Малотаябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш тĕрри - халăх пуянлăхĕ

30 ноября 2013 г.

"Илемлĕ, илемлĕ,

Илемлĕ чăваш тĕрри,

Илемлĕ чăваш тĕрри те

Тĕрлеме пĕлсен кăна", - шăрантараттăмăрччĕ эпир çак çепĕç юрра ача садне çỹренĕ чухнех. Халĕ те хамăр халăхăн çĕр пин юрри-ташшине, çĕр пин тĕррине, йăли-йĕркине, апат-çимĕçне пĕлсе ỹсетпĕр. Мĕншĕн тетĕр-и? Шкулта, тăван ен культурин урокĕнче ал тутрисем эрешлетпĕр. Кайран вара çак ĕçсем курава лекеççĕ.

Ĕлĕкхи чăваш тĕрринче çырулăх пуррине те пĕлетпĕр. Унта хĕвел, çут çанталăк пулăмĕсем палăраççĕ. Тĕпчев-çĕсем вĕсене вулама та пултарнă. Тĕрĕ питĕ хаклă, вăл аваллăхпа çыхăнса тăрать. Ĕлĕк-авал ăна тем чухлĕ укçа парсан та сутман. Тĕрĕ илемлĕхе çеç пĕлтермен. Ун çине пăхса çыннăн пурнăçне курма пулнă.

Ют çĕр-шыв хăнисем чăваш эрешĕн илемлĕхне, асамлăхне курса ырланă. Анчах мĕнле çуралать-ха çав тупра? Пирĕн аннесемпе асаннесем хĕресле тĕрлеççĕ халĕ. Анчах та ĕлĕк мăн асаннесем хантăсла, чĕнтĕр, йĕпкĕн тата ытти çĕвĕпе усă курнă. Чăваш тĕрринче 32 тĕслĕ çĕвĕ тĕл пулни çинчен вĕрентеççĕ пире тăван ен культурин урокĕнче.

Хальхи вăхăтра хĕр тĕрĕпе качча каймасть. Турăш умне çакмаллисем те урăхла, вĕсене пасарта туянма май пур. Анчах та унччен ун пек пулман-çке. Вăл вăхăтра турăш умне çакмалли ал шăлли çеç виççĕ кирлĕ пулнă. Унсăр пуçне минтер пичĕсем тата ыттисем те. Тĕрĕпе качча килнĕ хĕр пуян, ĕçчен шутланнă. Туй халăхĕ те унăн туприне курма, пахалама пултарнă. Вĕсене пурне те çын курмалли вырăна çакнă.

Ку тĕрĕ манăçа тухнине пĕлтермест. Халĕ те ăста сахал мар. Хĕр килĕшме те, туя та чăваш кĕпи тăхăнса, тĕрленĕ саппун çакса, эрешлĕ тутăр çыхса каяççĕ. Пĕррехинче пирĕн анне те çавăн пек кайрĕ. Ай, мĕнле илемлĕ-çке! Юлашкинчен эпĕ çавăн пек каласшăн: "Чăваш тĕрри - халăх пуянлăхĕ, мăнаçлăхĕ".

Кристина БАХОМОВА. Кĕçĕн Таяпа ялĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика