Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвай енĕн çутă çăлтăрĕ

15 ноября 2013 г.

Тăвай енĕн çутă çăлтăрĕ

“Ял ĕçченĕ” хаçатăн иртнĕ номерĕнче “Чăваш театрĕн çÿл тÿпинче” ятлă статьяра СССР халăх артистки В.К.Кузьмина çинчен аван çутатса панă. Енĕш Нăрвашра, Вера Кузьминичнан тăван ялĕнче, паллă ентешĕмĕре чыслăн кĕтсе илме хатĕрленеççĕ.

Кăçал Енĕш Нăрваш ялĕ пуçланса кайнăранпа 450 çул çитнине халалласа çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче анлă уяв ирттернĕччĕ, унта Вера Кузьминичнана та чĕннĕччĕ. Çавăн чухне пирĕн Верук аппа çапла каланăччĕ: “Тавах ял уявне чысласа чĕннĕшĕн. Мĕнле кăна паллă çын тухман пулĕ пирĕн Нăрваш ялĕнчен. Ара, уяв вырăнне те шăпах эпĕ çуралса ÿснĕ, çара уран выляса чупса çÿренĕ вырăнта, Шăрчăк кассинче, йĕркеленĕ,” – тата ытти чуна хумхантаракан сăмахсем каланăччĕ хамăр ентешĕмĕр.

Халĕ вара чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче, хăй çуралнă кунĕнче, Вера Кузьминична тăван яла тепĕр хут çитсе курма кăмăл тунă, унпа пĕрле Шупашкарти театрти артистсемпе ытти сумлă хăнасем те пулĕç. Ялти историпе мемориал музейĕнче СССР халăх артисткин В.К.Кузьминан 90 çулхи юбилейне халалланă ятарлă выставка хатĕрленĕ. Унта Вера Кузьминичнан тĕрлĕ удостоверенисемпе ĕнентерÿ хучĕсен копийĕсем, театр постановкисенчи сăн ÿкерчĕкĕсем, юбилейсемпе саламланă тав хучĕсем, спектакльсенче хăй усă курнă тумтир, грим, хăйĕн хăш-пĕр япалисем тата ытти те. “Театр – манăн пурнăç” курава икĕ пÿлĕмре йĕркеленĕ. Унта скульптура ĕçĕсем те вырнаçтарнă. Пĕрин авторĕ хамăр ентеш – А.П.Майраслов.

В.К.Кузьмина чăннипех те Енĕш Нăрвашăн, Тăвай енĕн çутă çăлтăрĕ. Çамрăклах вăл юрра-ташша юратнă, тантăшĕсемпе спектакльсем, концертсем лартнă.

Енĕш Нăрваш ялĕнче 7 класлă шкула вĕренсе пĕтернĕ. Ун хыççăн, тăван ялта вăтам шкул пулман пирки, Тăвайĕнчи вăтам шкула çÿренĕ. Малалла вара театрти вăрăм кун-çул пуçланнă. Паянхи кун та куракансем Вера Кузьминичнан сцена çинчи ăсталăхне пысăк хак параççĕ.

В.Кузьминан 90 çулхи юбилей кунĕсенче Енĕш Нăрвашри информаципе культура çуртĕнче, тĕслĕх библиотекинче, вăтам шкулти вулавăшра ятарлă выставкăсем йĕркеленĕ. Артисткăн биографийĕнчи тĕрлĕ тапхăрпа çыхăннă чылай материалсем вырнаçтарнă вĕсене. Ял халăхĕ, вулакансем вĕсемпе интересленсе паллашаççĕ.

СССР халăх артисткин пултарулăх каçĕ К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче чÿк уйăхĕн 23-мĕшĕнче иртет. Чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче вара – Тăвайри культурăпа кану центрĕнче.

В.ПЕТРОВ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика