Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Пĕчĕк йышпа пысăк ĕç пурнăçлаççĕ

23 октября 2013 г.

Районăмăр историне тишкерме тăрсан кирек хăçан та Социализмла Ĕç Геройĕ Евтихий Андреевич Андреев ячĕ чĕлхе çине килет. Аслăрах ăрури çынсем ăна Муркашсен председателĕ тесе аса илеççĕ. Çакăн пек хаклавпа иртнĕ ĕмĕрĕн 50-60-мĕш çулĕсенче çуралнисем те калаçу «Знамя труда» колхоз ертÿçи пулнă Евтихий Андреевич Андреев пирки пынине ăнланса илеççĕ. Çĕр ĕç паттăрĕ пурнăçран уйрăлсан вăл  1951 - 1981 çулсенче ертсе пынă хуçалăха унăн ячĕпе хисеплеме пуçларĕç. Çакă паянхи ĕçченсене те кулленхи ĕçсене çанă тавăрса пурнăçлама ыйтать. «Урăхла майĕ те çук», - терĕ хамăрăн калаçу пуçламăшĕнче Е. Андреев яч. хис. кооператив ертÿçи В. СЕМЕНОВ.

- Виталий Иосифович, эсир ертсе пыракан хуçалăх ĕçĕпе тăтăшах интересленсе тăнăран сире çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те хирте, выльăх-чĕрлĕх ферминче курма пулать. Апла пулсан хуçалăхри ĕç-хĕле çирĕп тĕрĕслесе тăратăр;

- Ку ыйту пулчĕ-ши е шахвăртса калани, анчах манăн хуравĕ хатĕр. Хуçалăх ертÿçи е специалист производствăран катара тăрсан, ĕçлекенсемпе вырăна тухса калаçмасан экономикăна малалла уттарасси иккĕленÿллĕ.

Пирĕн усă курмалли çĕрсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 2268 гектар. Вăл шутра сухаламалли çĕрсем  - 1680 гектар. Çак лаптăксем çулталăк тăршшĕпех пушă е çум курăкĕ айĕнче выртмаççĕ. Апла пулсан пирĕн хуçалăх ĕçченĕсем хăйсене шанса панă çĕрпе туллин усă кураççĕ. Çĕр ĕç культурине малта тытас тĕллевпе çур акирен пуçласа хура кĕркуннеччен пирĕн ĕçченсем хирте. Ÿсĕмлĕ малашлăхпа тухăç никĕсĕ шăпах ĕç культуринчен пуçăннине пирĕн кашни ĕçчен ăнланать. Чăнах та, культура сăмахра эпир ытларах чух ташă-юрă кăна куратпăр, анчах культура вăл ытти çĕрте те кирлĕ-çке. Тĕслĕхрен, çĕр ĕçĕнче, выльăх-чĕрлĕх пăхнă çĕрте, строительствăра. Кунта К. Тимирязев сăмахĕсене илсе кăтартас килет. «Çĕр ĕç культури пулмасан, илемлĕ картинăсем те, статуйăсемпе кĕнекесем те обществăна культурăсăрлăхран хÿтĕлеймĕç. Пĕр пучах ÿснĕ çĕрте икĕ пучах ÿсмелле», - тенĕ çĕр ĕç аксакалĕ. Кăçал та çакна тĕпе хурса çур акире ĕçе кÿлĕнтĕмĕр. Çуркуннехи ырă пуçарăвăн тилхепине çу каçипе те, кĕр кунĕсенче те пушатмарăмăр. Çапла вара пирĕн паян обществăлла выльăх-чĕрлĕхе тулăх хĕл каçармалăх апачĕ пур, çитес çул валли акса хăварнă кĕрхи культурăсен лаптăкĕсем анлă, производство районăн вăтам шайĕнчен пысăкрах, ĕç укçипе парăм çукпа пĕрех.

- Пĕчĕк йышпа пысăк ĕç пурнăçлани çинче чарăнтăр та, кунта тĕплĕнрех палăртмалли, хастарсене асăнмалли те пурах-тăр. Çапла мар-и;

- Çапла. Ял хуçалăхĕнчи ĕç-хĕл çур акирен пуçланать. Кăçалхи çур акине эпир иртнĕ хĕл кунĕсенчех тĕплĕ хатĕрлентĕмĕр. Тĕрĕсрех каласан çур акири ăнăçулăха иртнĕ кĕр акирех хывса хăвартăмăр. 2012 çулта акса хăварнă 360 гектар кĕрхи тулă çурхи уй-хир ĕçĕсене 350 гектар çинче кĕске вăхăтра пурнăçлама пулăшрĕ. Александр Семенов механизатор çĕр хатĕрлессипе, Михаил Атласкин, Николай Оньков механизаторсем вара ака агрегачĕсемпе, Юрий Михайловпа Виталий Романов водительсем хире вăрлăх кăларассипе, Александр Андреевпа Валерий Скворцов тата Юрий Шушкинпа Вячеслав Пугачев акаçăсем ака технологине пăхăнассипе тăрăшса ĕçлерĕç. Çак ĕçченсемех - В. Скворцов И. Спаскинпа улшăнчĕ çеç - кĕр акире те 400 гектар кĕртрисем вăхăтра акса хăварчĕç. Ака хыççăнхи шалкăм çумăра пула 40 гектара тепĕр хут акма тивни те пĕтĕмĕшле ĕç калăпăшне чакармарĕ.

- Эсир хуçалăха 7-мĕш çул ертсе пыни пысăк вăхăт мар, анчах эсир çулсеренех çĕр ĕçне çĕнĕ технологисем кĕртетĕр.

- Паян малта пыракан технологисенчен пăрăнса юлма юрамасть. Çĕннине вăхăтра алла илтĕн - экономикăна тепĕр утăм мала уттартăн. Çак çулпа аталанса юлашки çулсенче эпир те çĕрсене сухалассинчен пăрăнтăмăр. Хирсенчи çĕре çиелтен хатĕрлесе пулăхлă сие упраса хăварассипе тимлетпĕр. Усси пур. Кăçал тыр-пул тăхăçĕ гектар пуçне районĕпе вăтамран 16,5 центнера яхăн пулчĕ пулсан, пирĕн тухăç - 22,1 центнер. Кĕрхи тулă тухăçĕ гектар пуçне 30,8 центнер пулни кĕртрисемпе ĕçленин уссине кăтартать. Çак «вăрттăнлăх» та çулсем иртнĕ май ума тухрĕ. Çĕр-шывăн ял хуçалăх программисем те ĕçлекен çын валли.

- Кăçалхи вырмара та эсир тĕрĕс çул суйласа илни тыр-пула çумăрсем пуçланиччен кĕлете кĕртсе хума май пачĕ.

- Эсир эпир уйрăм çынсен харпăрлăхĕнчи «хир карапĕсемпе» усă курнине калатăр пулас. Вĕсен хуçисемпе эпир вырмаччен маларахах килĕшÿсем турăмăр. Çапла вара П. Толикин «Акрос-530» комбайнпа, С. Петров «Вектор» «хир карапĕпе» тухăçлă ĕçлерĕç. Тырă-пулă пухса илнипе пĕрлех çумăрсемччен нумай çул ÿсекен курăксен вăрлăхне те çапса тĕшĕлесе илтĕмĕр.

- КЗСра ĕçлекенсем тăрăшулăх кăтартни те йĕтем çине çитнĕ тырăна купара нумай вырттарман.

- Вырма вăхăтĕнче йĕтем çинче пурте пĕр йышра вăй хучĕ: уй-хир бригадинче вăй хуракансем те, ферма ĕçченĕсем те, Çурлатри çамрăкĕсем те. Кунта манăн ытти ĕçченсемпе пĕрлех Владимир Морозов пултарулăхне палăртас килет. Хуçалăхра токарьте тата юсав мастерскойĕн пуçлăхĕнче ĕçлекенскер КЗСа тĕплĕ хатĕрлерĕ. Çавна пулах ĕç çире кунта чăрмав пулмарĕ. Йĕтем çине килнĕ тырăна пĕчченех типĕтсе тăма ĕлкĕрчĕ вăл. Вырма хыççăн тырă типĕтмелли комплекса çитес çул валли хатĕрлесе хучĕ.

Пирĕн ĕçченсем ыранхи куна пăхса ĕçленипех хуçалăх кăçал 1517 тонна утă, 500 тонна ытла сенаж хатĕрлеме мехел çитерчĕ. Иртнĕ çулхи сенаж та 1000 тонна ытла пурри, тырă çителĕкли пире хуçалăхри условнăй кашни выльăх пуçне 149,6 центнер апат единици хатĕрлеме май пачĕ. Çапла вара пирĕн паян выльăх апачĕ сутмалăх та пур.

«Çакă пулать те ĕнтĕ вăл рынок хутшăнăвĕсенчи ĕç-хĕл», - пĕтĕмлетрĕм эпĕ хамăр калаçăва.

 

А. БЕЛОВ калаçнă.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика