Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ ыйтусем сÿтсе яврĕç

23 ноября 2013 г.

Ноябрĕн 20-мĕшĕнче, Ачасен пĕтĕм тĕнчери кунĕнче, районта информаци кунĕ пулчĕ. Ăна ирттерме тĕп хуламăртан Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Николай Якимов, Чăваш Республикинчи «Патшалăх регистрацин, кадастрпа картографин федераллă кадастр палатин федераллă служби» ФПБУ филиалĕн директорĕ Игорь Татур, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Мидуков тата ыттисем те килсе çитрĕç. Информаци кунне хутшăннисем мероприятин тĕп темисене — Раççей Федерацийĕн Конституцине йышăннăранпа 20 çул çитнине паллă тăвасси, 2014 çулхи республика бюджетне сÿтсе явасси, çул çитмен ачасен прависене хÿтĕлесси тата ыттине те — çутатрĕç. Информаци кунне район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, пай начальникĕсем Евгений Чернов, Светлана Ульдина, Николай Максимов, районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ, полици подполковникĕ Геннадий Кокшин хутшăнчĕç. ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕн ушкăнĕ Шурут ял тăрăхĕнче пулса «Победа» ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕçченĕсемпе, Шурут вăтам шкулĕн учителĕсемпе тата унта вĕренекенсемпе тĕл пулчĕ. Тĕп темăсемсĕр пуçне тĕл пулусенче 2013—2014 çулсен кĕркуннехи — хĕллехи тапхăрĕнче шыв объекчĕсем çинчи хăрушсăрлăха тивĕçтерес мерăсем çинчен те сăмах хускатрĕç. Çавăн пекех пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене аталантармалли республика программине 2013 çулта пурнăçланин малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем тата 2014 çулта пулăшмалли приоритетлă плансем çинчен те сăмах пычĕ. Геннадий Николаевич ертсе пыракан информушкăн Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕнче «Çĕрпÿелĕнчи кирпĕч завочĕ» акционерсен хупă обществинче ĕçлекенсемпе тĕл пулу ирттерчĕ. Кунта яланах маттур та тăрăшуллă çынсем ĕçленĕ, ĕçлеççĕ те. Кăçал та вĕсем яваплăха туйса вăй хунă. Кăтартусем те пĕлтĕрхинчен лайăхрах. Обществăра тăрăшакансем кунсерен 10—15-шер пин хĕрлĕ кирпĕч кăлараççĕ. «2013 çулта эпир 1 млн та 800 пин кирпĕч туса сутнă та», — паллаштарчĕ ĕçĕ-хĕлĕпе Аглем Ибрагимов директор. Паянхи кун АХО-ра 50 çын ытла ĕçлет. Вĕсем пурте ĕçченлĕхпе палăрни çинчен те каларĕ ертÿçĕ. Калаçăва малалла Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ракчеев тăсрĕ. «Ял малашлăхĕ пĕтĕмпех хамăртан, çамрăксенчен килет. Кăçал тирпей ĕçĕпе ытларах тăрăшрăмăр. Çак ĕçе ял çыннисене те явăçтарнă. Халăха общество ĕçне яланах хутшăнтараттăмăр. Халĕ — йывăрланчĕ. «Ял администрацийĕ тутăр теççĕ», — терĕ пăшăрханса ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ракчеев. «Пĕр çын сурать — типсе пырать, халăх сурать — кÿлĕ пулать» тенине те асра тытма сĕнчĕ Геннадий Герольдович. Юлашкинчен тĕл пулура Раççей Федерацийĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн начальникĕ сăмах илчĕ. Вăл кăçал ял тăрăхĕнче ирттернĕ профилактикăлла мероприятисен кăтартăвĕсем, уçса панă преступленисем çинче чарăнчĕ. «Юлашки вăхăтра республикăра кĕсье телефонĕсемпе БМВ автомашина выляса илнĕ тесе суя хыпарсем янисем пулнă. Ултавçăсен серепине ватăсем кăна мар, çамрăксем те лекеççĕ. Çавăнпа та яланах тимлĕ пулмалла!» — асăрхаттарчĕ полици подполковникĕ. Тĕл пулăва хутшăнакан общество ĕçченĕсем ыйтусем пачĕç, тулли хуравсем илчĕç. Владимир Мидуков ертсе пыракан ушкăн Элпуç ял тăрăхĕнче пулчĕ. Унта вĕсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Гордеев кĕтсе илчĕ. Ушкăн кунти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта, ача садĕнче, библиотекăра пулса халăхпа калаçусем йĕркелерĕ. Игорь Татур ушкăнне вара Урмаел ял тăрăхĕнче хапăл туса кĕтсе илчĕç. Тĕп хуламăртан тата районтан килнĕ хăнасем Тукай Мишерĕнчи ача садне тата ытти çĕре те çитсе курчĕç, лару-тăрупа паллашрĕç, информаци кунĕн темисене сÿтсе яврĕç. Информаци кунне район администрацийĕн пуçлăхĕн пÿлĕмĕнче пĕтĕмлетрĕç. М.ИЛЛАРИОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика