Кильдюшевский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлехи вăйпа

25 ноября 2013 г.

Пĕрлехи вăйпа

Тĕмерте пурăнакансем ял сăн-сăпатне улăштарас, тирпей-илем кĕртес, ял урамĕсене вакă чул сарса хытарас тĕлĕшпе кашни çулах чылай ĕç тăваççĕ. Пĕлтĕр тата кăçал, акă, ял урамĕсене вак чул сарса хытарчĕç. "Кăçал Шкул урамĕнчи 400 метр ытларах çула тăпраран çĕр хăпартма тата вак чул сарма Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн бюджетĕнчен 455 пин тенкĕ уйăрнă, ял çыннисенчен те сахал мар пуçтарнă. Çак ĕçе Елчĕкри ДПМК пурнăçланă, халĕ ялăн кашни урамне йĕпе-сапара та çăмăл автомашинăпа кĕрсе тухма пулать", - пĕлтерчĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Леонид Кошкин.

Çапах та ял тулашĕнче вырнаçнă культура çурчĕпе шкул патне пыракан çула чул сарса хытарма укçа-тенкĕ çитмен. Ял хастарĕсем - шкул директорĕ Александр Муллин тата Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ, хальхи вăхăтра Красноармейски район прокурорĕнче ĕçлекен Николай Муллин çак çитменлĕхе пĕтерме тĕллев тытнă. Шупашкарта ĕçлесе пурăнакан Виссарион Марков предприниматель, ял çыннисем, шкулти учительсем Тĕп урамран шкул патне çити вак чулран тротуар сарма укçа-тенкĕ панă. Шăмат кун учительсемпе шкул ачисем, ял çыннисем пĕрлехи вăйпа тăрăшса ĕçлерĕç, 200 метр ытларах тротуар сарчĕç.

Халĕ шкула йĕпе-сапара та пылчăк çăрмасăрах çитме пулать. Çывăх вăхăтрах Шкул урамĕнчен шкул патне автомашина çулне чул сарса хытарасшăн. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ К.Мифтахутдинов, яла унччен те чылай пулăшнăскер, 100 метр ытларах çула чул сарса хытарма 36 пин тенкĕ уйăрнă. Унăн пулăшуçи Виталий Питаков ук-çана шкул директорне ĕçлекен халăх умĕнче пачĕ. Ку укçа палăртнă ĕçе вĕçлеме çитмест-ха. Çавăнпа шкул коллективĕ хуçалăх тата спонсорсем пулăшу аллине тăсса парасса шанать.

Н.АЛЕКСЕЕВ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Администрация Кильдюшевского сельского поселения

Чувашская Республика Яльчикский район  д. Кильдюшево, ул. 40 лет Победы, 20

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика