Красночетайское сельское поселениеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лавккасемпе почта уйрăмне камсем çаратни паллă

22 ноября 2013 г.

- Кăçалхи август тата сентябрь уйăхĕсенче районта пурăнакансене Хĕрлĕ Чутай тата Атнар ял тăрăхĕсенчи лавккасемпе суту-илÿ вырăнĕсене, хаклă япаласем пур ытти учрежденисене çаратнă тĕслĕхсем хумхантарчĕç.

Малтанласа ку синкерлĕ ĕçе унччен те саккуна пăснă çынсем тунă тесе шутларăмăр, мĕншĕн тесен вĕсем суту-илÿ çурчĕсене çăмăллăнах, чăрмавсемпе сăнав камерисене пăхмасăр кĕни тĕлĕнтерчĕ. Виçĕ-тăватă эрне хушши полици ĕçченĕсем кăнтăрла тата çĕрле преступниксене тупса палăртас тесе ĕçлерĕç, темиçе тĕрлĕ версие тĕрĕслерĕç, 100 ытла çынран ыйтса пĕлчĕç. Çапла майпа пилĕк çĕрте – виçĕ лавккара, пĕр кафе-барта, пĕр офисра – вăрланă çынсене тупса палăртма май килчĕ.

Саккуна пăсакансем 13-15 çулхи çул çитмен тăватă çамрăк пулни пурне те тĕлĕнтерчĕ. Вĕсем вăрлама пултарасса ашшĕ-амăшĕ те, полици ĕçченĕсем те, педагогсем те шутламан.

Хальхи вăхăтра çул çитмен тăватă çамрăк пирки пуçарнă уголовлă ĕçсемпе следстви вĕçленсе пырать. Вĕсен шăпине суд татса парĕ.

- 2013 çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕнче 8 сехет те 55 минутра районти полици уйрăмне шăнкăрав пулнă, 10-15 минут каялла хура маскăсем тата хура çи-пуç тăхăннă палламан виçĕ çын Мучикассинчи почта уйрăмне кĕни пирки пĕлтернĕ.

Палламан çынсем кĕнĕ вăхăтра почта уйрăмĕнче начальник кăна пулнă. Хĕрарăм хăйне тапăнакансене пăхăннă, тĕрĕссипе, вăл мĕн пулса иртнине те ăнлансах кайман. Хурахсем почта уйрăмĕн пÿлĕмне ухтарнă, сейфа та пăхнă, анчах та укçа тупайман. Çапах та пĕр çÿлĕк çинче пĕр пин тенкĕ ытларах укçа шыраса тупнă та ăна хăйсене илнĕ. Почта уйрăмĕнчен тата ялтан тухса тарма ĕлкĕрес тесе преступниксем хĕрарăма çыхса хăварнă, 10-15 минут хушши вырăнтан тапранмасăр ларма хушнă. Хăйĕн пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн хăранă хĕрарăм хирĕçлемен, вĕсем мĕн хушнине итленĕ (сăмах май, хăйне çапла тытса тĕрĕс тунă).

Район çыннисене хумхантарнă преступление уçса парас тесе полици ĕçченĕсем çийĕнчех ĕçе пуçăнчĕç. Хурахла тапăннă чăрсăрла ĕçе хăш вăхăтра тата мĕнле мелсемпе пурнăçлани çакна районта пурăнакансем тума пултарманни пирки каларĕ. Çине-çинех ирттернĕ оперативлă ĕçсем эрнерен преступлени тунă çынсем мĕнле машинăпа çÿренине тупса палăртма пулăшрĕç. Хыççăнах усал ĕçе йĕркелекене тытса чартăмăр (вăлах почта уйрăмне тапăннă виçĕ çынран пĕри пулнă). Шупашкар хулинче пурăнакан çамрăк арçын хăй тунă преступление йышăнса каласа парать.

Хальхи вăхăтра почта уйрăмне тапăннă ытти преступниксене шыратпăр.

Н.СТЕКОЛЬЩИКОВ, уголовлă шырав ушкăнĕн оперуполномоченнăйĕ.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Красные Четаи
Телефон: 8(83551) 2-13-61
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика