннипех пăлхантарса ячĕ. Музейран тухсан та чылайччен лăпланаймарĕç пирĕн вĕренекенсем. Музей территорийĕнчи часавая кĕрсен вара чĕрере темĕнле канăçлăх, лăпкăлăх туйăмĕ çуралать. Часавай витĕр курăнакан кăвак тÿпе çынсене ырă ĕмĕтпе малалла йыхăрнă пек туйăнать.

Çак экскурси ачасен чĕрисенче чылайлăхах асра юлчĕ. Вĕсем хамăрăн наци геройĕпе мăнаçланса мухтанас, Тăван çĕршыва юратас туйăмсем вăйланасса, уншăн ырă ĕçсем тума яланах хатĕр тăрасса шанас килет.

Г. Иванова

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
429415, Урмарский район, с. Челкасы, улица Карла Маркса, дом 57
Телефон: 8(83544) 34-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика