Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çавра çăкăр сар хĕвел пек

23 ноября 2013 г.

Иртнĕ тăхăр уйăхра ял хуçалăх продукчĕсем туса илнин калăпăшĕ, хаксемпе шутласан, 622,1 миллион тенкĕпе танлашнă. Мĕн пур категориллĕ хуçалăхсенче ял хуçалăх продукчĕсен калăпăшĕн индексĕ, пĕлтĕрхи çав тапхăртипе танлаштарсан, 87,4 процент.

Районĕпе илсен, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 6996 гектар çинчен пухса кĕртнĕ. Вăтам тухăç – 17 центнер. Тырă пурĕ 11823 тонна туса илнĕ. Ку енĕпе «Новый путь» хуçалăх кăтартăвĕ пуринчен те лайăх. Гектар тухăçĕ – 22,5 центнер, пĕтĕмпе 278,7 тонна пухса кĕртнĕ. С.Волков хресчен-фермер хуçалăхĕнче тĕш тырăсем гектартан 22 центнер, «Журавлев» хуçалăхра – 19,5, «Правда» обществăра 17,9 центнер тухнă. Сар хĕвел пек çавра çăкăр тăрăшмасăр, вăй хумасăр пулмасть çав. Çĕр улми тухăçĕ 186 центнерпа танлашнă, пурĕ 29,2 пин тонна туса илнĕ. С.Волков хресчен-фермер хуçалăхĕ уйрăмах пысăк тухăç илнĕ, 78 гектартан 300-шер центнер. «Чăваш Ен ял хуçалăх продукчĕсем» обществăра 100 гектартан 285-шер центнер пухса кĕртнĕ. Пысăк репродукциллĕ «Роко», «Невский», «Удача», «Гала», «Пикассо» сортсем уйрăмах ăнса пулнă. Пахча çимĕçсем пурĕ 78,6 гектар йышăннă. Вĕсен тухăçĕ – 401,7 центнер, 3 пин тонна ытла пухса кĕртнĕ. Ку енĕпе С.Волков хресчен-фермер хуçалăхĕ (490 центнер), «Чăваш Ен ял хуçалăх продукчĕсем» общество (400 центнер), В.Узянов хресчен-фермер хуçалăхĕ (380 центнер) малтисем.

Çумăрлă çанталăк вăрăма кайнине пула чылай организацисем фермерсене «иккĕмĕш çăкăра» пухса кĕртме пулăшрĕç. Районĕпе кĕр тыррисене 2310 гектар акса хăварнă. Таса çĕртме уйĕсене вăхăтра сухаласа çемçетнĕрен «Новый путь», «Рабия» Агрофирма» общество кĕр аки планне пурнăçларĕç. Кĕрхи çĕртме сухине 4848 гектар тунă. Çак ĕçе «Алмаз», «Новый путь», «Колос» хуçалăхсем пĕтĕмĕшпех вĕçлерĕç.

Иртнĕ тăхăр уйăхра хуçалăхсене тĕрлĕ шайри бюджетсенчен тавăрса памалла мар 42 миллион та 593 пин тенкĕ уйăрса панă. Çав шутран федераци бюджетĕнчен 31 миллион та 159 пин, республика бюджетĕнчен 11 миллион та 434 пин тенкĕ.

Хальхи техникăпа, ресурссене перекетлемелли технологипе усă курни ял хуçалăхне ăнăçлă аталантарма, производство кăтартăвĕсене лайăхлатма, тупăшлă продукци илме пулăшать. Пурлăхпа техника базине çĕнетме çăмăл маррине пăхмасăр, районти предприятисемпе хуçалăхсем машина-трактор паркĕсене пуянлатма тăрăшаççĕ. Иртнĕ тăхăр уйăхра аграри предприятийĕсем инвестици кредичĕпе тата хăйсен вăйĕпе парксене 18 миллион тенкĕлĕх çĕнетнĕ. Çав шутран «Новый путь» хуçалăх кăна 6 миллион та 25 пин те 365 тенкĕлĕх, А.Филиппов, Т.Яковлева хресчен-фермер хуçалăхĕсем МТЗ-82 «Беларусь» трактор илчĕç. Ульянов ячĕллĕ хуçалăх инвестици кредичĕпе 4 миллион та 999 тенкĕлĕх тĕш тырă пухса кĕртмелли «Полесье» комбайн, «Правда» обществăра хăйсен вăйĕпе 400 пинлĕх «Ярославич КБМ-6» культиватор, «Алмаз» обществăра 430 пинлĕх КПК-8,5 культиватор туяннă. «Авангард» хуçалăх машина-трактор паркне 5 миллион та 800 тенкĕлĕх çĕнетнĕ.

Иртнĕ тăхăр уйăхра мĕн пур категориллĕ хуçалăхсенче пĕтĕмĕшле сăвăм 19,4 пин тоннăпа, пĕлтĕрхи çав тапхăртипе танлаштарсан, 100,4 процент танлашнă. Ял хуçалăх предприятийĕсенче 2958,18 тонна сĕт суса илнĕ. Паянхи куна, ял хуçалăх предприятийĕсем кашни ĕнерен куллен 12,1 килограмм сĕт сăваççĕ. Малта пыракан «Новый путь» хуçалăх – 17,5 килограмм.

«Новый путь», «Правда» хуçалăхсем тĕш тырăсене упрама çĕнĕ складсем çĕклерĕç. Çак кунсенче Чăваш Сурăм ферминче ĕне тума уйăрнă тынасем валли 200 пуç вырнаçмалăх çĕнĕ вите ĕçе кайрĕ. Асăннă хуçалăхсен ертÿçисене, пĕтĕм коллективсене районти ял хуçалăх аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн тав тăватăп.

Январь-сентябрь уйăхĕсенче аш-какай 1,78 пин тонна (100,6 процент) туса илнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенче – 296,9 тонна. Ку енĕпе те «Новый путь» хуçалăх пĕрремĕш вырăнта, пурĕ 205,3 тонна (ял хуçалăх предприятийĕсем туса илнин 69 проценчĕ) туса илнĕ.

Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне, районта ĕне выльăхсем – 11127 пуç. Çав шутран ĕнесем 5460 шутланаççĕ. Сыснасем пурĕ 2560 пуç. Ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕне выльăхсем 2179 пуç (99,5 процент). Çав шутран ĕнесем – 770.

Обществăла выльăх-чĕрлĕхе валли утă 3783 тонна, сенаж – 7147, силос 2300 тонна хатĕрленĕ. Кашни условнăй выльăх пуçне улăм тата сĕтеклĕ апатсем – 35 апат единици ытларах.

Ял хуçалăх предприятийĕсенче пурĕ 332 çын вăй хурать. Вĕсен вăтам ĕç укçи – 8723 тенкĕ (119,7 процент). Çав вăхăтрах «Новый путь» хуçалăх ĕçченĕсем уйăхсерен 9849 тенкĕ илеççĕ.

Агропромышленноç комплексĕ мĕнле ĕçленинчен район тата республика экономикин аталанăвĕ нумай килет. Кирек епле йывăрлăха та, çанталăкăн япăх условийĕсене сирсе яма яланах хатĕр пуласчĕ. Паллах, пĕрлехи вăйпа. Ахальтен мар пĕрлĕхре – вăй, тетпĕр. Çавна тĕпе хурса, пĕрле, пĕр тĕллевпе ĕçлесе пырсан ăнăçу пулатех.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика