Сабанчинское сельское поселение Яльчикского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Часавай усална

27 ноября 2013 г.

Чỹк уйăхĕн 21-мĕшĕнче православи тĕнне ĕненекенсем Михаил архистратигăн тата тỹпери ỹт-пỹсĕр ытти пирĕштин пĕрлĕхĕн кунне паллă тунă.

Çак уяв Тип Тимеш ялĕн престол уявĕ те шутланать. Кăçалхи праçникре ялта Михаил архистратиг ячĕпе хăпартнă часавая савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Часавая Канаш тата Тăвай епископĕ Стефан сăвапланă. Çак ятпа йĕркеленĕ кĕлĕсене округăн благочиннăйĕ Александр Сенькин протоиерей тата округ клирикĕсем хутшăннă.

Часавая Тип Тимеш ялĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Виктор Смирнов пуçарăвĕпе тума тытăннă. Унăн шухăшĕсене хулара ĕçлесе пурăнакан ытти ентешĕсем те - СССР спорт мастерĕ, кире пуканĕ йăтакансен республикăри федерацине ертсе пыракан Юрий Карпов, Юрий Лукиянов ырласа йышăннă, ăна çак ĕçре пулăшса пынă. Тăван ял ырлăхĕшĕн тата пуласлăхĕшĕн тăрăшакансем малашне часавай тавра карта тытма, йывăçсем лартма шухăшлаççĕ.

Часавай уçăлнишĕн ял-йыш савăнмаллипех савăннă. Ăна туса лартма пуçару тунă çынсене вара пурте кăмăлтан тав тунине палăртаççĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика