Таушкасинский территориальный отдел Цивильского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яла хăтлăлатма пулăшаççĕ

08 ноября 2013 г.

Яла хăтлăлатма пулăшаççĕ

Çĕрпÿ районĕнчи Тавăшкасси ял тăрăхĕн администрацийĕнче вăй хуракансем, вырăнти шкул ачисем авăн уйăхĕнче йывăç лартрĕç.

Ял çыннисем ешĕллĕхе выльăхран хÿтĕлессе, шăрăхра шăварасса шанас килет. Тавралăха симĕслентерес тĕлĕшпе ырă тĕслĕх кăтартнă çын пĕрре çеç мар. Сăмахран, Петр Иванова лайăхпа палăртар. Леонид Андреев та тăрăшать. Унăн пÿрчĕ умĕнче çу каçичченех тĕрлĕ чечек çеçкене ларать. Хăйсем пурăнакан урама хăтлăлатнăшăн Светлана Казанцевăна, Галина Васильевăна, Ираида Орловăна, Гавриил Никитина, Анатолий Мочалова, Галина Павловăна мухтас килет.

Михаил Крылов тавра пĕлÿçĕ, «Тавăшкассисем» кĕнеке авторĕ, Тĕнсĕр ялĕнчи çăл куçа тирпейлеме хастар хутшăнчĕ. Çурла уйăхĕн вĕçĕнче ун таврашне тирпейлерĕмĕр. Вăл - 1981 çултанпах çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан республика шайĕнчи палăкĕ. Унăн пĕр енне карта тытрăмăр. Çăл куç патне илсе çитерекен сукмака хăма сартăмăр. Халĕ ура айĕнче пылчăк çăрăлмасть. Валак тăрăх тăрна куçĕ пек тăрă та таса шыв юхать.

Старак ялĕнче те тапса тăракан çăл куç пур. Унта часавай тунă. Ăна хăпартма Олег Кутейкин пысăк тÿпе хыврĕ.

Хальлĕхе пĕвесене ял администрацийĕн харпăрлăхне илмен. Совет тапхăрĕнче пĕвеленĕскерсене юшкăн тулнă. Вĕсен гидрохатĕрĕсене юсамалла. Ĕмпĕрт Туçа ялĕнчи пĕве урлă каçакан çула хытартăмăр. Тавăшкассинчине çĕнĕрен пĕвелемелле.

Ял тăрăхĕнчи вăрман пысăк мар. Апла пулин те унта тилĕ, мулкач, хир сысни курăнкалать. Çынсем кăмпа-çырла татма, милĕк касма çÿреççĕ. Ялсене çут çанталăк газĕ çитнĕ май кăмака хутма вăрмантан вут-шанкă турттармастпăр. Çавăнпа ăна сăтăр тăвакан çукрах.

Галина АЛЕКСАНДРОВА,

Тавăшкасси ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика