Красночетайское сельское поселениеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Ташла, ухмах, илсе парап пушмак…"

23 ноября 2013 г.

Ялпа хула çыннине хăçан уйăрма пăрахĕç?

Хуть те мĕн тесен те, ялпа хула çынни хушшинче уйрăмлăх яланах пулнă: пурнăç условийĕсенче те, йăла-йĕркере те, мĕн тăхăннипе мĕн çининче те...

Атă-калуш – ял палли?

Хальхи вăхăтра ялта та хуларинчен кая мар пурăнма тăрăшаççĕ: чаплă кил-çурт, машина, тем тĕрлĕ йăла техники, пÿртех кĕрсе тухакан сивĕ тата ăшă шыв, ванна, душ. Кăмакаллă хуçалăхсем юлманпа пĕрех, "кăвак çулăм" çунтарма ан ÿркен кăна, пÿртре яланах ăшă пулать. Апла пулин те ял çыннин уринчен хĕлĕн-çăвĕн тенĕ пек атă-калуш хывăнмасть. Çакăн сăлтавĕ иккĕ.

Пĕрремĕшĕ – ялта йĕркеллĕ çулсем пулманни. Çавăнпах резина атă ял палли пулса тăнă. Унсăрăн çуркунне тата кĕркунне (тепĕр чух çулла та) ял тăрăх утса тухма май çук вĕт. Хальхи вăхăтра ял çыннисем те хăйсен пурнăçне çăмăллатас тесе машина туянаççĕ, анчах та пÿрт умне çитекен асфальт пулмасан унран усси те сахалрах. Çав-çавах урана атă тăхăнатăн та ял пуçне лартса хăварнă машина патне чĕр куççи таран лапра тăрăх çуран утатăн. Кăмăлу пулсан, кайран машинăра уруна урăх пушмак улăштарса тăхăнатăн. Çапла тăватпăр та. Кунĕпе резина атăпа çÿрени сывлăхшăн сиенлĕ-çке. Хитре пушмак тăхăнса асфальт тăрăх шаклаттарса çÿрекенсене (çулсемшĕн яваплисене) ир-каç хампа пĕрле "лыка çăрма" илсе тухас килет те...

Иккĕмĕш сăлтавĕ – ялта выльăх-чĕрлĕх усранинче. Тем тесен те, выльăх картине хитре пушмакпа кĕместĕнех. Ирĕксĕрех, хăй темĕнле таса-тирпейлĕ пурăнать пулин те выльăх усракан ĕни-сурăхне пăхма тухнă чух резина атă е калуш тăхăнать.

Тĕрĕссипе, ялта пурăнаканăн выльăх усрамаллах тесе ниçта та çырса хуман-ха. Мăнтарăн ял çынни, пурнăçа саплаштарса пырас тесе ĕне, тепри тата иккĕ-виççĕ те, усрать, пăрушĕ-вăкăрне пăхса ÿстерет. Сĕтне те, ашне те йÿнĕпе кăна туянаççĕ пулсан та пилĕк авса тар тăкать. Ирпе тăрса хăй çийиччен выльăхне апат пама е ĕнине сума тухать, çăвĕпе канма пĕлмесĕр хĕл валли выльăх апачĕ хатĕрлет. Хăй мĕн тăхăнни çинчен шухăшлама вăхăчĕ те çук пуль çав кун пек чух...

Хаксем "çыртаççĕ"

Йĕркеллĕ пурăнма шутлакан, ĕçсе-çапкаланса çÿремен ял çынни, чăннипех те, ырми-канми ĕçлет. Тар тăкса туса илнĕ сĕтне йÿнĕпе парать те кайран лавккаран таварне хаклăпа туянать. Юрать-ха, кăçал сĕт хакĕ тиркемеллех пулмарĕ тейĕпĕр. Хулара пурăнакансем сĕт-çу таварĕ хакланни пирки кăмăлсăрланнине палăртаççĕ-ха, анчах та çав-çавах вĕсен унта хаксем ялти пек "çыртмаççĕ". Ял пирки мĕн калаçмалли пур, енчен те Хĕрлĕ Чутай салипе Çĕмĕрле хулинчи хаксем те палăрмаллах уйрăлса тăраççĕ пулсан? Акă, калăпăр, Çĕмĕрлере шăнтнă скумбри 84 тенкĕ тăрать пулсан, пирĕн патра – 110-130 тенкĕ, тăварланă сельдь Çĕмĕрлере 75 тенкĕ, кунта – 95-100, "Докторская" кăлпасси хулара 210 тенкĕ, Чутайра – 260. Çакна пулах хăш-пĕр ял çыннисем апат-çимĕçе е ытти кашни кун кирлĕ тавара хулана кайса йÿнĕрех хакпа туянса килме тăрăшаççĕ.

Ку енчен хула çыннин пурнăçĕ тем тесен те лайăх çав: çулталăкĕпе алла кĕрепле-сенкĕ тытмасăрах, пахчара пилĕк авмасăрах сĕт-турăх та, пахча çимĕç те, улма-çырла та юрăхлă хакпа туянма пултарать. Лавккисем шăкăрин, тух та ил. Лавккари купăста-хăяр нитратлă пулма пултарать тетĕр-и? Ялти пахчара сиенсĕр çимĕç ÿсет тесе кам шантарса калама пултарать? Колорадо нăррине пĕтерес тесе çăвĕпе наркăмăш сирпĕтетпĕр, пĕлĕтрен таса мар çумăр çăвать. Ахальтен мар помидор пулса çитичченех хуралса ларать пуль. Çăвĕпех тăрăшни те сая каять кăна тепĕр чух.

Лавккасем тенĕрен, хулара вĕсем туллиех терĕмĕр. Хайхи, хăть хĕлле, хăть çумăрлă хура кĕркунне, хитре пушмак тăхăн та асфальт тăрăх шаклаттарса хăвна килĕшнĕ лавккана тухса кĕр. Ялта вара? Асфальтлă урамсенче ял çыннисем те лавккасем уçаççĕ-ха, ку аван. Асфальт çук çĕрте вара ялĕпе те пĕр лавкка, унта та хакĕсем чăтма çук «çыртаççĕ». Çĕмĕрлерипе кăна мар, Чутайрипе танлаштарсан та кунти хаксем самай пысăк. Ăçта кайса кĕрес ял çыннин? Пурте район центрне е Çĕмĕрлене каяймаççĕ-çке, ял лавккинех утмалла.

Хулана тавар туянма каймалла тенĕрен, унта та пуçне тутăр çыхнă, урине атă тăхăннă ял çыннине уйăраççех. "Сирĕн çине пăхсан эсир мĕнле тавар туянма пултарни курăнать-ха", – теме те именмеççĕ хула сутуçисем.

Пĕтĕмĕшле илсен, йĕркеллĕ çулсем пулни ял çыннин пурнăçне пур енчен те самай çăмăллатать. Ялта пурăнакан, темĕнле ĕçчен пулсан та, çак ыйтăва хăех татса параймасть. Хĕлле юр хупласа лартнă урамсене кĕреçепе уçма вĕренсе çитрĕмĕр-ха, анчах та асфальт сарма кĕреçе вăйĕ кăна çителĕксĕр. Хăçан та пулин çак ырлăх пур яла та çитессе шанса ĕмĕтленмелли кăна юлать. Мĕнех, кĕтме пĕлекенсем телейлĕ теççĕ...

"Ташла" та чăт

Хулара пурăнакан ял çыннине уйăрнă та, уйăрать те. Телевизорпа та киносенче ял çыннисене ытларах чухне пăтранчăк сăмакун ĕçекен айванккасем евĕр сăнласа кăтартаççĕ те.

Хулапа ял пурнăçĕ питĕ уйрăлса тăнăранах чылай ашшĕ-амăшĕ ачисене хулара пурăнтарасшăн тăрăшать. Ялта çамрăксем юлманпа пĕрех вĕт.

Ял пурнăçĕ çинчен шухăшăма палăртнă май темшĕн ача чухнех илтнĕ пĕр такмак аса килчĕ:

Ташла, ухмах, илсе парап пушмак,

Çÿллĕ кĕлĕллине, вун ик тÿмеллине.

Пушмак илме укçа çук,

Сан пек ухмах ялта çук.

Хамран аслăрах çынсенчен те ыйтса пăхрăм – мĕншĕн "ухмах", урăх сăмах мар? Никам та ăнлантарса параймарĕ.

Ан кÿренĕр те, хисеплĕ ял çыннисем, эпĕ хам та ялта пурăнатăп, анчах та темшĕн тепĕр чухне, чун кÿтсе килсен, çак сăмахсене пирĕн çинчен каланăн туйăнать. Сăнарлăн каласан, "çÿллĕ кĕлĕллĕ пушмак" çителĕклĕ пурнăç пулсан, "ташла, ухмах" тени ялта пурăнаканăн çав пурнăç çитессе шанса ăшталанмалли кăна юлнине пĕлтерет пуль...

Шутласа пăхар-ха, пĕр ĕне усракан çын патшалăха сĕт парса уссине курать-ши? Вăтамран çулталăкне 30 пин тенкĕлĕх сĕт парать тейĕпĕр. Пĕр гектар çĕре икĕ хут çултарма вăтамран 7000 тенкĕ тухать, машинăпа тиесе килме вăтамран 1500-2000 тенкĕ (пĕр рейсшăн 500 тенкĕ). Тырă çулталăка сахалтан та 500 кг, 4000 тенкĕлĕх кирлĕ. Кусем çумне тĕрлĕ вăрă, тырă авăртнă, тислĕк кăларнă, башньăран килекен шыв хакĕсене хушăр. Халĕ тата уттине те трактор çине çакнă кĕреплепе пухтаратпăр. Уя кăларнă ĕнесене черетпе пăхма хăвăн вăхăт пулмасан çынна 700-1000 тенкĕ тÿлемелле. Çаксене пĕтĕмпех шута илсен... Лăш курмасăр тар тăкнин усси çакă пулать-и? Ĕнине усранине кура сĕт-турăхне, çу-тăпăрчине çителĕклĕ çиесчĕ хăть. Çăкăр илмелĕх те пулин укçа пултăр тесех тапаçланатпăр çав.

Алина ИТТИ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Красные Четаи
Телефон: 8(83551) 2-13-61
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика