Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçе юратни çитĕнÿсем тума пулăшĕ

13 ноября 2013 г.

Ытлари кун, ноябрĕн 12-мĕшĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пирĕн районта ĕçлĕ çул çÿревре пулчĕ. Малтанах Михаил Васильевич Комсомольскинчи 145 вырăнлă «Радуга» ача садне уçнă çĕре хутшăнчĕ. Çак учреждение «Чăваш Республикинче шкул çулне çитичченхи вĕрентĕве 2011—2020 çулсенче аталантарасси» çумпрограммăна пурнăçа кĕртнĕ май тума май килтернĕ. Строительство ĕçĕсем çине бюджет укçине пурĕ 86 миллион тенкĕ расхутланă, ăна хута яни районти виçĕ çула çитнĕ, садике кайма черетре тăракан ачасене вырăнсемпе тивĕçтерес ыйтăва татса панă.

Михаил Игнатьев райцентрта пурăнакансене çĕнĕ ача сачĕ уçăлнă ятпа саламланă май вăл кăçал Чăваш Енре уçăлнă пиллĕкмĕш садик пулнине палăртрĕ. Çулталăк вĕçлениччен тата улттă хута яма палăртнă, шкул çулне çитменнисем валли учрежденисен строительствине çитес çулсенче те тăсĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕ хальхи интерактивлă класлă, музыка, физкультура залĕсемлĕ, хăрушлăхсăр çул-йĕр площадкиллĕ садикре çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани пама пĕтĕм услови пуррине çирĕплетрĕ. «Ачасем çурални çĕнĕрен те çĕнĕ объектсем тума хавхалантарать, çураласлăх ÿссе пытăр, вара садик хыççăн садик çĕкленĕ», — терĕ ашшĕ-амăшĕсене.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Хушăвĕпе Комсомольскинчи 3-мĕш номерлĕ «Радуга» ача садне туса хута яма хутшăннăшăн «Стройсервис» АХО генеральнăй директорне Фанис Рахимзянова тата «Арка» ТМЯО тĕп инженерне Рустям Шарафутдинова Тав çырăвĕпе чысларĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев садике туса хута яма пулăшнăшăн Чăваш Республикин Правительствине, подрядчиксене чĕререн тав турĕ, кĕçĕн çулхи ачасем пур çемьесене вара савăнăçлă пулăмпа саламларĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Кияметдин Мифтахутдинов та, «Радуга» ача сачĕн заведующийĕ Анна Албутова, попечительсен канашĕн ертÿçи Ильхамия Басырова çакăн пек паха парнешĕн тав турĕç.

Хĕрлĕ хăйăва вара Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев, район администрацийĕн пуçлăхĕ М.Р.Афанасьев, ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ В.Н.Иванов кĕçĕн çулхи ачасемпе пĕрле касрĕç. Хăнасем шала кĕрсе курчĕç, кунта кĕçĕн çулхисем валли туса панă условисене пысăк хак пачĕç.

Икĕ хутлă çуртра аслă та питĕ хăтлă. Кунта шкул çулне çитменнисене ăс пухма, пуçламăш воспитани илме пĕтĕм услови пур.

Çавăн пекех Михаил Игнатьев районти культурăпа кану центрĕнче Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен уявне те хутшăнчĕ. Михаил Васильевич Комсомольски районĕнче пурăнакансене ăшшăн саламларĕ, питĕ ĕçчен, хастар, пултаруллă пулнăшăн, кăçалхи çанталăк условийĕсенче те ал усманшăн, яваплăха туйса тăрăшнăшăн тав турĕ. «Ял хуçалăхĕ Республика экономикинче яланах уйрăм вырăн йышăннă, йышăнать те, çавăнпах патшалăх хуçалăхсен пур формине те пулăшас политикăна тытса пырать. Кăçал çеç Чăваш Енри аграри секторне патшалăх 2,2 млрд тенкĕлĕх пулăшу панă», — палăртрĕ Михаил Васильевич.

Ĕçе юратни, хăйсен вырăнĕсенче тăрăшса ĕçлени район çыннисене малашне те экономикăра тата социаллă пурнăçра çитĕнÿсем тума пулăшасса каларĕ. Çавăн пекех Комсомольскисем 2014 çулта Республика кунне ирттерме тивĕçнине аса илтерчĕ, ăна çÿллĕ шайра йĕркелеме, ялсен сăн-сăпатне çĕнетме пĕтĕм вăй-хала хурса тăрăшма чĕнсе каларĕ.

Ял хуçалăхĕнче ĕçре малта пыракансем Чăваш Ен Пуçлăхĕн аллинчен Тав хучĕсем, алла çыхмалли сехетсем, Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене илме тивĕç пулчĕç. Кану центрĕн фойинче йĕркеленĕ куравпа паллашсан вара М.Игнатьев районти производительсене экологи енчен таса продукципе рынока «Чăваш биопродукчĕ» брендпа хăюллăн тухма сĕнчĕ.

2013 çулта районти ял хуçалăх предприятийĕсем 22845 тонна тĕш-тырă пуçтарса кĕртнĕ. Гектарăн вăтам тухăçĕ 18,1 центнерпа танлашнă. Чи пысăк тухăç илнĕ хуçалăхсем: «Урожай» колхоз (гектартан 22,9 центнер), «Слава картофелю» агрофирма — 22,5, «Асаново» ЯХПК — 21,4 центнер. «Урожай» колхозри 1-мĕш уй-хир бригадинче вара (бригадирĕ Светлана Улжусева) кашни гектартан 33-шер центнер тĕштырă пухса илнĕ.

Л.ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика