Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх шанăçне тÿрре кăлармаллах

16 ноября 2013 г.

Шуршăл ял хутлăхĕ пирĕн районти чи сумлă та пысăккисенчен пĕри шутланать. Паянхи кун ку тăрăхра 2000 яхăн çын пурăнать. Асăннă хутлăха мĕнпурĕ ултă ял кĕрет, Анаткас, Шуршăл, Уплер, Лапри Чăрăшкасси, Кĕтĕквар тата Кайри Шĕнерпуç. Ку ял хутлăхĕн пуçлăхĕн «йывăр лавне» темиçе çул хушши Владимир Иванович Григорьев ăнăçлă туртса пынă. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ пулма шаннă хыççăн (халĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене туса пырать) кăçалхи авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче шуршăлсем вырăнти пуçлăха çĕнĕрен суйланă. Суйлавра виçĕ кандидатурăран пуринчен те ытларах сасă пухса (83 процента яхăн) Сергей Николаевич Семенов çĕнтернĕ. Унтанпа, паллах, вăхăт нумай та иртмерĕ - икĕ уйăх кăна. Çапах та эпир район хаçачĕн кунне çак тăрăхра ирттернĕ чух, кунти ĕç-пуçпа тĕплĕнрех паллашнă май вырăнти çĕнĕ пуçлăхпа курса калаçас, унăн шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлес терĕмĕр. Çавăнпа та ăна хамăрăн темиçе ыйту çине хуравлама ыйтрăмăр.

- Сергей Николаевич, район хыпарçине вулакансене хăвăрпа кĕскен паллаштарăр-ха, ăçта, мĕнле çемьере çуралса ÿснĕ, ку яваплă ĕçе кÿлĕниччен ăçта вĕреннĕ, ĕçленĕ.

- Эпĕ ку тăрăхранах, Уплер ялĕнче хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Манăн атте, Николай Семенович, хăйĕн ĕмĕрне тăван ялхуçалăх предприятийĕнче ĕçлесе ирттернĕ темелле. Вăл тракторист пулнă, халĕ тивĕçлĕ канура. Ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн ăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» хисеплĕ ят та панă. Анне те тăван колхозрах вăй хунă. Вăл хăйĕн ĕçне выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе çыхăнтарнă, нумай çул хушши зоотехникра вăй хунă. Халĕ вăл та пенсире. Эпир вĕсен пиллĕкĕн, эпĕ - чи асли. Пире, çемьери йышлă ача-пăчана, ытлă-çитлĕ, тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстерессишĕн, çамрăклах ĕçе хăнăхтарса çитĕнтерессишĕн хытă тăрăшнă вĕсем. Тавах аттепе аннене çавăншăн.

Шуршăлти вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн эпĕ Çĕрпÿри ялхуçалăх техникумĕнче пĕлÿ пухрăм, техник-механик дипломне алла илтĕм. Ун хыççăн икĕ çул çарта службăра тăнă. Салтак тумне хывсан вара Сĕнтĕрвăрринчи 28-мĕш номерлĕ професси училищине ĕçе вырнаçнă. Мастер, аслă мастер, инструктор пулнă, ĕçленĕ хушăрах куçăмсăр майпа (заочно) Шупашкарти ялхуçалăх академийĕнче вĕрентĕм, аслă пĕлÿ илтĕм. Çапла вара 23 çул профтехучилищĕре ĕçленĕ хыççăн кĕтмен çĕртен çĕнĕ ĕçе тытăнмалла пулчĕ. Уплерте пирĕн хамăрăн кил-çурт, хуçалăх. Мăшăрăмпа – Лариса Петровнăпа (вăл БТИре ĕçлет) – икĕ хĕрпе пĕр ывăл çитĕнтеретпĕр.

- Мĕншĕн кĕтмен çĕртен тетĕр… Сире ял хутлăхĕн пуçлăхĕн пуканне йышăнма ку тăрăхра пурăнакансен самай пысăк йышĕ шаннă-çке-ха.

- Çапла. Ку тĕрĕс. Темле пулсан та манăн тăван тăрăхри халăх шанăçне тÿрре кăларма тăрăшмалла. Тата пирĕн Шуршăл ялĕ вăл районĕпе, республикипе, Раççейпе çеç мар, тĕнчипе палăрнă ял-çке. Пирĕн мухтавлă, паттăр космонавт А. Николаев çуралса ÿснĕ тăрăха таçтан та халăх йышлăн килет. Аякран килнĕ туристсем умĕнче «пите хĕретмелле» ан пултăр тесен пирĕн яланах пур енĕпе те çÿллĕ шайра пулмалла. Паллах, чи малтан таврари çула, урамсене тирпейлĕ тытса, çÿп-çапран тасатсах тăмалла. Акă, Кайри Шĕнерпуç ялĕн пĕр урамĕнче вăхăтлăх пуçтарнă çÿп-çапа нумаях пулмасть тиесе кирлĕ çĕре ăсатрăмăр. Ытти ялсенче те ку тĕлĕшпе ыйтусем пур-ха.

– Çынсене ĕçмелли шывпа тивĕçтересси, ял урамĕсем хушшинче яка çулсем сарасси енĕпе ĕçсем мĕнлерех пыраççĕ.

- Ку тĕлĕшпе ман умĕнхи пуçлăх – Владимир Иванович Григорьев питĕ хастар ĕçленĕ. Ял çыннисем ăна çакăншăн ырăпа асăнаççĕ. Эпĕ те унран юласшăн мар. Вырăнти 13 депутатпа канашласа, пĕр-пĕрне кулленхи ĕçре пулăшса пырса ĕçлесшĕн. Ял хутлăхне кĕрекен Лапри Чăрăшкасси, Уплер ялĕсенчи асфальт сарман урамсенчи çулсене юсаттарасшăн.

Шыв ыйтăвĕпе те проблемăсем çук мар, хăшпĕр çĕрте колонкăсем юхаççĕ .Юрать-ха, çакнашкал пăтăрмахсене пĕтернĕ çĕре ял халăхĕ те активлă хутшăнать. Акă, нумаях пулмасть Уплер, Анаткас, Лапри Чăрăшкасси ялĕсенче шыв пăрăхĕсене юсанă çĕре вырăнта пурăнакан халăх активлăн хутшăнчĕ. Пĕр сăмахпа каласан, «нимелле» туса ирттеретпĕр çак ĕçсене.

- Сире кулленхи ĕçре ял хутлăхĕн специалисчĕсем, культработниксем, ялти интеллигенци те пулăшаççĕ пулĕ.

- Паллах. Ку ĕç маншăн çĕнĕ. Хăнăхма, вĕренме вăхăт кирлĕ. Çавна май ял хутлăхĕн специалисчĕсем Маргарита Вениаминовна Григорьева, Елизавета Николаевна Андреева тата вырăнти депутатсемпе культработниксем пулăшаççĕ. Пирĕн хутлăх территорийĕнче пĕр шкул, виçĕ культура учрежденийĕ, икĕ библиотека вырнаçнă Уплерти клуба газ кĕртсе ăшăтмалла тăвасшăн. Шуршăлти Культура керменĕ, Кайри Шĕнерпуçĕнчи культура «вучахĕ» ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ.

- Сергей Николаевич, Шуршăл тăрăхĕнче халăх йышлă пурăнать. Çавна май Сирĕн пата кунсерен тенĕ пек вун-вун çын тĕрлĕ ыйтупа кĕрсе тухать. Эсир вĕсене мĕнлерех йышăнатăр.

- Паллах, кашнинех тимлĕн итлеме, кашнин ыйтăвне май килнĕ таран татса пама тăрăшатăп. Никама та «аюк» тесе йышăнмасăр кÿрентерес теместĕп. Мĕншĕн тесен мана халăх шанса панă çак ĕçе. Манăн унăн шанăçне тÿрре кăларма тăрăшмалла, май пур таран ăна пулăшмалла.

- Мĕнех, Сергей Николаевич, Сире малашнехи çак çăмăл мар ĕçре ăнăçусем сунатпăр.

- Тавах.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429584, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с. Шоршелы, ул. 30 лет Победы, 18
Телефон: 8(83542) 35237
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика