Чепкас-Никольское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аннесене чысларĕç

23 ноября 2013 г.

Паянхи куна илес пулсан, ачасене усрава илнĕ 14 çемье шутланать, вĕсенче 26 ача хÿтлĕх, амăшĕ ăшшине тупнă. Çавăн пекех 29 çемьере 32 ачана опекăна илнĕ.

Ачасене чăн-чăн чĕре ăшши паракан хĕрарăмсен йышĕнче – Васанти О.Филиппова тата Карапай Шăмăршăри Т.Амосовапа Анат Чаткасри И.Ефимова, Палтиелĕнчи Э.Калакова. Хăйсен çемйисене йышăннă ачасемшĕн вĕсем çуратнă амăшĕсем пекех. Вĕсен ыр кăмăллăхĕ, чун-чĕре ăшши пурин вали те çитет. Тен, ытлашшипех те.

О.Филиппованах илер. Унăн çемйинче халĕ, тăван хĕрĕ Кристинăсăр пуçне, усрава илнĕ тата тăхăр ача. Халĕ ÿснĕ ĕнтĕ вĕсем. Хăйĕн тĕпренчĕкĕсем вырăннех шутланакансене çи- тĕнтерме, паллах, сахал мар чăтăмлăх кирлĕ пулнă. Çĕр çывăрман каçсем те пулман мар-тăр.

Ачасем пурте Васанти шкулта вĕреннĕ, халĕ тĕрлĕ çĕрте малалла пĕлÿ илеççĕ.

Т.Амосован – хăйĕн пурнăç философийĕ. Мĕн çамрăкран унра иксĕлми вăй-хал тапса тăрать. Ĕçчен хĕрарăм, опытлă медицина сестри. Икĕ ывăл çуратса пăхса ÿстернĕ вăл, пĕри – милиционер, тепри– Карапай Шăмăршăри психоневрологи интерначĕн фельдшерĕ.

Татьяна Анатольевна тата икĕ тăлăха хăйĕн хÿттине илнĕ, çемье ăшши панă.

И.Ефимова та ачасене чун- чĕререн юратать. Унăн хăйĕн Яна хĕрĕ тата усрава илнĕ Динăпа Максим. «Чĕре ырă пулсан, ачасем те ырă çынсем пулса çитĕнеççĕ» – çак принциппа пурăнать Ирина Евгеньевна. Çынна ăнланма пĕлет вăл, пурне те пулăшма хатĕр. Чăн-чăн аннен çапла пулмалла та.

Хăшĕсем ачана усрава илме иккĕленсе, шикленсе тăраççĕ. Э.Калакова вара ун пек хĕрарăм мар. Халĕ Эиле Мегсуговна, хăйĕн ачисĕр пуçне, Дарьяпа Сарăшăн та чун-чĕре ăшшине хĕрхенмест, шеллемест. Усрав ачасемшĕн вăл тăван амăшĕ вырăнĕнчех. Ун ăшшипе юратăвне кунсерен туяççĕ ачасем, ырришĕн ырăпах тавăрма тăрăшаççĕ.

Маттур хĕрарăмсене – чăн-чăн Амăшĕсене – уяв ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков, ЗАГС уйрăмĕн ертÿçи Е.Федорова саламларĕç.Районти хĕрарăмсен Канашĕ ячĕпе уява килнисене А.Смаева ырлăх-сывлăх,телей сунчĕ. Тавах сире, тайма пуç, ытарайми аннесем!

И.ХУРАСЬКИНА.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429178, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Чепкас-Никольское, ул. Чапаева, 24
Телефон: 8(83546) 2-72-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика