Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулсене пулăшрĕ

30 ноября 2013 г.

"Тĕрлĕ шкул ача шучĕпе мар, хăйĕн шкул вĕренсе тухаканĕсен çитĕнĕвĕсемпе мăнаçланать", - тесе каланă С.А.Пирогов. Аслă Елчĕк шкулĕнчен вĕренсе тухнисенчен наукăра, спортра, строительствăра, управлени енĕпе палăрнă çынсем питĕ нумай. Уйрăмах ялта спортпа туслă çынсем йышлă. Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе пĕрремĕш спорт мастерĕ И.Уркин пулнă. Унсăр пуçне спорт мастерĕн тата спорт мастерĕн кандидачĕсен нормативĕсене тултарнă çамрăксем те сахал мар. Вĕсен шутĕнче 1983 çулта Аслă Елчĕк ялĕнче çуралнă Игорь Мешков. Вăл пирĕн районта ирттернĕ Акатуй вăййисенче çамрăксен хушшинче темиçе хутчен те паттăр ятне илме пултарнă. Мускавра ВДНХра пĕтĕм чăвашсен хушшинче иртекен Акатуйĕнче пĕрремĕш вырăна тухса така çĕнсе илнĕ. Унсăр пуçне И.Мешков темиçе хутчен те республикăра тата унăн тулашĕнче тĕрлĕ ăмăртусенче пысăк çитĕнỹсем тунă. Халĕ вăл Санкт-Петербург хулинче пысăк фирмăра ĕçлет. Нумаях пулмасть Игорь хăйĕн тăван ялне таврăнчĕ. Килсенех вăл хăй вĕреннĕ шкула çитме шутларĕ. Кунта та вăл пушă алăпа каймарĕ - çитес хĕл валли йĕлтĕрсене хатĕрлемелли, тĕрлĕ сĕрмелли хатĕрсем 10 пин тенкĕлĕх туянса пачĕ. Унăн ачи Рома Елчĕк шкулĕнче вĕреннипе вăл ăна та çавăн чухлĕ суммăллăх спорт инвентарĕ парнелерĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика